Поздравление главы Моргаушского муниципального округа Алексея Матросова и председателя Собрания депутатов Моргаушского муниципального округа Александра Иванова с Днем социального работника

Категория: Главные новости Опубликовано: 08.06.2024, 08:07 Просмотров: 729

5FWqenDK3Zfh9tWMZKkmPuJdOeIsjl3g

Хаклă социаллă ĕçченсем, çак ĕçĕн ветеранĕсем!

Сире çывхарса килекен хăвăрăн професси кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.

Çăмăл мар, анчах пархатарлă ĕç тăватăр эсир. Пулăшу кирлĕ çынсем патне вăхăтра çитсе, вĕсен пурнăçне çăмăллатма тăрăшатăр. вĕсен ыйтăвĕсене тивĕçтеретĕр.

 Чуна йывăр чухне тимлĕхпе пулăшуран хакли нимĕн те çук. Эсир çакна ăнланса,  ватăпа ватă пек, çамрăкпа çамрăк пек пулма пĕлетĕр. Йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ çынсемпе ăшшăн калаçса чунĕсене уçатăр, малалла шанчăкпа пурăнма вăй-хал паратăр. Вĕсен хуйхи-суйхине чĕре патне илсе, май килнĕ таран пулăшма тăрăшатăр. Кашнин валли сирĕн чун ăшши те, чăтăмлăх та çитет.  Тавах сире çынсене,  хăвăр ĕçе юратнăшăн.

Пурне те сире çирĕп сывлăх, телейлĕ те вăрăм кунçул сунатпăр. Çынна ырă туни хăвăр пата та ырăпах таврăнтăр. Ĕмĕтĕрсем çитсе пыччăр, мĕн шутлани пурнăçлансах пытăр.

Муркаш муниципаллă округ пуçлăхĕ                              А.Н. Матросов.

Депутатсен Муркаш муниципаллă

 округ Пухăвĕн председателĕ                                               А.В. Иванов. 

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4