Июлĕн 8-мĕшĕнче Муркаш муниципалитет округне пысăк делегаци килсе çитрĕ

Категория: Главные новости Опубликовано: 08.07.2025, 15:29 Просмотров: 783

DSC00501

Вăл шутра - Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи Общество канашĕн ертÿçи, «Чăваш Ен Пуçлăхĕн контролĕнче» проекта пурнăçлассипе ĕç ушкăнĕн ертÿçи Наталия Партасова, Чăваш Республикин Общество палатин ертÿçи  Ванифатий Шайкин,  Чăваш Республикин строительствăпа архитектура,  пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Владимир Максимов,  Чăваш Республикин сывлăх сыхлав министрĕн тивĕçне пурнăçлакан Олеся Игнатьева, «ГлавИнвестСтрой» чикĕллĕ яваплăхлă обществăн ертÿçи Алексей Макаров тата ыттисем. Делегацие Муркаш муниципалитет округ пуçлăхĕ Алексей Матросов, округ администрацийĕн  пуçлăхĕн социаллă ыйтупа ĕçлекен çумĕн тивĕçне пурнăçлакан - вĕренÿ пайĕн ертÿçи Зоя Дипломатова, Муркаш муниципалитет округĕн Общество палатин ертÿçи Владимир Никитин тата ыттисем кĕтсе илчĕç.

Аса илтеретпĕр. 2025 çулхи апрель уйăхĕнче регион пуçлăхĕ Олег Николаев сĕнĕвĕпе Чăваш Республикин Экономикăн аслă канашĕн ларăвĕнче «Чăваш Ен Пуçлăхĕн контролĕнче» проект çирĕплетрĕ. Вăл социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсен строительствипе реконструкци, хăтлăх ĕçĕсем патне  тата регион пурнăçĕнчи ытти аспекта общественноçа явăçтарма май парать. Проект  обществăлла контроль мероприятийĕсене пĕрлештерет, влаçпа халăх хушшинчи шанăçлăха çирĕплетет, регион ертÿçин хушăвне епле пурнăçланине контрольте тытма май парать. Ĕçе çапла майпа йĕркелени строительсене ĕçрен пăрассинчен хăтарать, çав хушăрах объектсенчи лару-тăрăва объективлă хак пама пулăшать.  Объектсенчи ĕç пурнăçлассин вăхăтне тата пахалăхне тĕрĕслеме республика правительствин, Чăваш Ен Пуçлăхĕ çумĕнчи Обществăлла канаш пайташĕсене, Общество палатин пайташĕсене тата хăй тĕллĕн ĕçлекен экспертсене явăçтараççĕ. Проектăн тĕп тĕллевĕ - объектсенчи чăн лару-тăрупа паллаштарасси. Пĕтĕмлетсе каласан вара çакă çынсен пурнăç условине лайăхлатма пулăшмалла. Чăваш Ен социаллă проектсен эффективлхăне ÿстерес çул-йĕрпе пырать.

 Ĕçлĕ делегаци округри икĕ объекта çитсе курчĕ: Муркаш тĕп больницин поликлиникине тата Москакассинчи «Колокольчик» ача садне.

Муркашра поликлиника тăвассине сывлăх сыхлавĕн пĕрремĕш звенине модернизацилессин регион программине кĕртнĕ. Объектăн заказчикĕ -  Чăваш Ен Строительство министерствин «Республиканская служба единого заказчика» хысна учрежденийĕ. Патшалăх контрактне 2025 çулхи майăн 5-мĕшĕнче  «ГлавИнвестСтрой» чикĕллĕ яваплăхла обществăпа тунă.

 Контракт суммин калăпăшĕ 191,05 млн тенкĕ, вăл шутра федераци бюджетĕнчен - 102,66 млн тенкĕ. Ку суммăна оборудовани туянасси кĕмест. Килĕшÿ тăрăх, объекта çулталăк вĕçленнĕ тĕле туса пĕтермелле.

Поликлинка пулас вырăнти йывăç-тĕме йăлтах каснă, çĕр чавас, никĕс хурас ĕçсем пыраççĕ. Строительство ĕçĕ икĕ эрне графикран юлса пыни курăнать. Медицина оборудованийĕпе сĕтел-пуканпа тивĕçтересси Чăваш Республикин Сывлăх сыхлав министерствин «Центр ресурсного обеспечения государственных учреждений здавоохранения» хысна учрежденийĕ çинче. Çак вăхăт тĕлне вĕсене туянас тĕлĕшпе  документаци хатĕрлес ĕç пырать.  

- Поликлиника тума лайăх вырăн йышăннă. Округра пурăнакансен йышĕ пĕчĕк мар, кунта пĕчĕккисене те, аслисене те йышăнĕç. Контрактпа килĕшÿллĕн ку объект çĕнĕ çултан ĕçлеме пуçламалла. Çитменлĕхсем пур, вĕсене пĕтермелле, - терĕ Наталья Партасова.

