Паян - Пĕтĕм тĕнчери коопераци кунĕ. Ăнăçлă аталанать

Категория: Главные новости Опубликовано: 06.07.2024, 08:23 Просмотров: 923

1719988203633

«Чувашпотребсоюз» – республикăри ăнăçлă аталанакан предприяти. Ăна нумай çул Валерий Павлов ертсе пырать.

«Чувашпотребсоюз» 16 районти потребительсен обществине пĕрлештерет. Кунта 90 предприяти йĕркеленĕ. Кадрсем хатĕрлессипе Шупашкарти техникум ĕçлет. Тавар сутакан магазинсем пĕтĕмпе 866 шутланаççĕ.

Иртнĕ çул предприяти 9 миллиард та 133 миллион тенкĕлĕх тавар сутнă. 

Предприяти суту-илÿ тунипе çырлахмасть. Вăл иртнĕ çул 1 миллиард та 30 миллион тенкĕлĕх тĕрлĕ апат-çимĕç туса кăларнă: çăкăр-кулач – 7178 тонна, канфет-премĕк – 1525 тонна, çурма фабрикат – 609 тонна, кăлпасси – 680 тонна, тĕрлĕ шыв – 331 дал.

«Чувашпотребсоюз» ялта пурăнакансене укçа-тенкĕ ĕçлесе илме май туса парать. Пĕлтĕр вăл ял çыннисенчен 1 миллиард та 193 миллион тенкĕлĕх хатĕрлев продукцийĕ туяннă: сĕт – 23429 тонна, аш-какай – 1607 тонна, çĕр улми – 926 тонна, пахча çимĕç – 1822 тонна.

Иртнĕ çул асăннă предприяти ял çыннисене 111 пин пуç чăх-чĕп сутнă.

Чăваш кооператорĕсем малашлăха хăюллăн пăхаççĕ. Çуллен ялсенче çĕнĕ магазинсем, столовăйсем, аптекăсем хута яраççĕ. Иртнĕ çул кăна çак тĕллевпе 390 миллион тенкĕ ивестици хывнă.

«Чувашпотребсоюз» тытăмне кĕрекен Муркашпа Мăн Сĕнтĕр райповĕсем те ăнăçлă аталанаççĕ. Вĕсем Раççей шайĕнче те малтисен ретне пĕрре мар тухнă.

Халĕ предприяти пысăк мероприятие хатĕрленет. Пирĕн республикăра сентябрь уйăхĕнче пĕрремĕш хут потребительсен кооперацийĕн Пĕтĕм тĕнчери форумĕ иртет. Унта чикĕ леш енчи, çĕршывăн тĕрлĕ регионĕнчи кооператорсем хутшăнаççĕ. Паян Муркашпа Мăн Сĕнтĕр райповĕсем хăнасене йышăнма хатĕрленеççĕ.

Сăн ÿкерчĕкре: Муркашри апат-çимĕç лавккинчи Наталия Кириллова заведующи (ĕç стажĕ 13 çул) тата Наталия Столярова сутуçă (ĕç стажĕ 8 çул)  тавар туянакансене яланах кăмăллă йышăнаççĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4