Поздравление главы Моргаушского муниципального округа Алексея Матросова и председателя Собрания депутатов Моргаушского муниципального округа Александра Иванова с Днем матери

Категория: Главные новости Опубликовано: 24.11.2024, 09:05 Просмотров: 529

tyAeenCFRw5tZzS1bgrf8yHKPY9nFJ2Q

Сире пурне те Ача амăшĕн кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.

Кашни çыншăн аннерен хакли никам та çук. Эсир ачăрсене пурнăç парнелетĕр. Вĕсем  çитĕнсе пурнăç çулĕ çине тухчăр тесе хăвăртан килнине йăлтах тăватăр. Мĕн ачаран вĕсем чăн-чăн çын пулса ÿсчĕр  тесе тăрăшатăр.

Тавах сире пире çуратнăшăн, юратнăшăн, ятланăшăн, йăнăшсемшĕн каçарнăшăн, пире пурнăç çулĕ çине кăларнăшăн. Эпир сирĕн умăрта ĕмĕр татайми парăмра.

Уйрăм тав сăмахĕсене урăх çемьесенчи ачасемшĕн тăван анне пулса тăнă хĕрарăмсен ячĕпе калас килет. Тавах сире вĕсемшĕн чи çывăх çын пулса тăнăшăн, иксĕлми ырă кăмăлăршăн.

Тавах сире, салтак амăшĕсем, маттур та пултаруллă ывăлсем çитĕнтернĕшĕн,чун çирĕплĕхĕпе иксĕлми юратушăн.

 Пирĕн çĕршывра ачаллă çемьесене пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Вĕсене паракан çăмăллăхсем кашни çулах хушăнса пыни шăпах  çакăн çинчен калать.

Сывлăхăр сирĕн яланах çирĕп пултăр, кунçулăр вăрăм та телейлĕ килтĕр. Ĕçĕрсем ăнсах пыччăр. Ачăрсем вара яланах савăнăç кÿччĕр.

Муркаш муниципаллă округ пуçлăхĕ                              А.Н. Матросов.

 Депутатсен Муркаш муниципаллă

 округ Пухăвĕн председателĕ                                               А.В. Иванов.

 

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4