Поздравление главы Моргаушского муниципального округа Алексея Матросова и председателя Собрания депутатов Моргаушского муниципального округа Александра Иванова с Днем России

Категория: Главные новости Опубликовано: 12.06.2024, 15:57 Просмотров: 795

LC4a510SpqcJOOfvRUQCdgWZ1EPZUIUH

Муркаш округĕн хисеплĕ çыннисем!

Сире пурне те Раççей кунĕ ячĕпе ăшшăн саламлатпăр. 1990 çулхи июнĕн 12-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн патшалăх суверенитечĕ çинчен калакан декларацине йышăннăранпа 34 çул çитрĕ. РФ Президенчĕн 1994 çулхи Указĕпе килĕшÿллĕн çак куна патшалăх кунĕ тесе паллă тăватпăр.

Çак хушăра пирĕн пурнăç тĕпренех çĕнелсе улшăнчĕ. Йывăрлăхсем те сахал мар пулчĕç. Пурте пĕр тĕллевлĕн  ĕçленипе вĕсене çĕнтерсе, умма лартнă задачăсене пĕрин хыççăн теприне пурнăçласа пыратпăр. Пирĕн халăх чунĕпе çирĕппине, палăртнă тĕллевсене пурнăçлама пĕлнине истори страницисем те çирĕплетсе параççĕ. Эпир  аслă ăру çыннисенчен тĕслĕх илсе, тăван округ вăйлăрах та çирĕпрех пултăр тесе   хамăртан килнине йăлтах тăватпăр.

Малалла та пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнасчĕ, тăван округ аталанăвĕшĕн çине тăрса ĕçлесчĕ.

Сире пурне те çирĕп сывлăх, телейлĕ вăрăм кунçул, ĕçре ăнăçу  сунатпăр.

Муркаш муниципаллă округ пуçлăхĕ                              А.Н. Матросов.

Депутатсен Муркаш муниципаллă

 округ Пухăвĕн председателĕ                                               А.В. Иванов. 

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4