Поздравление главы Моргаушского муниципального округа Алексея Матросова и председателя Собрания депутатов Моргаушского муниципального округа Александра Иванова с Днем учителя

Категория: Главные новости Опубликовано: 05.10.2024, 08:40 Просмотров: 548

hnvPIxpG8eYCu4Q5Cz324IjrembXo9Ry

Хаклă учительсем, воспитательсем, педагогика ĕçченĕсем тата çак ĕçĕн ветеранĕсем!

 Сире пурне те хăвăрăн професси уявĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.

Эсир ачасене тарăн пĕлÿ парас, вĕсем чăн-чăн çын пулса ÿсчĕр тесе  тăрăшатăр. Вĕсене ырă ĕçсем тума, пĕр-пĕрне  пулăшма, йывăрлăхсене çĕнтерме  вĕрентетĕр. Кирлĕ чухне вăхăтра ырă сĕнÿсем паратăр. Вĕренекенсен  пултарулăхне тупса, малалла аталантарас тесе тимлетĕр. Ачасем хăйсен пурнăç çулне тупчăр тесе хăвăртан килнине йăлтах тăватăр. 

Хамăр округра вĕрентÿ сферине аталантарассипе сахал мар ĕç туса ирттеретпĕр. Малалла та çаплах пулĕ.

Пурне те  сире çирĕп сывлăх, телейлĕ  вăрăм кунçул сунатпăр. Ĕçĕрсем ăнсах пыччăр, çывăх çыннăрсем савăнтарччăр.

Муркаш муниципаллă округ пуçлăхĕ                              А.Н. Матросов.

Депутатсен Муркаш муниципаллă

 округ Пухăвĕн председателĕ                                         А.В. Иванов. 

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4