Район хаçачĕн пĕрремĕш номерĕ тухнăранпа - 80 çул. Хаçат самана пурнăçне çутатать
Категория: Главные новости
Опубликовано: 05.05.2024, 11:50
Просмотров: 577
Район хаçачĕн пĕрремĕш номерĕ «Колхозник сасси» ятпа 1944 çулхи майăн 5-мĕшĕнче кун çути курнă.
Муркаш район хаçачĕн пĕрремĕш редакторĕ Куславкка районĕнче çуралса ÿснĕ Ф.И. Малышкин пулнă. Çав çулсенче хаçата редакторпа ответлă секретарь хатĕрлесе кăларнă. Хаçат 1200 экземпляр тиражпа эрнере пĕр хутчен тухса тăнă. Хаçата малтанах Ишлей типографийĕнче пичетленĕ, каярахпа – хамăр районти Орининта.
Район хаçачĕн редакторĕнче тĕрлĕ çулта А.Е. Соловьев, П.П. Павлов, А.Т. Тимофеев, М.Г. Григорьев, П.Я. Яковлев, Г.А. Андреев, П.С. Семенов, И.Г. Мешаков, А.П. Оньков,
Г.И. Ульянов тăрăшнă. «Колхозник сасси» района пĕтериччен – 1959 çулччен пичетленнĕ.
Муркаш районне тепĕр хут йĕркелесен район хаçачĕ 1965 çулта «Çĕнтерÿ ялавĕ» ятпа пичетленме тытăннă. Хыççăнхи çулсенче район хаçатне В.Т. Смирнов (1965 – 1967), А.С. Толмасов (1968 – 1970), Д.В. Гордеев (1970 – 1973), В.Д. Шемекеев (1973 – 1975), А.И. Хованский (1975 – 1977), Г.А. Андреев (1977 – 1984), Л.М. Шапошников (1984 – 1993) ертсе пынă.
1993 çулхи ноябрь уйăхĕнче «Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçатăн тĕп редакторне Анатолий Тихонова лартнă.
Самана кăткăс пулнă. Совет Союзĕ арканнăран пĕтĕм пурнăçа çĕнĕлле йĕркелеме тивнĕ. Унчченхи экономика çыхăнăвĕсем татăлнă. Рынок экономики пирки калаçусем кăна пынă. Совет влаçĕ историре юлнăран çĕннине йĕркелесси пирки тавлашусем çеç вăй илнĕ. Малалла пăхсан та нимĕнле уçăмлăх курăнман. Район хаçачĕн тиражĕ çак вăхăтра 2200 экземпляр юлнă.
Редакци коллективĕ çухалса кайман. Йывăрлăхсене çĕнтерсе пырса, малалла утăмланă. Çĕнĕ технологисене алла илнĕ. Укçа-тенкĕ ĕçлесе илме вĕреннĕ. (Сăмах май, редакци бюджетĕнче коллектив ĕçлесе илнĕ укçа-тенкĕ тÿпи нихăçан та 70 процент шайĕнчен чакман). Пурлăх базине çирĕплетсе пынă.
Хаçат тиражне икĕ хут ÿстернĕ. Паян «Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçат 4247 экземплярпа пичетленет. Ку республикăри район хаçачĕсем хушшинче пĕрремĕш кăтарту пулнине палăртмалла.
Хаçат самана пурнăçне çутатать, самана пурнăçĕпе пурăнать. Паян хаçатăн Интернетпа, социаллă сетьсемпе тупăшма тивет. (Сăмах май, паян социаллă сетьсемпе мессенджерти пирĕн хаçатăн ушкăнĕсенче 8 пин ытла вулакан). Почтальонсем ĕçрен пăрахса кайни те пысăк чăрмав кÿрет.
Паян «Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçат, республикăри ытти район хаçачĕсем пекех, эрнере пĕр хут тухать. Иккĕмĕш çур çултан вăл, ытти райхаçатсем пекех, 8 полосапа пичетленме пуçлать. Район хаçачĕсене пĕрлештерес ыйту та кун йĕркинче тăрать.
Майăн 5-мĕшĕнче район хаçачĕн 1-мĕш номерĕ тухнăранпа 80 çул çитет. Çак ятпа вулакансене, хаçатпа çыхăну тытакансене, почтальонсене саламлатпăр. Эсир пулăшсан, хамăр тăрăшсан, «Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçат малашне те тухса тăрĕ.
Редакци коллективĕ.