Çакна çирĕплетсех калама пулать. Округра пурте лайăх пĕлекен Эдуард Савельев ветеринари врачĕн ывăлĕ Семен çак кунсенче кăна Хусантан черетлĕ çитĕнÿпе таврăнчĕ. Вăл Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче ветеринари факультетĕнче вĕренет, 4 мĕш курса куçрĕ.
Халăхсем хушшинчи «АГРОВОЛГА» агропромышленность куравĕнче Раççейри, Беларуҫ Республикинчи, çавăн пекех Турципе Казахстанти çĕр ытла ветеринари врачĕ профессири чи пысăк ăсталăхшăн пĕр-пĕрин хушшинче тупăшнă. Семен «Юные мастера» номинацире суйлав тапхăрĕнче лидер пулса, ытти студентсене хыçа хăварса çĕнтернĕ, конкурсăн тĕп парнине тивĕçнĕ.
Конкурса ветеринари врачĕн ят-сумне, ортопеди специалисчĕн ăсталăхне ÿстерес, çамрăк ăрăва çак професси патне туртăнтарас тĕлĕшпе йĕркеленĕ.
- Конкурсра ял хуçалăх предприятийĕсенче, выльăх чирĕсемпе кĕрешекен станцире ĕçлекен врачсемпе специалистсем, çавăн пекех ман пек çамрăк студентсем тата харпăр хăй тĕллĕн ĕçлекен «самозанятый» текен çынсем тĕрлĕ номинацире тупăшрăмăр. Пĕр пытармасăр калатăп, конкурс маншăн питĕ пăлхануллă пулчĕ. Çавăн чухлĕ специалист хушшинче ăсталăх кăтартасси çăмăл мар. Çапах та эпĕ хама шанчăклă туйрăм, мĕншĕн тесен атте кăтартнă ĕçсене, вĕрентекенсем каланă сăмахсене йăлтах пуçра тытни мана пулăшса тăчĕ. Питĕ çĕнтерес килчĕ пулин те, хама ытлах шанманччĕ те. Пысăк çĕнтерÿшĕн чи малтанах аттене тавах, эпĕ унăн ĕçне мĕн пĕчĕкрен курса çитĕннĕ, пĕрле ĕçленĕ, - кăмăллăн калаçать Семен.
Эдуард Савельев халĕ Шупашкар хулинче А. Сергеев уйрăм предпринимателĕн «Неотложка» ветеринари клиникинче ĕçлет. Вăл- чăн-чăн вĕрентÿçĕ, наставник, ывăл вара - ашшĕн ĕçне тăсакан. Семеншăн ку çĕнтерÿ пĕрремĕш мар, иртнĕ çул вăл Великий Новгород хулинче иртнĕ ветеринарсен конкурсĕнче те пысăк ăсталăх кăтартнă.
- Эпĕ ветеринари ĕçĕнче 22 çул ĕçлетĕп, 12 çул Нискассинчи ветеринари участокне ертсе пытăм. Ветеринари ортопедийĕнче кун пек конкурс халиччен пулманччĕ. Ăна ирттерни ветеринари ĕçĕн пĕлтерĕшĕ ÿсни тесе ăнланатăп эпĕ. Хамăн ывăл çинчен калас пулсан вара вăл виçĕ çултанпах выльăх тухтăрĕн ĕçне курма пуçланă. Вăл çак профессие суйлани эпĕ хушнипе мар, хăй кăмăлланипе, - пĕлтерет хăйĕн шухăшне Эдуард Савельев.
Апла пулсан тăрăшуллă çамрăк хăйĕн професси суйлавĕпе кăмăллă пуласса, ăсталăхне тивĕçлĕ шайра кăтартасса шанас килет. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл выльăх чирĕсемпе кĕрешекен районти станцин тĕллевлĕ направленийĕпе вĕренет, ĕç ăсталăхне вăл унта кăтартма ĕлкĕрнĕ. Çак организацинчен пĕлтернĕ тăрăх, Семен тăрăшуллă студент, станцири ĕçсене тÿрĕ чунпа пурнăçлать, мероприятисене активлă хутшăнать, ăсталăхĕ пысăкки курăнать.
Семен пĕлĕве ÿстерсе аслă пĕлÿ илес шухăшлă.
Роза Илларионова.
Ро
Сентябрь 2026 |
