Клуб хăй çынсем патне çитет

Категория: Главные новости Опубликовано: 17.04.2024, 15:39 Просмотров: 703
DSC 0270
«Культура» наци проектне, ытти нацпроект пекех, 2019 çулта пурнăçлама тытăнчĕç. 2023 çул вĕçленнĕ тĕле Муркаш муниципалитет округĕнче çак нацпроект шайĕнче тĕрлĕ ĕç туса ирттерчĕç. Вĕсене пурнăçласа пыма пилĕк çулта пурĕ 53,5 млн тенкĕ уйăрса панă.
Наци проекчĕн «Культурная среда» регион проектне хутшăнса Ярапайкассинче 150 çын вырнаçмалăх çĕнĕ Культура çурчĕ туса хута ячĕç. Çак савăнăçлă пулăм 2021 çулта пулса иртрĕ. 
«Ярапайкасси Культура çурчĕ халĕ çутă та хăтлă. Ял çыннин, паллах, çак илемлĕ çурта килес килет, мĕншĕн тесен пушă вăхăта усăллă ирттерме, пултарулăха аталантарма кунта лайăх условисем туса панă. Тĕрлĕ тĕл пулу йĕркелеме, пĕр-пĕринпе хутшăнма пирĕн Культура çуртĕнче питĕ меллĕ», – каласа парать Культура çурчĕн ертÿçи Майя Лоцманова.
Çулталăк маларах вара, 2020 çулта, çак проекта хутшăнса Мăн Сĕнтĕр ял библиотекине модель библиотеки тума пултарчĕç. 2023 çулта кун пек ĕçе Муркашри ача-пăча тĕп библиотекинче туса ирттерчĕç.
Библиотекăсен сăн-сăпачĕ те, содержанийĕ те улшăнчĕ – вĕсем çĕнелчĕç. Çакăн хыççăн кунта çынсене те ытларах курма пулать. Библиотекăсенчи информаци центрĕсенче Интернет пысăк хăвăртлăхлă пулнăран, тĕрлĕ информаципе паллашма питĕ меллĕ. Ял çынни хăйне кирлĕ информацие çăмăллăнах тупма пултарать. Çакăн пек библиотекăра чунпа канма та пулать, специалистсем вара патшалăх услугисене те вырăнтах илме пулăшаççĕ. 
Çĕнетнĕ библиотекăсен кĕнеке фондне те çĕнетнĕ: художество литератури те, тĕрлĕ отрасльпе наука кĕнеки те, ытти тĕрлĕ çĕнĕ кĕнеке те нумай.  
«Пирĕн библиотека халĕ ыттисенчен палăрмаллах уйрăлса тăрать. Килекен пур çын та кунти хăтлăха, илеме курса савăнать. Çак илемлĕ вырăна тăтăшах килес килет. Модель библиотеки хальхи вăхăтри технологисене те, çĕр çул ытла тухса тăракан хаçат-журнала та пĕрлештерсе тăрать. Çапла кунта тĕрлĕ вĕренÿ курсĕпе паллашма та, 4Д кĕнекесене «алла илме» те пулать, никам чăрмантарман хăтлă вырăнта ларса шăплăхра юратнă хаçат-журнал е кĕнеке вулама пулать», – палăртса калать хăйĕн шухăшне библиотекăна çÿреме юратакан Марта Иванова.
Культура наци проекчĕ пулăшнипе халĕ регионсене куçса çÿрекен культура центрĕсемпе – автоклубсемпе – тивĕçтерсе пыраççĕ. Автоклубпа клуб çук ялсене тухса çÿреме меллĕ: автоклубăн сцена та пур, çутă, сасă тата проекци оборудованийĕ те. 2024 çулта Муркаш муниципалитет округне те çакăн пек автоклуб килсе çитрĕ.
«Творческие люди» регион проекчĕ вара тÿррĕнех пултаруллă çынсемпе – культура ĕçченĕсемпе çыхăннă. Шăпах çак проект пурнăçланнă май, культура ĕçченĕсем хальхи вăхăтра куçăмсăр е дистанци мелĕпе хăйсен професси ăсталăхне, квалификаци шайне ÿстерме пултараççĕ. Çакă вара ĕçе лайăхрах, тухăçлăрах йĕркелессинче пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать. 
