Декабрĕн 9-мĕшĕ - Тăван çĕршывăн паттăрĕсен кунĕ. Салтакăн тивĕçĕ - çĕршыва, мирлĕ пурнăçа хÿтĕлесси

Категория: Главные новости Опубликовано: 09.12.2024, 14:25 Просмотров: 554

photo 2024 12 09 14 20 13

Тăван çĕршывăн паттăрĕсен кунĕ  Раççей патшалăхĕнчи 1917 çулчченхи истори тăсăмĕ шутланать. Раççей Империйĕнче хăй вăхăтĕнче çак кун Георги кавалерĕсене чысланă. Историри  уява хальхи тапхăрпа çыхăнтарас сĕнĕве 2007 çулхи январĕн 25-мĕшĕнче Борис Грызлова сĕннĕ. Ун чухне вăл Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думине тата «Единая Россия» политика партийĕн Аслă канашне ертсе пынă.

Çак уяв - ăрусен çыхăнăвĕ.  Ватă асаттесем Пĕрремĕш тĕнче вăрçине хутшăннă, вĕсен ывăлĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче паттăррăн çапăçнă, мирлĕ пурнăçшăн кун-çулне шеллемесĕр вут-çулăма кĕнĕ. Халĕ вара ятарлă çар операцийĕ те пирĕн салтаксен хаюлăхĕпе хастарлăхне кĕтет. Раççей салтакĕ - ялан паттăр!

Сăн ÿкерчĕкре куракан Сергей Худяков - çар ĕçĕсен ветеранĕ. Вăл ятарлă çар операцине хутшăннă.

- Эпĕ Украинăри хирĕçтăрăва хам ирĕкпе тухса кайрăм. Çар хăнăхăвĕ пурччĕ, Тăван çĕршыва хÿтĕлес тата хам вăй-хăвата тĕрĕслес терĕм. Пĕри каймасан, тепри  тарса çÿресен - кам хÿтĕлĕ çĕршыва;

 Иртнĕ çулхи апрелĕн 23-мĕшĕнче Муркаш тăрăхĕнчен эпир иккĕн вăрăм çула тухрăмăр.  Кайран пирĕн çулсем пайланчĕç, эпĕ Екатеринбурга çитрĕм. Çар вĕренĕвĕ пĕр уйăх ытла пулчĕ. Хам салтакра пулнă вăхăта тепĕр хут аса илтĕм.

Эпĕ «Урал» батальона лекрĕм. Çар ĕçĕ Луганск патĕнче танк полигонĕнче пуçланчĕ. Малти линие лекрĕм. Рубежный хула патĕнчи вăрмансенче окоп чаврăмăр. Августăн 1-мĕшĕнче малти линире пĕрремĕш задание тухрăм. Гранатометчик пулăшуçи пултăм. Çапла вăхăт иртрĕ. Килтисемшĕн тунсăхларăм, унта вара çĕнĕ юлташсем тупрăм, вĕсем те килти çынсем пекех çывăх туйăнма пуçларĕç. Ротăра чăвашсем пиллĕкĕн пултăмăр.  

Çапла отпуск вăхăчĕ те çитрĕ. Киле килтĕм, каялла кайнă чухне вара Муркаш муниципалитет округĕнчи «Моргаушцы - ZA   победу» волонтер организацийĕ маскировка сеткисем парса ячĕ. Тавах Муркаш волонтерĕсене.

Çарта çĕнĕ кун базăра наряд илнинчен пуçланать. Кун каçа çапăçу, çар дежурстви. Мухтанмалли, хăпартланмалли темех çук, çапăçу вăл çапăçăвах. Унта никама та çăмăл мар. Уйăх хыççăн уйăх иртрĕ. Пĕр çапăçура амантăм, çул çитнипе тесе манăн контракт вăхăчĕ тухрĕ.

Хама паттăр салтак тесех каламастăп, çапах та  патшалăх наградине тивĕçрĕм, «За отвагу» медале чыслă пултăм.

Кашни салтакăн чун-чĕринче пĕр тĕллев - тăшмана хăвăртрах çĕнтересси,  çĕршыв чысне хÿтĕлесси, тăван кил-йыш патне таврăнасси. Эпĕ тăван тăрăха çитрĕм, тавах шăпана - хамăн алă-урапах, кил-йышпа пурăнатăп,  халĕ Росреестрта водительте ĕçлетĕп. Çĕршыв чĕнет пулсан, ăна хÿтĕлеме хирĕç мар, - терĕ Сергей Викторович.

Мăшăрĕ Ирина Сергеевна лавккара сутуçăра ĕçлет.

- Упăшка çĕршыва хÿтĕлеме кайнипе, унăн хăюлăхĕпе хăпартланатăп, мухтанатăп. Ăна  килтен ăсатса яма, унсăр пурăнма, паллах, çăмăл пулмарĕ. Унăн сывлăхĕшĕн, Раççей салтакĕсемшĕн тăтăшах Турра кĕл турăм, тархасларăм, чиркĕве çÿрерĕм, ачасем те манпа пулма тăрăшрĕç. Тĕрĕссипе вара упăшка ятарлă çар операцине каяссине вăл çула тухас умĕн кăна пĕлтĕм. Сергей документсене йăлтах хатĕрлесе çитернĕ пулнă, çирĕп йышăну тунă, япаласене сумкăна чикетчĕ.

 Эпĕ, паллах, ăна хирĕçлеме пултараймарăм, каялла çул çуккине лайăхах ăнлантăм. Ăнăçу  сунса ăсатма пултартăм кăна. Чун-чĕре епле çуннине вара хам кăна пĕлнĕ. Ирĕн-каçăн Турра тархасларăм, Турри пулăшрĕ - упăшкана киле çавăрса çитерчĕ. Çĕнтерĕвĕ хăвăртрах çиттĕрччĕ, салтакĕсем чĕрĕ-сывă таврăнччăр,  - çапларах пулчĕ Иринăн калаçăвĕ.     

Иринăпа Сергей мăшăрланнăранпа 12 çул.  Çемьере виçĕ ача ÿсет, Александр  5 класра вĕренет, Настя - 2 класра, вĕсем Оринин шкулне вĕренме çÿреççĕ. Катя вара пĕчĕк-ха, ирсерен Орининти ача садне васкать. Çемье канмалли кунсенче пĕрле пулма тăрăшать, вăхăта вĕсем Шупашкар хулинче савăнăçлă ирттереççĕ. Чул хулари аслашшĕ-асламăшĕ патне çитсе килеççĕ.

- Маншăн халĕ Муркаш тăрăхĕ - тăван ен. Кунта вырăнĕ те илĕртÿллĕ, çыннисем те çывăх, - тет кăмăллăн виçĕ ача амăшĕ.   

Роза ИЛЛАРИОНОВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4