Ятарлă çар операцийĕ. «Эпир çĕнтеретпĕр!»
Категория: Главные новости
Опубликовано: 13.09.2024, 09:32
Просмотров: 715
Ятарлă çар операцийĕнчен икĕ эрнелĕх отпуска килнĕ вăхăт салтакшăн кăна мар, унăн çемйишĕн те икĕ кун пекех хăвăрт иртрĕ, çула тухма та вăхăт çитрĕ. «Анчах киле таврăннă пекчĕ, ыран çула тухмалла, мĕн илсе каймаллине хатĕрлесе хунă-ха. Тăшмана хăвăртрах çĕнтересчĕ. Унта халĕ манăн çĕнĕ юлташсем. Ятарлă çар операцине хутшăнмалла пулса тухнишĕн ÿкĕнместĕп. Эпир çĕнтеретпĕрех», – терĕ салтак çарти юлташĕсем патне çула тухмаллине пĕлтерсе.
Эпĕ Никита Михайлова, паллах, нумай вăхăт калаçтарса лартма хăюлăх çитереймерĕм, вăхăчĕ сахаллине ăнлантăм. Çапла пĕрисем каяççĕ, теприсем килеççĕ. Çур çул çитсен салтаксене икĕ эрнелĕх отпуска яраççĕ, мобилизаци пуçланнăранпа салтакăн ку тăваттăмĕш отпуск. Кашни салтакăн чун-чĕринче пĕр тĕллев – тăшмана хăвăртрах çĕнтерсе çĕршыв чысне хÿтĕлесси, тăван кил-йыш патне таврăнасси.
Никита Михайлов мобилизаци йĕркипе ятарлă çар операцине кайни вăхăт самай иртрĕ. 2022 çулхи октябрь уйăхĕнче вăл вăрăм çула тухрĕ. Ульяновскри вĕренÿ вăхăчĕ икĕ уйăха тăсăлчĕ. Вĕренÿре вăл çар ретĕнче пулнă вăхăтри хăнăхусене тепĕр хут аса илчĕ. Унтан вĕсене Запорожскри Михайловка поселокне пуйăспа илсе çитернĕ. Салтакра Никита АГС-17 гранатометчик пулнă. Халĕ гранатометчик ĕçне малалла тăсать.
Техникумра отделочник профессине алла илнĕ каччă хăюллисем шутĕнчен. «Мобилизаци йĕркипе çынсене чĕнме пуçласан мана та алла повестка пачĕç. Чун-чĕре кăштах пăлханчĕ пулин те, çухалса каймарăм. Манăн çар ĕçĕн хăнăхăвĕ пур. Чĕнеççĕ, шанаççĕ пулсан хирĕçлеме юрамасть. Эпĕ ытти салтак пекех çĕршыва хÿтĕлеме тивĕç. Çакăн пек присягăна эпир çар ретĕнче те тытнă. Тăван çĕршыва хÿтĕлеме тупа тунă. Эпĕ мар пулсан кам-ха тесе ыйтрăм хамран хам. Чун-чĕрене хытарса шухăшпа хама салтак тумĕ тăхăнтартса алла автомат тыттартăм», – терĕ вăл иртнĕ вăхăта аса илсе.
Никита икĕ ача ашшĕ, иккĕшĕ те пĕчĕк-ха, кĕçĕнни ашшĕ аякка тухса кайсан кун çути курнă. Çывăх çынсене пĕр-пĕринчен чылайлăха уйрăлма çăмăл мар. Май пуррипе салтак киле шăнкăравласах тăрать, çĕршыва хÿтĕлесси, мирлĕ пурнăçа сыхласа хăварасси пуринчен малта.
Çулĕсем такăр пулччăр, киле çĕнтерÿпе таврăнмалла пултăр.
Роза ИЛЛАРИОНОВА.
Добавить комментарий