Ноябрĕн 12-мĕшĕнче Муркаш округ пуçлăхĕ Алексей Матросов тата депутатсен округ Пухăвĕн ертÿçи Александр Иванов, Чăваш Республикин Промышленноçпа энергетика министрĕ Сергей Лекарев Раççей Федерацийĕн Совет федерацийĕн членне Николай Владимирова Муркаш муниципалитет округĕнче кĕтсе илчĕç.
Ĕçлĕ çул çÿрев Москакассинче вырнаçнă «Шупашкарти «Сеспель» предприяти» хупă акционерлă обществăра пуçланчĕ. Асăннă организаци ертÿçи Владимир Бакшаев производствăпа паллаштарчĕ. Вăл каланă тăрăх, производство валли кадрсем хатĕрлесси тĕп ыйтусенчен пĕри, профориентаци тĕлĕшпе предприятие шкул ачисем килсе çÿреççĕ. Вĕренекенсемшĕн кунта кăсăкли чылай.
Ĕç ушкăнĕ ун хыççăн Муркашри тĕп больницăна çитсе курчĕ. Юсав хыççăн кунта питех те илемлĕ. Тĕп врач Оксана Попова йышăну пÿлĕмĕсемпе паллаштарчĕ. Сенаторшăн кунти персоналăн шухăш-кăмăлĕ кăсăклă пулчĕ.
Тĕп больницăра халĕ çамрăк специалист сахал мар ĕçлет. Вĕсем - тĕллевлĕ программăпа кунта килнĕскерсем. Сенатор çамрăк тухтăрсемпе калаçрĕ, патшалăх пулăшăвĕпе усă курнипе кăсăкланчĕ.
Ĕçре пултарулăхпа палăрнă çамрăк тухтăрсене Александр Егоров офтальмолога тата Дмитрий Николаев реаниматолога Тав çырăвĕсем парса чысларĕ, тивĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлама ăнăçу сунчĕ.
Çул çÿрев малалла тăсăлчĕ. Юсав хыççăн çĕнелнĕ ача-пăча библиотеки тĕрлĕ кĕнекепе, оборудованипе самай пуянланнă. Вăл - ачасен юратнă вырăнĕ, шкулпа юнашар пулни ачасемшĕн питĕ меллĕ. Кунта кĕнеке вулаççĕ кăна мар, уроксем те ирттереççĕ.
Елена Налимова ертÿçĕ каланă тăрăх, çитес вăхăтра çурт картишĕнче те хăтлăрах тăвасшăн.
Сенатор граждансен йышăнăвне ирттерчĕ. Унта Алексей Матросов тата Александр Иванов та хутшăнчĕç. Йышăнура виçĕ çын пулчĕ.
Сентябрь 2026 |
