Ĕçлĕ çул çÿрев
Октябрĕн 10-мĕшĕнче Муркаш муниципалитет округĕнче ĕçлĕ çул çÿревпе Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева пулчĕ. Вăл «Вĕренÿ» наци проекчĕ шайĕнче Кашмаш ялĕнче тунă 108 вырăнлă çĕнĕ шкула çитсе курчĕ. Шкул çуртне «Модуль» чикĕллĕ яваплăхлă общество строителĕсем тунă. Шкул патне пымалли асфальт çул та, тротуар та çĕнĕ. Шкулпа юнашарах тунă вăйă тата спорт çĕнĕ площадкисем ачасемшĕн питĕ меллĕ.
Кашмаш шкулĕнче паян чăннипех те паллă кун. Пысăк йыш вĕренÿ çурчĕ çинче Совет Союзĕн Геройне Борис Михайлович Васильева, Раççей Геройне Николай Валерьевич Смирнова, Мухтав орденĕн тулли кавалерне Александр Артемьевич Быкова тата Паттăрлăх орденĕн икĕ хут кавалерне Юрий Петрович Майорова халалласа асăну хăмисем уçма пухăнчĕ.
Çак мероприятие Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева, Муркаш муниципалитет округ пуçлăхĕ Алексей Матросов, Чăваш Республикин гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен патшалăх комитечĕн ертÿçи Сергей Павлов, Муркаш тата Элĕк муниципалитет округĕсен çар комиссарĕ Владимир Казаков, паллă ентешсен çывăх çыннисем хутшăнчĕç. Мероприяти Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Ялавĕсене çĕклесе кĕнинчен пуçланчĕ.
Паллă ентешсен кун-çулĕпе ĕçĕсене кĕскен аса илер. Борис Михайлович Васильев 18 çул тултарнă кăна-ха, ăна Кашмаш шкулне ертсе пыма шаннă. Вăл çак шкулăн пĕрремĕш ертÿçи пулнă, çак ĕçре 5 çул тăрăшнă. Борис Васильев Хусанти авиаци институтĕнче вĕреннĕ май, 1937 çулта виççĕмĕш курсра чухне Хĕрлĕ Çар ретне тăнă.
Вăл çар ĕçĕнче хăюлăхпа палăрса тăнă. Кăнтăр фрончĕн 6-мĕш çарăн 44-мĕш истребитель авиаци дивизийĕн çар комиссарĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин малтанхи пилĕк уйăхĕнче кăна 120 хутчен çар вĕçевне тухнă, сывлăшри 63 çапăçăва хутшăннă, хĕрÿ хирĕçтăрура тăшманăн 9 самолетне персе ÿкернĕ.
СССР Аслă Совечĕн Президиумĕн Указĕпе килĕшÿллĕн 1941 çулхи ноябрь уйăхĕнче Борис Михайлович Васильев аслă полтирука Совет Союзĕн Геройĕ ята панă, ăна Ленин орденĕпе тата «Ылтăн Çăлтăр» медальпе чысланă. Борис Михайлов хаяр вăрçа Берлин çывăхĕнче вĕçленĕ. Вăл вăрçă хыççăн çар ĕçне малалла тăснă.
Кашмаш каччи Николай Валерьевич Смирнов 19 çулта çар ретне тăнă. Вăл Афганистанри хаяр çапăçусене хутшăннă. Çар тивĕçне çÿллĕ шайра тата чыслăн пурнăçланăшăн, çапăçура хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн Николай Смирнова Афганистан тата Совет çар наградисемпе чысланă. Çакăн хыççăн вăл тăван тăрăха таврăннă.
1994 çулта Николай Смирнов çар ĕçне контракт мелĕпе малалла тăснă, ăна Таджикистана янă. Унта вăл 117-мĕш Мускав пограничниксен отрядĕнче уйрăм командирĕ пулнă. Афган моджахечĕсемпе тата Таджик оппозицине хирĕç пыракан хаяр çапăçура паттăрла пуç хунă. Çар тивĕçне паттăрла пурнăçланăшăн ăна вилнĕ хыççăн Раççей Геройĕ ятне панă.
Хуракасси выççăлккинче çуралса ÿснĕ Александр Артемьевич Быков Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, 1941 çулхи июнь уйăхĕнче çапăçăва кĕнĕ. Калинин, Брянск, Белорусси, Хĕвел анăç фрончĕсенче артиллерист пулнă. Командованин çар задачисене хăюллăн пурнăçланăшăн, тăшмана хирĕç паттăрла çапăçнăшăн Александр Быкова 1, 2 тата 3-мĕш степеньлĕ Мухтав орденĕпе чысланă. Вăл Мухтав орденĕн тулли кавалерĕ пулса тăнă.
Пирĕн халăх хăюлăхпа, паттăрлăхпа яланах палăрса тăнă. Кунта ăрусен çыхăнăвĕ лайăх курăнса тăрать. Хальхи салтаксем аслисен çĕршыва хÿтĕлес сăваплă ĕçе малалла тăсаççĕ, ятарлă çар операцине хутшăнса паттăрлăх кăтартаççĕ, çĕршыв интересне хÿтĕлеççĕ. Хуракасси выççăлккинче çуралса ÿснĕ Юрий Петрович Майоров - Кашмаш шкулĕн выпускникĕ. Хăюллă каччă Чечняри çар ĕçĕсене хутшăннă. Ентеше Паттăрлăх орденĕпе чысланă.
