Катькасри паттăр салтак çĕршыва хÿтĕлет

Категория: Главные новости Опубликовано: 07.05.2024, 15:44 Просмотров: 1129
IMG 20240503 WA0000
Эпир яланах çĕршыв аталанăвне, хÿтлĕх ĕçне пысăк тÿпе хывнă паттăр çынсемпе пуян. Пирĕн тивĕç – çĕршывăн паттăр ывăл-хĕрне асра тытасси, вĕсен ырă тĕслĕхĕ çинче ачасемпе мăнуксене тата кĕçĕн мăнуксене воспитани парасси. Хастарлăхпа паттăрлăх тума пултарасси Раççейĕн нумай нациллĕ халăхĕн тĕп пахалăхĕ пулнă, пур, пулать те.  Шăпах та çакă – историлле çĕнтерÿсен тĕп никĕсĕнче, малашне те çаплах пулĕ. Çавăн пек хастар çынсем ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ, çамрăк ăрура патриот туйăмĕ çуратаççĕ. 
Ватă асаттесен йăхĕ пекех, хальхи ăру та çĕршыва хÿтĕлесе паттăрлăх кăтартать, ятарлă çар операцине хутшăнса çĕршыв хăй умне лартнă ответлă задачăна пурнăçлать, мăнаçлă Раççее юратасси нихăçан та иксĕлменнине çирĕплетет. Пирĕн салтаксемпе офицерсем халĕ çĕршыв хÿтĕлевĕнче тăраççĕ. Çĕршыв ăнăçлăхĕпе суверенитечĕшĕн тăрăшакансене вара пирĕн пĕлсе тăмалла.    
Эпĕ паян Катькас ялĕнче 1997 çулта майăн 24-мĕшĕнче кун çути курнă Сергей Анатольевич Тямин çинчен кĕскен çырса кăтартасшăн. Вăл паттăр салтак, эпир унпа хăпартланатпăр. Сергей нумай ачаллă çемьере çуралса ÿсрĕ, çемьере кĕçĕнни пулчĕ.
Шăпа вара ачаллах çăмăл пулмарĕ, çемьен чăтăмлăхне тĕрĕслерĕ. Ун чухне виçĕ уйăхрискер кăна пулнă-ха Сережа, ашшĕн кун-çулĕ сарăмсăр татăлчĕ, çемье арçын тĕрекĕсĕр тăрса юлчĕ. Шел пулин те, Сережăн асĕнче ашшĕн сăнарĕ пачах та çук. Çапах та вĕсем аптăрамарĕç, ĕçлерĕç, тăрăшрĕç.
2014 çулта вăл Калайкассинчи вăтам шкултан вĕренсе тухрĕ. Ун хыççăн каччă Шупашкарти строительство техникумне вĕренме кĕчĕ. Ачаранпах хастар пулнăскер, ура çине тăрса çемьене пулăшма ĕмĕтленчĕ. 
Сережа мĕн ачаранах спортпа туслине калатчĕç. Çăмăл атлетика енĕпе те, хăвăрт утассипе те районти тата республикăри ăмăртусенче малти вырăнсене тухатчĕ. ÿт-пĕвне тăтăшах çирĕплетсе тăратчĕ.
Çапла Сережăн çар ретне тăрас  вăхăт та çитрĕ. Ăна ял-йыш ăнăçу сунса вăрăм çула ăсатрĕ. Хастар каччă  артиллерипе ракета çарĕ валли хатĕрлекен вĕренÿ центрĕн курсанчĕ пулса тăнă. Кунта та унăн ăсталăхне аслисем асăрханă. Ăна патриотла туйăм хистенĕ пулĕ. Сергей Тямин 2016 çулхи ноябрĕн 7-мĕшĕнче пĕрремĕш контракт килĕшĕвне виçĕ çуллăх çырнă. 2019 çулта вара вăл вунă çуллăх контракт çырма килĕшет. Чăн-чăн çĕршыв хÿтĕлевçи вĕт Сережа! Ытти ĕçе аякка хурса Тăван çĕршывăн патриочĕ пулса тăнă.  