Ку таранччен пирĕн муниципалитет округĕнчи 34 культура ĕçченĕ хăйсен квалификацине çапла майпа ÿстернĕ. Муниципалитет администрацийĕн культура пайĕнче вĕсем мероприятисене çÿллĕрех шайра ирттерме тытăннине те, мероприятисен шучĕ нумайланнине те палăртаççĕ.
Çак проектпа пăхса хунă тăрăх, ку таранччен 3 чи лайăх культура учрежденине тата ялти культура учрежденийĕнче ĕçлекен чи лайăх 7 специалиста укçан хавхалантарнă.
«Эпĕ библиотекăра ĕçлекен çамрăк специалист. Çавăнпа та квалификацие ÿстермелли курс маншăн питĕ усăллă пулчĕ. «Муниципальная общедоступная библиотека как центр интеллектуального досуга» курсра пĕлĕве пуянлатрăм. Библиографи тата информаципе тивĕçтерессинче интерактивлă тата мультимеди лекцийĕсем питĕ килĕшрĕç. Ĕçре çĕнĕ мелсемпе усă курса ĕçлеме хавхалантарчĕç. Лекторсем – пысăк профессионалсем, материала çăмăл форматпа параççĕ. Лекцисене, видеоуроксене  хăвна меллĕ вăхăтра итлеме, пăхма май пур. «Творческие люди» нацпроект пирĕн регионта та пурнăçланнăшăн эпĕ питĕ кăмăллă», – кăмăллăн калаçать библиотека ĕçченĕ  Алина Любимова.
Асăннă проект программипе кăçал та специалистсем хăйсен професси квалификацине ÿстерĕç тата культура мероприятийĕсене волонтерсене явăçтарассине йĕркелеме хăнăхĕç – тепĕр 8 специалист вĕренÿ курсĕсене хутшăнма палăртнă. Сăмах май,  ку таранччен культура мероприятийĕсене пурĕ                            65 волонтера явăçтарнă.
Çак проектпа пăхса хунă тăрăх, кăçал ялти культура учрежденийĕн чи лайăх пĕр специалистне укçан хавхалантарнă та ĕнтĕ.
Наталия НИКОЛАЕВА. 
 
Светлана КАЛИКОВА, 
Чăваш Республикин культура министрĕ:
– Пирĕн республика «Культура» наци проектне хастар хутшăнать. 2019 çултанпа наци проекчĕ шайĕнчи «Культурная среда» проектпа килĕшÿллĕн Чăваш Енри хуласемпе ялсенче 25 культура учрежденине тĕпрен юсанă тата тунă. 33 учреждение хальхи йышши оборудованипе тивĕçтернĕ. Çакна кура культура мероприятийĕсене çÿрекенсен йышĕ 40 процент ÿснĕ. 
Çавăн пекех «Культура» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн Çĕрпÿре культура аталанăвĕн центрне хута яма, пурĕ 9 ача-пăча искусство шкулне юсаса çĕнетме, 8 автоклуб туянма май килчĕ.
Эпир библиотекăсемпе музейсене те пысăк тимлĕх уйăратпăр. Республикăра юлашки вăхăтра çĕнĕ йышши модель библиотекăсем 18 йĕркелеме пултартăмăр. Вĕсенчен вуннăшĕ 2024 çулта ĕçлеме пуçлĕ. 
Чăваш Енри икĕ музее тĕпрен çĕнетме май килчĕ. Тепĕр иккĕшне хальхи йышши оборудованипе тивĕçтертĕмĕр. 2024 çулта тепĕр виçĕ музее çĕнĕ сĕтел-пуканпа, техникăпа пуянлататпăр. 
Республикăри искусство, ÿнер тата музыка шкулĕсем валли 2790 музыка инструменчĕ, вĕренÿ материалĕпе оборудованийĕ туянтăмăр.
«Цифра культури» проектпа килĕшÿллĕн вара республикăра виртуаллă тăватă концерт залĕ уçрăмăр.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4