Объектри ĕç мĕнле пынине контрольте тытма телеграм-каналта ушкăн йĕркеленĕ, видеокамерăсем лартнă. Хальхи тĕп задача - монолит плитине хурасси çине тухасси. Ĕçе контрольте тытма майсем çителĕклĕ.

- Муркашра паян поликлиника тăватпăр, вăл 150 çын валлилĕх пулать. Объекта туса пĕтерсен кунта ача-пăча тухтăрĕсем ĕçлĕç, çынсене отоларинголог, офтальмолог, невролог, дерматовенеролог, эндокринолог, инфекционист тата ытти специалистсем йышăнĕç. Çакăнтах УЗИ кабинечĕ те пулмалла, - терĕ Муркаш больницин тĕп врачĕ Оксана Попова.  

Тĕрĕслев делегацийĕ объект строительствине ытларах çынна явăçтарма, çак ĕç мĕнле пынине кашни кунхи контрольте тытма, округри Общество палатин пайташĕсене явçăçтарма сĕнчĕ.

 Тепĕр объект - Москакассинче.   «Молодежь и дети» наци проекчĕ шайĕнче унта 160 ача вырнаçмалăх ача сачĕ тăвас ĕç вĕçленсе пырать.  Москакассинче «Колокольчик» ача садне тĕпрен тума тытăнни вырăнта пурăнакансем валли парнепе танах. Нумаях та вăхăт иртмĕ, çĕнĕ çурт хăйĕн алăкĕсене уçĕ.  Учреждени хута кайнă май кунта ачасен çичĕ ушкăнне йышăнĕç.  

 Çак ĕçĕн заказчикĕ -  Чăваш Ен Строительство министерствин «Республиканская служба единого заказчика» хысна учреждениĕ. Патшалăх контрактне 2023 çулхи декабрĕн 30-мĕшĕнче  «ГлавИнвестСтрой» чикĕллĕ яваплăхлă обществăпа тунă. Проектпа смета документацине пушар хăрушсăрлăх, газификаци, террортан сыхланас хушма ĕçсене кĕртнипе  ĕçе июнĕн 2-мĕшĕнче вĕçлеме палăртнă.  Пĕтĕмĕшле ĕçсен хакĕ 219 миллион та 337 пин те  тенкĕпе танлашать.

 Çак вăхăт тĕлне подряд организацийĕ иккĕмĕш хутри шалти ĕçсене вĕçлесе пырать, территорие хăтлăх кĕртес ĕç те нумай юлман, котельнăйĕнче ĕçсем пыраççĕ. Объектри ĕçсене 94 процент пурнăçланă. Подрядчик   кунта ĕçлекен çынсене кирлĕ чухлĕ явăçтарман, ĕç алли çителĕксĕр.  

Кунта ачасем вылямалли лаптăксем, спорт зони пур. Территоринче газонсем йĕркеленĕ. Ача садне кĕнĕ çĕрте велопарковка, çунашкасемпе коляскăсем лартмалли ятарлă вырăн пур.  

- Эпир паян Муркаш округĕнче пулса куртăмăр. Икĕ объекчĕ те пĕчĕк мар, ĕçе вăхăтрах вĕçлессе шансах тăратпăр. Паянхи кун тĕлне объектсенчи ĕçсем графикран кăшт юлса пыраççĕ. Строительство мĕнле пыни онлайн трансляцинчен курăнать. Ку объект çак территоринчи ачасене питĕ кирлĕ. Пирĕн тĕллев - объектсенчи ĕçе май пур таран хăвăртрах вĕçлеме майсем туса парасси, - терĕ Чăваш Республикин строительствăпа архитектура,  пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Владимир Максимов.

  Муркаш округĕнче шкулчченхи ÿсĕмри  ача çулталăк пуçламăшĕ тĕлне 1016, иртнĕ çул 1376-ăн пулнă, 2023 çулта - 1478. Шкулчченхи вĕренÿ учрежденийĕсенче 855 воспитанник, унта çÿрекенсем  84,2 процент.

Москакасси территори пайĕнче 1 çулчченхи 22 ача пурăнать. Вĕсем пурте  округри ача садне çÿреме электронлă черете çырăннă. Çак территоринче пурăнакан 90 ача тĕрлĕ ача садне çÿрет. Москакасси  шкулĕнче 54 ача вырнаçмалăх шкуллченхи 2 ушкăн ĕçлет, унта 37 ача çÿрет.  

 - Паян пирĕн округра пысăк ĕç пулса иртрĕ. Поликлиника тата ача сачĕн строительствине çитсе куртăмăр. Ĕçсем графикран юлса пыраççĕ пулсан та объектсене вĕçлесси ытла кая юлмасса шанатпăр. Муркашсем нихăçан та япăх ĕçлесе пыман. Çавна кура Чăваш Республикин Правительстви Муркаш округне тимлĕх уйăрать. Регион ертÿлĕхне эпир тав тăватпăр, - терĕ Муркаш муниципалитет округĕн Общество палатин ертÿçи Владимир Никитин.

 

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4