Кандидатсем вырăнти депутатсемпе тĕл пулчĕç

Категория: Главные новости Опубликовано: 01.07.2025, 12:07 Просмотров: 635

photo 2025 07 01 09 27 38

«Совет муниципальных образований» ассоциаци çитес суйлав кăçалхи чи пысăк пĕлтерĕшлĕ событи пулнине палăртать. Унран республика пуласлăхĕ нумай килет. Çавăнпа асăннă ассоциаци вырăнсене тухса кандидатсемпе муниципалитет депутачĕсен тĕлпулăвĕсене йĕркелет.
Кун пек тĕлпулу июнĕн 30-мĕшĕнче Муркаш округ администрацийĕн ларусен залĕнче иртрĕ. Уйрăм кандидатсем Муркаш, Етĕрне, Элĕк округĕсенчи депутатсен Пухăвĕсен депутачĕсемпе тĕл пулчĕç. Тĕлпулăва Владимир Савинов, Константин Степанов, Максим Морозов кандидатсем хутшăнчĕç.
Тĕлпулăва «Совет муниципальных образований» ассоциацин ĕç тăвакан директорĕ Александр Кузнецов ертсе пычĕ.
Кандидатсем хăйсен пурнăç çулĕпе, программисемпе паллаштарчĕç, вырăнти депутатсен ыйтăвĕсене хуравларĕç.
Кандидатсем вырăнти депутатсемпе тĕл пулни суйлав тапхăрĕнчи пĕлтерĕшлĕ самант шутланать. Мĕншĕн тесен вĕсен муниципалитетсенчи 37 яхăн депутат ырланине тивĕçмелле. Çавăн чухне вĕсем суйлава хутшăнма пултараççĕ. Кун пирки «Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавĕ çинчен» калакан саккунăн 29 статйинче каланă.

photo 2025 07 01 09 27 35photo 2025 07 01 09 27 32photo 2025 07 01 09 27 28photo 2025 07 01 09 27 24

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4