Симĕс ĕç çи - 2024. Ял çыннишĕн - хĕрÿ вăхăт

Категория: Главные новости Опубликовано: 18.07.2024, 10:07 Просмотров: 884

IMG 5403

Хĕвеллĕ кунсем выльăх апачĕ хатĕрлессипе пĕрлешÿллĕ хуçалăхсене икĕ çанна тавăрса ĕçлеме май туса пачĕç. Маччана пăхса выртманнисем, малашлăх пирки çиччĕ виçсе шутлакансем çанталăк условийĕсене кура паян кунĕпех улăх-çаранта вăй хураççĕ. Çакна ырламалла çеç.

«Оринино» хуçалăхра сенаж хатĕрлессипе паян хĕрÿ ĕç тăрать. Хиртен килнĕ чĕрĕ курăка технологие пăхăнса усăрăнтарассипе Владимир Филипповпа Артур Вязов механизаторсем тăрăшатчĕç. Хиртен черетлĕ рейспа ешĕл масса турттарса килнĕ Геннадий Александров водитель те выльăх апачĕ янтăлассипе ĕç кал-кал пынишĕн кăмăллă. Механизациленĕ бригада 1500 тонна сенаж янтăланă та ĕнтĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4