Амăшĕсене чысларĕç

Категория: Главные новости Опубликовано: 27.11.2025, 15:55 Просмотров: 694

photo 2025 11 27 15 42 04

Муркашри Культура çуртĕнче ноябрĕн 27-мĕшĕнче Аннесен кунне халалланă уяв иртрĕ. Унта ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксен амăшĕсене тата ыттисене чысларĕç.

Уявпа ЧР гражданла оборонăпа чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен министрĕ С. Павлов, округ пуçлăхĕ А. Матросов, округри депутатсен Пухăвĕн ертÿçи А. Иванов тата ыттисем саламларĕç, Тăван çĕршыва юрăхлă ывăлсем çуратса ÿстернĕшĕн тав турĕç. Вырăнти артистсен юрри-кĕвви вара аннесен чун-чĕрине çемçетрĕ те, хурлантарчĕ те.

Округра салтаксене тата вĕсен çемйисене пулăшассипе анлăн ĕçлесе пыраççĕ. Патшалăх уйăракан çăмăллăхсем вĕсемшĕн вырăнлă. Ăшă калаçура волонтер ĕçĕн пĕлтерĕшĕ пысăккине те палăртрĕç. Округри волонтерсем фронта гуманитари пулăшăвĕ ăсатни-çитерни салтаксем патне тăван килпе анне ăшшине илсе çитернипе танах.

photo 2025 11 27 15 41 43photo 2025 11 27 15 41 54photo 2025 11 27 15 41 57photo 2025 11 27 15 42 01photo 2025 11 27 15 41 39photo 2025 11 27 15 41 48photo 2025 11 27 15 41 51photo 2025 11 27 15 42 07photo 2025 11 27 15 42 10

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4