Аслă ăрую Ветеран ячĕпе

Категория: Главные новости Опубликовано: 18.11.2024, 15:52 Просмотров: 698

photo 2024 11 18 14 41 30

Муркаш муниципалитет округĕнчи аслă çынсене килте лартма йывăр. Вĕсене час-часах тĕрлĕ уявра, спорт ăмăртăвĕсенче, концертсемпе спектакльсенче, ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксем валли чăлха-нуски, сеткăсем çыхнă, окопри çуртасем тунă çĕрте курма пулать. Ахальтен мар пулĕ вĕсем хăй вăхăтĕнче Муркаш районĕн аталанăвĕшĕн сахал мар вăй хунă, халĕ те юратнă Муркашăмăр çÿллĕ шайрах юлтăр теççĕ.

Чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнче те ветерансемпе пенсионерсем Муркаш шкулне волейбол ăмăртăвне пухăнчĕç.  Ку уява СССР спорт мастерĕ Михаил Романов хăй ячĕпе ирттерет, ăна хăйĕн 70 çулхи юбилейне халаллать. Командăсем валли кубоксем те, медальсем те, дипломсемпе грамотăсем те, парнесем те илсе хатĕрленĕ вăл.

Ăмăртăва сумлă хăнасем, телевидени ĕçченĕсем те килсе çитрĕç. Уява Муркаш муниципалитет округĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕн тивĕçне пурнăçлаканĕ – вĕренÿ, çамрăксен политикин тата физкультурăпа спорт пайĕн ертÿçи Зоя Дипломатова уçрĕ. Михаил Ананьевича саламланă  май, вăл унăн тÿпи Муркашри спорта çÿллĕ шая çĕклессишĕн епле пысăк пулнине палăртрĕ, унăн вĕренекенĕсем ытти регионта  та спорта аталантарса пынипе мăнаçланчĕ, хамăр тăрăхри спорт мастерĕсене аса илсе тав сăмахĕсем каларĕ, юбиляра сывлăхпа çутă малашлăх, вăрăм кун-çул сунчĕ.

Чăваш Ен спорт Министерствин обществăлла Канашăн пайташĕ  Василий Шоркин Леонид Черкесовăн Тав çырăвне панă май, Михаил Ананьевичпа епле паллашнине аса илчĕ, паянхи кун та вăл маттур та пултаруллă пулнине палăртрĕ, республикăра ирттерекен пенсионерсен спартакиадинче активлă пулнишĕн мухтарĕ.

АПК ветеранĕсен районти канашĕн ертÿçи Валерий Вязов юбилярпа пĕрле ĕçленĕ вăхăтсене аса илчĕ, ăшшăн саламларĕ, дартс вăййи парнелерĕ. Ветерансен районти канашĕн ертÿçи Елена Максимова Михаил Ананьевичран вĕренсе пымалли нумаййине, унăн сăмахĕ яланах ĕçпе çирĕпленсе пынине палăртрĕ, юбиляра республикăри ветерансен канашĕн президиумĕн Хисеп грамотипе чысларĕ. «Справедливая Россия» политика партийĕн районти уйрăмĕн ертÿçи  Евгений Углёв юбилярăн сăпайлăхне палăртрĕ, çынсене пулăшасси уншăн пĕрремĕш вырăнта пулнине, çамрăк ăрăва ялан тĕрек парса пынине, ÿсĕм хыççăн ÿсĕм тума  пулăшнипе мăнаçланчĕ.

Ытти хăна та чылай ăшă сăмах каларĕ юбиляра. Çак уявпа усă курса Елена Максимова ветерансене республикăри ветерансен канашĕн президиумĕн Тав çырăвĕсене, Ефросиния Сергеевна Куликовăна вара «За заслуги в ветеранском движении Чувашской Республики» медальпе чысларĕ.

Акă кĕтнĕ самант та çитрĕ. Владимир Петров судья командăсене ăмăрту йĕркипе паллаштарчĕ, çичĕ команда хушшинче жеребьёвка ирттерчĕ. Муркаш шкулĕнче Хорнуй, Муркаш тата Уйкас Янасал территори пайĕсен командисем, «Сывлăх» спорт шкулĕнче Оринин, Юнкă, Ильинка тата Çатракасси территори пайĕсен командисем  выляссине пĕлтерчĕ.

Ăмăрту питĕ çивĕч иртрĕ. Командăсем хатĕрленни, пĕр-пĕрне ăнланни куçкĕретех.  Хĕрÿ тупăшура пĕрремĕш вырăна  Уйкас Янасал территори  пайĕн команди çĕнсе илчĕ, «чи лайăх тапăнакан» ята та Анатолий Игнатьев тивĕçрĕ. Иккĕмĕшсем муркашсем пулчĕç, Виталий Марков вара «чи лайăх çыхăнтаруçă» пулчĕ. Виççĕмĕшсем – орининсем, Анатолий Люцев – «чи лайăх защитник хÿтĕлевçĕ». Çатракасси территори  пайĕн команди вара «чи активлă команда» ятне тивĕçрĕ. Çĕнтерÿçĕсем кубоксемпе медальсене, дипломсене  тивĕçрĕç, тортпа вара пур командăн та сăйларĕç.

Ăмăрту уявне пĕтĕмлетнĕ май Михаил Ананьевич пурне те пысăк тав сăмахĕ каларĕ, малалла та час-часах тĕл пуласса шантарчĕ. «Сывлăхран хакли нимĕн те çук, хамăра упрасчĕ, спортпа алла-аллăн утса пырасчĕ»,  - терĕ СССР спорт мастерĕ. Эпир те Михаил Ананьевича çирĕп сывлăх, вăрам кун-çул, çемьере телейпе юрату, ачисемпе мăнукĕсенчен сăвап сунса уявран ăша кăмăлпа салантăмăр.

Фоторепортажпа социаллă сетьсенчи хаçатăн ушкăнĕсенче паллашăр.

Роза ИЛЛАРИОНОВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4