Пурнăçра анне пĕрре пулнă пекех, тăван чĕлхе те пĕрре. Çавăнпа та ăна упрасси – кашни çыннăн тивĕçĕ. Иван Яковлевич Яковлев хăй вăхăтĕнче пулас ăрусене тăван чĕлхене упрама пиллесе хăварнă. Çапла çеç чăваш чĕлхи ыттисенчен кая пулмĕ, тенĕ вăл.
Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче, чăваш çырулăхне йĕркеленĕ Иван Яковлев çуралнă кун, пĕтĕм чăваш çĕршывĕ тăван чĕлхе кунне уявлать. Чăвашсем йышлăн пурăнакан Тутарстан, Пушкăрт Республикисенче те, Самара, Ульяновск тата ытти хăш-пĕр облаçре те Чăваш чĕлхи кунне ентешсем, чăвашсем хаваспах паллă тăваççĕ.
Чăваш чĕлхи кунне уявлассине 1992 çулта йышăннă. Шăпах çав вăхăт, иртнĕ ĕмĕрĕн тăхăрвуннăмĕш çулĕсен пуçламăшĕ, Раççейре тĕрлĕ наци халăхĕсен культури çине тепĕр хут тимлĕх уйăрма тытăннă вăхăт пулчĕ. Çавăн чухне ĕнтĕ Чăваш Республикинче те чăваш чĕлхине упрас ыйту патшалăх влаç органĕсен шайĕнче çивĕч тухса тăчĕ.
Чăваш чĕлхи пирĕн республикăра вырăс чĕлхипе танах патшалăх чĕлхи шутланать. Апла пулин те чăваш ачисем çултан çул вырăсланса пынине куратпăр. Сăлтавĕ тĕрлĕ енлĕ: халăхра та, влаç органĕсенче те пулĕ. Халăх куçĕпе пăхсан, çак пулăм чи малтанах килтен тухать. Килте ашшĕ-амăшĕ хăйсен тăван чĕлхин хаклăхне, вĕсене хăйсен ашшĕ-амăшĕ чăвашла калаçса ÿстернин пĕлтерĕшне ăнланмаççĕ пулсан, тăван халăхăн культурипе историне пĕлмеççĕ пулсан, вĕсем хăйсен ачисене мĕнле пĕлÿ пама пултараççĕ? «Ик чĕлхе вăл ик ăс маншăн» тени те хыçала юлать. Çав вăхăтрах ют çĕршывра пурăнакансем, ытти наци çыннисем пирĕн асамлă çыруллă тĕрре курса, пирĕн чăваш чĕлхи тĕрĕк чĕлхисен çемйинчи пăлхар ушкăнĕнчи пĕртен-пĕр чĕрĕ чĕлхе пулнинчен, пирĕн халăх ăна упраса хăварма пултарнинчен тĕлĕнеççĕ.
Çак лару-тăрура ача сачĕсенче чăваш ачисенех чăвашла калаçма хăнăхтаракан, шкулта вара чăваш чĕлхипе мăнаçланма, ăна юратма вĕрентекен педагогсене (чăваш чĕлхи сехечĕсене юлашки çулсенче шкулсенче сахаллатрĕç пулин те) пурне те тав сăмахĕ каламалла. Паянхи сăн ÿкерчĕкре шăпах вĕсенчен пĕрне куратăр. Вăл – Юнкă вăтам шкулĕнчи Ирина Геннадьевна Михалкина, аслă категори вĕрентекенĕ, пуян опытлă педагог. Кăçал унăн вĕренекенĕ Ульяна Никольская чăваш чĕлхипе тата литературипе иртнĕ федераци олимпиадинче призер пулса тăчĕ, Тăван чĕлхесен Çурçĕр Хĕвел тухăç олимпиадинче ылтăн медаль çĕнсе илчĕ.
Наталия НИКОЛАЕВА.
Сентябрь 2026 |
