Çемье. «Пĕр-пĕрне упрасчĕ»

Категория: Главные новости Опубликовано: 15.05.2024, 08:14 Просмотров: 870
1714220318322
Иртнĕ кунсенче Çатракасси территори пайĕнчи Çĕньял Очăкасси ялĕнче туй кĕрлерĕ, анчах шăв-шавĕ таврана илтĕнмерĕ, мĕншĕн тесен Лидия Сергеевнăпа Иван Никонорович Никоноровсем мăшăрланнăранпа 60 çул çитнине питĕ сăпайлăн паллă турĕç. 
Апла пулин те бриллиант туй ячĕпе саламлама хисеплĕ мăшăр патне Муркаш муниципалитет округĕн ЗАГС пайĕн ертсе пыракан эксперт специалисчĕ Наталия Лукина тата Çатракасси территори пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ Валентина Любимова çитрĕç. Муниципалитет округ пуçлăхĕнчен Алексей Матросовран тата Çатракасси территори пайĕн пуçлăхĕнчен Надежда Никитинăран Тав çырăвĕсем çитерчĕç, пуçлăхсен салам сăмахĕсемпе пĕрлех Никоноровсене парнесем те парса хавхалантарчĕç. Чи пăлханулли вара мăшăр пĕр-пĕрне килĕштерсе, хисеплесе, 60 çул пĕрле пурăннине палăртса, ЗАГС пайĕн ятарлă альбомĕнчи хăйсен уйрăм страницинче алă пусса çирĕплетни пулчĕ.
Иван Никонорович Çĕньял Очăкассинче 1937 çулта çуралнă, çемьере пĕр ача пулнă. Лидия Сергеевна вара 1941 çулта çут тĕнчене килнĕ, кĕçĕнни пулнă. Амăшĕ вĕсене, ултă ачине, пĕчченех çитĕнтернĕ – вăрçă ачисене ашшĕсĕрех ÿсме тивнĕ. Шкул хыççăн Лидия юлташ хĕр ачисемпе пĕрле строительство техникумне çул тытнă. Çĕрпÿ район хĕрĕпе Муркаш район каччи техникумра вĕреннĕ чухнех паллашнă-ха, анчах та çулĕсем каярах кăна пĕрлешнĕ. Иван Шупашкартах ĕçленĕ, Лидия направленипе Череповец хулине кайнă. 
Хĕр инçетрен ĕçлесе таврăннă хыççăн пурнăç иккĕшне те приборсем тăвакан завода илсе çитернĕ, каярах – ЗАГСа та.
60 çул каялла пĕрлешсе мăшăр икĕ ача çуратса ÿстернĕ, ывăлĕ, шел пулин те, пурнăçран уйрăлнă. Паян хĕрĕ килсе пулăшсах тăрать, виçĕ мăнукĕ савăнтараççĕ. 
Никоноровсем иккĕшĕ те Шупашкарта приборсем тăвакан заводра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Лидия Сергеевна контролерта тăрăшнă, Иван Никонорович слесарь-инструментальщикра вăй хунă. Кайран яла килсе кил-çурт лартнă. 
Мăшăр килĕштерсе пурăнни вĕсем пĕр-пĕрин çине ăшшăн пăхнинченех курăнать. «Пĕр-пĕринпе хирĕçмелле мар, пĕр-пĕрне упрамалла, вара пурнăç ăнать», – терĕ кил ăшшине упракан  Лидия Сергеевна.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4