Çапла пĕлтерчĕ эсир сăн ÿкерчĕкре куракан Муркашри «Солнышко» ача садĕнче ĕçлекен Татьяна Николаева. Воспитатель кăçал Чăваш Республикинчи чи лайăх 30 вĕренÿ ĕçченĕ йышне кĕме пултарчĕ, çавна май вăл 50 пин тенкĕлĕх гранта тивĕçрĕ. Ку, паллах, унăн ĕçри пысăк пултарулăхне çирĕплетет. Ăсталăха вăл тăтăшах тĕрлĕ конкурсра, мероприятире кăтартать. Татьяна Валерьевна педагогикăри стажа 28 çула çитернĕ, çак тапхăрта воспитатель тĕрлĕ Хисеп хучĕпе Тав çырăвне тивĕçнĕ. Халĕ вăл хатĕрленÿ ушкăнĕнчи ачасемпе ĕçлет. Татьяна Валерьевнăна пысăк çитĕнÿпе тата уявпа саламлатпăр, ăнăçăвĕ ытларах та пултăр.
Сентябрь 2026 |
