Августăн 31-мĕшĕ - Ветеринари ĕçченĕн кунĕ. Ял пурнăçне суйланă çамрăк ветеринар
Категория: Главные новости
Опубликовано: 31.08.2024, 09:56
Просмотров: 525
Раççей Федерацийĕн Правительствин 2014 çулхи майăн 8-мĕшĕнчи хушăвĕпе килĕшÿллĕн çав çулхи август уйăхĕнчен пуçласа ветеринари ĕçченĕн професси уявне паллă тума тытăннă. Унтанпа кашни çулах ветеринари ĕçченне професси уявĕпе чыслаççĕ.
Муркаш округĕнче чылай çул ĕçлесе пысăк ăсталăх пухнă ветеринари врачĕ сахал мар, çавăн пекех ĕçтешĕсен ăсталăхне алла илсе пыракан çамрăк ветеринарсем те пур. Выльăх чирĕсемпе кĕрешекен Муркаш район станцийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, Йÿçкассинчи ветеринари участокĕн çамрăк ертÿçи Марат Степанов –тăрăшуллисен йышĕнчен. Сăн ÿкерчĕкре ăна куратăр.
Марат Степанов ял хуçалăх академийĕнче вĕреннĕ чухне «Путь Ильича» агрофирмăра практикăра пулнă. Ветеринари ĕçĕпе вăл çакăнта тĕплĕнрех паллашма тытăннă. Ĕçпе куçа-куçăн пулсан ку профессие Марат ытларах та килĕштерме пуçланă, хăй тĕрĕс çул çине тăма хатĕрленнине чун-чĕрипе туйма тытăннă.
2017 çулта алла диплом илсен çамрăк специалист тăхăр уйăх Юнкăри ветеринари участокĕнче фельдшерта ĕçленĕ. Вĕренÿре лайăх паллăсемпе ĕлкĕрнĕрен тата çак ĕçе килĕштернĕрен унăн тăрăшулăхне учреждени ертÿлĕхĕ çийĕнчех асăрханă. 2018 çулта ăна Йÿçкассинчи ветеринари участокне ертсе пыма шаннă.
– Эпĕ çапла майĕпен ветеринари врачĕ пулса пынишĕн хăй вăхăтĕнче Муркашри ветеринари станцине ертсе пынă Николай Семенович Яковлева тата унăн çумне Людмила Алексеевна Бояриновăна тав тăватăп. Мана вĕсем врач ĕçне шанчĕç кăна мар, вĕрентсе, пулăшса, ĕçре хавхалантарса пычĕç. Паллах, пĕлменни те пулнă. Вĕсен пурнăçа вĕрентекен сăмахĕсем те питĕ вырăнлă пулчĕç. Йÿçкассинчи участокра Зоя Алексеевна Семенова фельдшерицăпа ĕçлерĕмĕр, ăна та тав тăватăп. Ăсталăхĕ пысăкчĕ, унран вĕренмелли сахал мар пулчĕ. Ветеринари ĕçне эпĕ аттерен, Николай Геннадьевичран, чылай вĕрентĕм. Вăл – ветеринари фельдшерĕ, маншăн чăн-чăн наставник. Пурнăç çулĕ çине кăларнăшăн аттепе-аннене тав тăватăп. Пысăк ĕç укçи тÿрех пулманнине ăнланатăп, ăна ĕçлесе тивĕçмелле, – кăмăллăн калаçать çамрăк ветеринар.
Степановсем хăйсем те Шаптак Муркашри хушма хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ, хурт-хăмăр ĕрчетеççĕ. «Ялта вĕсемсĕр мĕнле пурăнмалла-ха, ветеринарсен выльăх-чĕрлĕх пулмаллах», – тет вăл кăмăллăн кулса.
Çамрăксем ял пурнăçне суйланишĕн вара савăнмалла. Ял ĕçне тиркемен çамрăксем пирĕн хушăра пур-ха. Вĕсенче – ял пуласлăхĕ. Кашни кун ир-ирех ĕçе васкать выльăх тухтăрĕ. Прививка тунă вăхăтра вара 4 – 5 сехетрех тăрса тухса кайма тивет. ÿркенмест ял çамрăкĕ, хуçалăхшăн та пысăк тĕрек. Профессие çĕнĕрен суйлас пулсан та çак ĕçех кăмăлланине пĕлтерчĕ вăл.
Роза ИЛЛАРИОНОВА.
Добавить комментарий