
Муркаш тата Элĕк округĕсенчи çамрăк çынсем, шкултан тата ытти вĕренÿ заведенийĕнчен вĕренсе тухнисем. 2025 çулхи октябрĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 25-мĕшĕччен пирĕн çĕршывра, вăл шутра Чăваш Республикинче те, Раççей Федерацийĕн Оборона министерстви «Есть такая профессия - Родину защищать» масштаблă акци ирттерет.
Ку проекта çамрăк çынсене Раççей Çар вăйĕсенче ăнăçлă тата тивĕçлĕ карьера тума май пуррине ăнлантарас тесе пурнăçлаççĕ. Хальхи çар - çĕнĕ йышши технологи, шанчăклă команда, хисеп тата шайлашулăх.
Çар пĕлĕвне илни вăл алла диплом тытни кăна мар, вăл - пурнăç путевки. Эсир пахалăхлă пĕлÿ илме пултаратăр, патшалăхăн тулли тивĕçтерĕвне, стипенди илетĕр. Вĕренсе тухнă хыççăн вара сире валли гарантиллĕ ĕç вырăнĕ тата социаллă çăмăллăхсем пулаççĕ. Эсир пысăк ĕçĕн пайĕ - пирĕн çĕршывăн интересĕсене хÿтĕлекен пай - пулатăр.
Эпир сире çар ĕçĕн вĕренÿ заведенийĕсене тата тĕрлĕ специальноç суйласа илме, ку енĕпе кирлĕ документсене хатĕрлеме, суйлавăн пур тапхăрĕ витĕр тухма пулăшатпăр. Çар вĕренÿ заведенийĕсен тулли переченĕпе vuz.mil.ru/edumap официаллă порталта паллашма пулать.
Сирĕн хăюлăх тата йышăну - Раççейĕн хăрушсăрлăхĕпе хăватлăхĕн пирĕн пĕрлехи тÿпи.
Ку тĕлĕшри кирек епле ыйтупа та Муркаш тата Элĕк районĕсен çар комиссариатне 8 (83541) 6-23-50 «хĕрÿ телефон» номерĕпе шăнкăравласа пĕлме пултаратăр.
Муркаш тата Элĕк районĕсен çар комиссариачĕ.
Ноябрь 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 |
2
|
3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
| 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
| 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
| 30 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 |