Вăхăт малаллах каять, ятарлă çар операцийĕ пуçланать, 2023 çулта Юрий Петрович унта хутшăнать, ефрейтор çар ĕçĕнче йывăр аманать, паттăрла вилĕмпе пуç хурать. Çакăн пек хăюлăх кăтартнăшăн ăна Паттăрлăх орденĕпе чысланă.
Çапла, хамăрăн паттăр ентешсене паян тепĕр хут аса илтĕмĕр эпир. Вĕсен ячĕсем ĕмĕрлĕхе пирĕн асра пулĕç. Кашни çын çĕр çине ырă ĕç тума килнĕ. Тăван çĕршыва хÿтĕлесси - кашнин тивĕçĕ.
Мероприятие пухăннисем умĕнче Алла Салаева тухса калаçрĕ. Вăл вырăнти пуçаруллă çынсене çак асăну хăмисем уçас ĕçе пуçарнăшăн тав турĕ. Алла Салаева каланă тăрăх, Раççейре 5 пин асăну хăми уçнă, Чăваш Республикинче - 15, вăл шутра шăпах та 4-шĕ - Кашмаш шкулĕ çинче. Çакăн пек асăну хăмисене Раççейри çарпа истори обществи пуçарнипе хатĕрлеççĕ.
- Çакăн пек астăвăм пирĕншĕн питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Хамăрăн паттăрсене пирĕн пĕлмеллех. Муркаш çĕрĕ Тăван çĕршывшăн мухтавлă ывăлсем ÿстернĕ. Çак паттăрсен ячĕсем ачасен куçĕ умĕнче пулччăр. Кашни кун шкула килнĕ майăн ачасем паттăрсен ячĕсемпе хавхаланса анлă пĕлÿ илччĕр, - терĕ вăл.
Алексей Матросов Алла Салаевăна Кашмашра çĕнĕ шкул тума пулăшнăшăн, асăну хăмисем уçас енĕпе тăрăшнăшăн тав турĕ. Çавăн пекех Владимир Казаков та тухса калаçрĕ.
Асăну хăмисене уçма Кашмаш шкулĕнче вĕреннĕ хастар ачасем тивĕç пулчĕç. Шăплăх минучĕ иртрĕ. Мероприятие хутшăннисем асăну хăмисем умне чĕрĕ чечексем хучĕç.
Паттăр ентешĕн Николай Смирновăн тăванĕ Любовь Афиногентова тухса калаçрĕ, çавăн пек тимлĕх уйăрнăшăн Алла Леонидовнăна тата ыттисене тав турĕ.
Çакăн хыççăн ĕçлĕ делегаци икĕ хутлă çĕнĕ шкул çуртĕнче пулса курчĕ. Кунти спорт залĕ, апат-çимĕç блокĕ, вĕренÿ кабинечĕсем, çавăн пекех информаципе библиотека центрĕ ачасене тулли вĕренÿпе воспитани илме меллĕ. Ачасем кунта ĕç профессийĕн пуçламăш утăмĕсене те вĕренеççĕ. Шкул пурнăç çулĕ çине тăма вĕрентет. Çакна хăнасем тепĕр хут курса ĕненчĕç. Арçын ачасем станок умĕнче ĕçлеме хăнăхаççĕ. Хĕр ачасем вара кукăль тата атти çимĕç хатĕрлеме вĕренеççĕ - пĕтĕмĕшле илсен хуçалăхри ĕçсене хăнăхаççĕ. «Пире кунта ĕçлеме питĕ килĕшет, халĕ эпир килте те хамăрах кукăль тума пултаратпăр, шкулта çапла эрнере пĕр хутчен ĕçлетпĕр», - теççĕ хуран кукли тăвакан хĕр ачасем.
Çавăн пекех шкулти музей та питĕ хăтлă. Ачасем хаваспах унти экспонатсемпе паллаштарчĕç. Кунта ачасемпе депутат хушшинче уçă диалог пулса иртрĕ. Çуртăн иккĕмĕш хучĕ анлă, тĕрлĕ уявпа мероприяти ирттерме питĕ меллĕ.
Кашмашри Культура çуртĕнче тĕл пулу малалла тăсăлчĕ. Кунти калаçу «Единая Россия» политика партин пуçламăш уйрăмĕсен секретарĕсемпе иртрĕ. Секретарьсем вырăнсенче епле ĕçленипе паллаштарчĕç.
Ĕç кунĕ Муркаш муниципалитет округ администрацийĕнче тăсăлчĕ. Кунта Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева граждансене тĕрлĕ ыйтупа йышăнчĕ.
Çул çÿрев ун хыççăн Москакасси территори пайне куçрĕ. Кунта делегацие асăннă территори пайĕн пуçлăхĕ Денис Кириллов тата ыттисем кĕтсе илчĕç. Аса илтеретпĕр, ку территоринче пысăк пĕлтерĕшлĕ объектăн - 160 ача вырнаçмалăх «Колокольчик» ача сачĕн - строительстви пырать. Алла Салаева çак ĕçпе паллашрĕ, подрядчика ĕçе хăвăртлатма сĕнчĕ.
Пĕтĕмлетсе каласан Раççей Патшалăх Думин депутачĕ муркашсен ĕçĕпе кăмăллă пулчĕ, малашне татах та тĕллевлĕрех ĕçлеме ăнăçу сунчĕ, тĕрлĕ конкурспа проекта ытларах хутшăнма сĕнчĕ.
Роза ИЛЛАРИОНОВА.
Сентябрь 2026 |
