Октябрĕн 19-мĕшĕ Атте кунĕ. Атте пулсан çемье тĕреклĕ

Категория: Главные новости Опубликовано: 19.10.2025, 10:42 Просмотров: 151

L7ZwtQO3ve0

Сăн ÿкерчĕкре эсир Москакасси тăрăхĕнчи Максим Столярова тата унăн пĕчĕк хĕр ачине Линăна куратăр. Ашшĕпе хĕрĕ пахчара тăраççĕ. Максимпа Анюта Столяровсен туслă çемйи 2018 çулта чăмăртаннă. Вĕсен çавăн пекех Артемий тата Петр ывăлсем ÿсеççĕ. Çемье пуçĕ Максим Владимирович Москакасси шкулĕнчен вĕренсе тухсан Шупашкарти кооператив техникумĕнче пĕлĕве ÿстернĕ, ун хыççăн вара куçăмсăр мелпе Шупашкарти кооператив институтĕнче вĕреннĕ. Аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн Мăн Сĕнтĕр райповĕнче, Муркашри почта уйрăмĕнче тăрăшнă. 2017 çултанпа вара Москакасси территорийĕнчи «Сеспель» предприятире тĕп складри операторта тăрăшать.

Аттене мĕнле савăнтармалла-ха? Паллах, çĕнĕ куна ăшă сăмахран пуçланипе, сывлăхпа ăнăçу суннипе. Енчен те атте аякра пулсан, шăнкăравласа ăшă сăмах калани пачах та ытлашши пулмĕ. Пĕчĕк кăна парне те атте чунне çемçетме пултарать. Аттене çак куна тутлă кану кунĕ туса парсан тата ăна сенкер экран умĕнче киленсе выртма май парсан вăл ытларах савăнĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4