Июль уйăхĕн иккĕмĕш вырсарникунĕ – Раççей почтин кунĕ – почта çыхăнăвĕн ĕçченĕсен уявĕ. Ăна 1994 çулта Раççей Президенчĕн Указĕпе çирĕплетнĕ.
Паянхи сăн ÿкерчĕкре Муркаш почта çыхăну уйрăмĕн ертÿçине Лариса Петровăна тата почтальонсене куратăр. Вĕсем пурте хăйсен тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ: хаçат-журнала, тĕрлĕ корреспонденцие, пенси укçине тата ыттине те ял çыннисем патне вăхăтра çитерме тăрăшаççĕ, кунпа пĕрлех тĕрлĕ тавар та сĕнеççĕ. Ĕçĕ çăмăллисен шутĕнче мар.
Хальхи вăхăтра Муркаш почта çыхăну уйрăмĕ Çĕмĕрле почтамчĕн тытăмĕнче ĕçлет.
Сентябрь 2026 |
