Апрелĕн 12-мĕшĕ - Космонавтика кунĕ

Категория: Главные новости Опубликовано: 12.04.2025, 11:08 Просмотров: 708

photo 2025 04 12 09 03 05

1961 çулхи апрелĕн 12-мĕшĕнче «Восток» карап-спутник тĕнчере пĕрремĕш хут çынпа тĕнче уçлăхне тухнă. Карапа тытса пыраканĕ совет çынни Юрий Гагарин пулнă. Çакăн хыççăн вăл 20 ĕмĕрти чи паллă çын пулса тăнă. Вĕçеве Сергей Королев коструктор йĕркелесе пынă.

Карап çĕр тавра 108 минутра вĕçсе çаврăннă. Çакăн хыççăн вăл Саратов облаçĕнчи Смеловка ялĕ çывăхĕнче 10 сехет те 55 минутра анса ларнă.

Чăваш Республикинче пурăнакансемшĕн космос тата çывăхрах. Пирĕн мухтавлă ентеш Андриян Николаев - 3-мĕш космонавт. Пĕрремĕш хут Андриян Николаев космоса 1962 çулхи августăн 11-мĕшĕнче тухнă. Çĕр тавра 64 хут вĕçсе çаврăннă. Çĕр çине августăн 15-мĕшĕнче таврăннă.

1970 çулхи июнĕн 1-мĕшĕнче Андриян Николаев Виталий Севастьянов космонавтпа тĕнче уçлăхне иккĕмĕш хут çĕкленнĕ. Вĕçев 18 талăк тăсăлнă.

Республикăран тухнă иккĕмĕш космонавт - Николай Бударин. Вăл космосра виçĕ хут пулнă.

Пирĕн республикăран тухнă виççĕмĕш космонавт - Муса Манаров. Вăл космоса икĕ хут вĕçнĕ.

photo 2025 04 12 09 03 23photo 2025 04 12 09 03 26photo 2025 04 12 09 03 30

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4