Чăваш Республикинче сывлăх сыхлав инфраструктурине çĕнетессипе пысăк ĕçсем туса ирттереççĕ. Ялсенче «Вăрăм та хастар пурнăç» наци проекчĕн виçинче çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕсем çĕкленеççĕ.
Паян çĕнĕ ФАП Муркаш округĕнчи Кăпас ялĕнче хута кайрĕ.
- Ял çыннисем ФАП уçăласса тахçанах кĕтнĕ, - хăйĕн савăнăçне пытармасть фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕ Анжела Огикова.
Çĕнĕ ФАП уçма Чăваш Республикин сывлăх сыхлав министрĕ Лариса Тарасова, Муркаш район тĕп больницин тĕп врачĕ Оксана Попова, Муркаш округ администрацийĕн ертÿçин çумĕ Лилия Тарасова хутшăнчĕç.
Тĕплĕнрех «Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçатăн эрнекунхи номерĕнче вулăр.
Сентябрь 2026 |
