Юратнă хаçат парнисемшĕн

Категория: Главные новости Опубликовано: 09.10.2024, 09:42 Просмотров: 849
photo 2024 10 07 15 27 08
 
Кире пуканĕ йăтассипе чăвашсен тĕп хаçачĕн «Хыпарăн» /1993 çулччен «Коммунизм ялавĕ»/ парнисене çĕнсе илессишĕн йĕркеленĕ пĕрремĕш турнира 1984 çулхи октябрь уйăхĕнче Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнче ирттернĕ.
Ăмăртусене Вăрнарпа Кÿкеç поселокĕнче, Канаш тата Улатăр хулисенче ирттерни те пулнă. Пирвайхи турнирта хăйсен ăсталăхĕпе Тăвайĕнчи паллă педагог, Чăваш АССР тава тивĕçлĕ учителĕ, СССР спорт мастерĕ Альфред Пимуллин, Комсомольски районĕнчи Владимир Гавриловпа Александр Андреев, Улатăрти Валерий Притуленко, Патăрьел тăрăхĕнчи Федор Моисеев, Иван Майков тата Елчĕк ен каччисем Анатолий Горшков, Аркадий Молостов тата Юрий Попов палăрнă.
1987 çулхи кĕркунне Кÿкеç поселокĕнчи культура çуртĕнчи Пĕтĕм Раççейри 4-мĕш турнир уйрăмах асăмра. Тутарстанăн пĕрлештернĕ командипе пĕрле ăмăртусен сумлă хăни, штанга йăтассипе 3 хут тĕнче чемпионĕ, 21-мĕш Олимп вăййисен чемпионĕ, Пĕкĕлме районĕнчи Наратлă чăваш ялĕнче  çуралнă  Николай Колесников килнĕччĕ. +ав ăмăртусенче хăйсен виçисенче пĕрремĕш вырăна унăн тус-юлташĕсем – Юрий Демьянов, Владимир Федоров, Фарид Миннетуллин – йышăнчĕç. Йывăр  виçере Курган облаçĕнчи Александр Пестов çĕнтернĕччĕ. Пирĕн республикăри пĕрремĕш тĕнче спорт мастерĕ, чĕрĕк ĕмĕр ытла Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче вăй хунă доцент  Борис Глинкин 80 килограмлă виçере палăрнă. 1990 çулсенче пăхаттир Европа чемпионатĕнче тата Пĕтĕм тĕнчери ăмăртусенче çĕнтернĕччĕ.
+ĕнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче «Хыпар» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн ирттерекен турнира çĕршывĕпех пĕлме пуçларĕç. Чăвашсен чи вăйлă та маттур йĕкĕчĕсемпе хĕрĕсем пысăк награда çĕнсе  илсе республика чапне çÿллĕ шая çĕклерĕç. Куславкка районĕнче çуралса ÿснĕ Раççей спорчĕн тава тивĕçлĕ мастерĕ,  Раççей çарĕсен саппасри подполковникĕ Сергей Кириллов 6 хут тĕнче чемпионачĕн ылтăн медальне çĕнсе илнĕ. Санкт-Петербургра 30 çул пурăнакан офицер-пăхаттире 4 çул каялла кире пуканĕ спорчĕн Пĕтĕм тĕнчери Федерацийĕн Президентне суйларĕç.
Кăçал «Хыпар» хаçатăн турнирне чăвашсен кăвар чĕреллĕ поэчĕ +еçпĕл Мишши çуралнăрапа 125 çул çитнине халаллатпăр. Тĕп ăмăрту октябрĕн 12-мĕшĕнче Шупашкарти Олимп резервĕсен В. Ярды ячĕллĕ 7-мĕш спорт шкулĕнче иртет. Турнирăн тĕп судйи, Республикăн физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Юрий Карпов пĕлтернĕ тăрăх, помост çине 20-е яхăн регионтан 250-а яхăн атлет тухмалла.
Иван СМОЛЕНЦЕВ,
спорт мастерĕн кандидачĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4