2021 çулта вара Сережа Мускаври М.В. Ломоносов ячĕпе хисепленекен патшалăх университетĕнчен хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухрĕ, «юриспруденция – правозащиты» специальноçа алла илчĕ. Тепĕр икĕ çултан вăл лейтенант званиллĕ офицер пулса тăчĕ. 
Пурнăç малаллах пырать. Сережа çемьеллĕ пулчĕ, Анна ятлă хĕрпе мăшăрланчĕ. Халĕ вĕсен Валерия хĕр ачапа Арсений арçын ача ÿсет. Çамрăк мăшăрăн çемье пурнăçĕ ăнса пытăр.  
2022 çулхи февральтен пуçласа 2023 çулхи  август уйăхĕччен вăл ятарлă çар операцине хутшăнса Луганск Халăх Республикин тата Донецк Халăх Республикин территорийĕсенче аслă  сержант званийĕпе çар тивĕçне пурнăçланă. 
Сергей Тямин гвардин аслă сержанчĕ артиллери взвочĕн йышĕнче Раççей мотострелоксен подразделенине хÿтĕленĕ. Вăл артиллери взвочĕн командирĕн çумĕ пулса тăрăшнă.
Тăшман пĕрре кăна мар пирĕн çарсене хăйсен позицийĕнчен хăваласа кăларма тăрăшнă, пехотăпа, танксемпе, бронетехникăпа тапăннă. Тăшман вучĕ айĕнче Сергей çухалса кайман,  çав направленин задачине пурнăçлассипе хăйĕн взвочĕ тăшмана татти-сыпписĕр «çунтарса» тăрассине, ытти подразделенипе çыхăнса ĕçлессине йĕркеленĕ. Сергей Тямин тĕл лектермелли объектсене тĕрĕс палăртнă, тăшман координачĕсене тĕрĕс парса тăнă. Артиллери подразделенийĕ тăшманăн пилĕк танкне, вунă ытла артиллери орудийĕпе реактивлă артиллерин çар машинисене, çар çыннисене тĕп тунă. Сергей Тямин гвардин  аслă сержанчĕ   ĕçе тĕрĕс йĕркеленипе тата унăн йышĕнчи салтаксем те çар ĕçне тĕрĕс туса пынипе ума лартнă задачăна пурнăçланă. Çар операцийĕнче палăрнăшăн ăна патшалăх наградипе чысланă.     
Иртнĕ çулхи декабрĕн 8-мĕшĕнче Сергей тăван яла отпуска килчĕ. Ун чухне ăна хăй вĕреннĕ Калайкасси шкулне тĕл пулăва чĕнчĕç. Сăн-питрен те, кĕлеткерен те илемлĕ Сережа çине пăхма кăмăллă, кăкăр тулли орден-медаль. Шкул ачисем ун çине питех те ăмсанса пăхрĕç. Вăл хăйĕн наградисем пирки каласа пачĕ. 26 çулхи паттăр салтак калаçăвне итлеме кăмăллă. Сергей ачасен ыйтăвĕсем çине хуравларĕ. Вĕсемпе патриотла воспитани урокĕ ирттерчĕ. Тăван çĕршыва юратмалли, ăна хÿтĕлемелли, мирлĕ пурнăçшăн тăрăшмалли пирки каларĕ.          
Сергей Тямин Раççей Федерацийĕн çакăн пек  патшалăх наградисене тивĕçнĕ: «Орден Мужества» – икĕ хутчен, «За заслуги перед Отечеством с мечами» 1 и 2 степени тата «За отвагу» медальсене.  
Кăçал вара январь уйăхĕнче  Сергей Тямин службăра тăнă çĕртен  Калайкасси шкулне Тав çырăвĕ çитрĕ. Эпир унпа мухтанатпăр, çĕнтерÿ туса тăван тăрăха тĕрĕс-тĕкел таврăнасса кĕтетпĕр.
Анчах та ятарлă çар операцийĕнче, Украина территорийĕнче, пуç хунă яшсем те пур. Вĕсем пурте Тăван çĕршывăн патриочĕсем, хÿтĕлевçисем. Эпир вĕсен умĕнче пуç таятпăр. Çак синкерлĕ лару-тăру хăвăртрах вĕçленессе шанатпăр.   
Евстолия СЕРОВА. 
Катькас ялĕ. 

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4