Муркаш хастарĕсем çĕнтерĕве туптаççĕ
Категория: Главные новости
Опубликовано: 12.08.2024, 09:38
Просмотров: 463
Ырă кăмăлтан пулăшасси пирĕн пурнăçăн пĕлтерĕшлĕ пайĕ пулса тăчĕ. Акă волонтерсен «Моргаушцы – ZA Победу» ушкăнĕ ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене май пур таран пулăшма тăрăшать. Йăлара кирлĕ япаласем, техника хатĕрĕсем, апат-çимĕç çитерсе парать. Канаш та, ырă сăмах та кун пек чухне ытлашши мар.
– Пирĕн хушăра волонтер ĕçне чунĕпе парăннă çынсем сахал марри чăннипех савăнтарать, – каласа парать Наталия Николаева волонтер.
Кун пек хастар çынсене вăхăтра тав сăмахĕ калани те вырăнлă. Çакăн пек çынсен пĕр ушкăнĕ обществăлла наградăна тивĕçрĕ. Сергей Кудряшова, Алим Андрианова тата Алексей Куприянова «За содействие СВО» медальпе наградăларĕç.
Вĕсем ялан пулăшма хатĕр. Акă Алексей Куприянов ятарлă çар операцине хутшăнакансене хăйĕн автомобильне те пачĕ.
Çак хастарсем медале Алексей Иванов аллинчен илчĕç. Ку вĕсене уйрăмах хавхалантарчĕ.
Алексей Иванов Муркаш ялĕнчен. Раççей Оборона министерствипе мобилизаци пуçланичченех контракт çырнă. Малтан хăйĕн тивĕçне 31-мĕш десантпа штурм бригадинче пурнăçланă. Пĕлтĕртенпе 104-мĕш десантпа штурм дивизийĕнче çапăçать. Ялан малти ретре. Паттăр салтака Бахмута илнĕшĕн Жуков, Суворов медалĕсемпе тата «За воинскую доблесть» медальпе наградăланă.
Алексей Иванов иккĕмĕш хут отпускра, пĕрремĕш отпуска вăл иртнĕ çулхи февральте килнĕччĕ. Гварди ефрейторĕ малтан штурмовик пулнă. Халĕ вăл 104 дивизири артиллери полкĕнче тăрать, артиллери расчечĕн аслă наводчикĕ.
Сăн ÿкерчĕкре варринчи «Моргаушцы – ZA Победу» ушкăн ертÿçи Андрей Троицкий. Ятарлă çар операцине хутшăнакансене яланах пулăшма хатĕр. Вăл та тав сăмахне тивĕçлĕ.
Çакăн пек хастар çынсем çĕнтерĕве çывхартаççĕ. Тылпа фронт пĕрлĕхĕ кун пек чухне питĕ кирлĕ!
А. ИВАНОВ.
Добавить комментарий