Паян - Нефть, газ, топливо промышленноçĕн ĕçченĕсен кунĕ. Халăха «кăвак çулăмпа» тивĕçтереççĕ
Категория: Главные новости
Опубликовано: 01.09.2024, 09:28
Просмотров: 637
Килĕрен паян çут çанталăк газĕпе усă кураççĕ. Унсăр эпир хамăр пурнăçа тĕшмĕртме те пултараймастпăр. Кил-çуртра ялан ăшă. Апат-çимĕç хатĕрлеме те вăхăт нумай кирлĕ мар. Мĕн каласси пур, чăнах та ырлăх.
Кашни çулах сентябрь уйăхĕн пĕрремĕш вырсарникунĕнче ял çыннисем газ службин ĕçченĕсене професси уявĕпе саламлаççĕ, тав сăмахĕ калаççĕ.
«Газпром газораспределение Чебоксары» акционер обществин Муркашри филиалĕ 33 çул Муркаш округĕнчи потребительсене пĕр чарăнмасăр «кăвак çулăмпа» тивĕçтерет. Вăл республикăри газ службин пĕлтерĕшлĕ тытăмĕ пулса тăрать. Предприяти хăйĕн производство объекчĕсене шанчăклă ĕçлеттерет, хăй те малалла аталанать.
Газ службин ĕçченĕсем 13 пин кил-çурта ăшăпа хăтлăх илсе пыраççĕ. Промышленноçăн, социаллă пурнăçпа йăлан 500 предприятине ăнăçлă ĕçлеме майсем туса параççĕ. Çаксем пĕтĕмпех – «Газпром газораспределение Чебоксары» акционер обществин Муркашри филиалĕн кулленхи ĕçĕн кăтартăвĕ.
Муркашри филиалта хăйсен профессине юратакан çынсем вăй хураççĕ. Вĕсем предприятие никĕсленĕ ветерансен ĕçне малалла тивĕçлипе аталантараççĕ.
Паян кунта 60 яхăн ĕçчен вăй хурать. Вĕсем чăннипех ăстасем, хăйсен ĕçне чунĕпе парăннă çынсем. Предприятире 20 çул ытла ĕçлекен хастарсене ятранах палăртас килет. Петр Хмелев, Валентина Спиридонова, Фаина Полякова, Калина Смирнова, Михаил Николаев, Александр Павлов, Юрий Степанов, Владимир Колбасов, Татьяна Смирнова, Михаил Трофимов, Сергей Козлов, Владимир Дмитриев, Игорь Яковлев ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ.
Кунта ĕçрен хăраман çамрăксене кĕтеççĕ, слесарьсем, водительсем, инженер-программист кирлине пĕлтерчĕç.
Сергей Попов директор ертсе пыракан предприяти хăйĕн умне лартнă тĕллевсене çирĕппĕн пурнăçласа пырать. Коллективри кашни çын ответлă ĕçе пурнăçлакан команда членĕ пулнине ăнланать. Çавăнпа округра пурăнакансем хăйсен килĕсенче ялан ăшă та хăтлă пуласси пирки самантлăха та иккĕленмеççĕ.
Сăн ÿкерчĕксенче: çуртсенчи газ хатĕрĕсене пăхса тăракан служба ĕçченĕсем ирлесе наряд илеççĕ; газ пăрăхĕсене тутăхасран хÿтĕлекен бригада ĕçченĕсем; Григорий Васильев водитель кунта çирĕм çула яхăн вăй хурать.
Анатолий ИВАНОВ.
Добавить комментарий