Пĕрлехи инфомаци кунĕ: Лайăхрах пурăнма майсем пур

Категория: Главные новости Опубликовано: 20.03.2024, 15:30 Просмотров: 825

Пуш уйăхĕн 20-мĕшĕнче пĕрлехи информаци кунне ирттерме Муркаш муниципалитет округне Чăваш Республикин Гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен патшалăх комитечĕн председателĕ Сергей Павлов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Александр Федотов килсе çитрĕç.

Вĕсем муниципалитет округĕн пуçлăхĕпе Алексей Матросовпа тата депутатсен Пухăвĕн председателĕпе Александр Ивановпа Чуманкасси терриори пайне çитсе килчĕç. Унти çынсемпе Чуманкассинчи Культура çуртĕнче тĕл пулу ирттерчĕç.

Клубра чуманкассисемпе шарпашсем шăпах маскировка сеткисем çыхатчĕç. Çак ĕçе пĕлтĕр пуçăннă та паян кунччен пĕр чарăнмасăр тенĕ пекех тимлеççĕ. Сăмах май, Сергей Павлов Муркаш муниципалитет округĕ салтаксене пулăшу парассипе лайăххисен ретĕнче пулнине каларĕ. Алексей Матросов та волонтерсем ĕçе лайăх йĕркеленине палăртрĕ.

Тепĕр зала куçнă тĕл пулу информаци кунĕнчи калаçу темисем тавра пулчĕ: Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн Федераци пухăвне тухнă Çырăвĕ, Раççей Президенчĕн суйлавĕн пĕтĕмлетĕвĕ, Чăваш Республикин Министрсен кабинечĕн отчечĕ пирки.

Чи малтанах Алексей Матросов пирĕн округра суйлав епле иртни çинче чарăнса тăчĕ. Чуманкасси территори пайĕнчи суйлав участокĕсенче сасăланă çынсенчен 88,32 проценчĕ Владимир Путиншăн сасă панине пĕлтерчĕ. Кунти суйлавçăсене активлă пулнăшăн тав сăмахĕ каларĕ, суйлава хутшăнассипе Чуманкасси территори пайĕ округра виççĕмĕш вырăнта пулнине палăртрĕ.

Сергей Павлов хăйĕн сăмахĕнче ял çыннисене Владимир Путинăн Çырăвĕнчи самантсемпе кĕскен паллаштарчĕ. Çавна май ĕçлеме тытăнакан çĕнĕ нацпректсем çинче чарăнса тăчĕ. «Семья», «Продолжительная и активная жизнь», «Молодежь России», «Кадры», «Экономика данных» çĕнĕ наци проекчĕсем шайĕнчи программăсем пирки каласа хăварчĕ.

Сергей Павлов пушартан сыхланмалли пирки каласа хăварчĕ. Апрель уйăхĕнчен пуçласа пушарсем ытларах тухма пултарасса палăртрĕ, мĕншĕн тесен çынсем хăрушсăрлăх йĕркине пăссах типĕ курăк çунтарнине каларĕ. Пĕлтĕр Муркаш округĕнче кун пек факт инкекпе вĕçленнине те аса илтерчĕ.

Александр Федотов Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн отчечĕ пирки каласа пачĕ. Ял çыннисене ял хуçалăхĕн аталанăвĕ кăсăклантарнăран, вăл тыр-пул, аш-какай тата ытти продукци туса илесси çинче уйрăмах тĕплĕ чарăнса тăчĕ. Хальхи вăхăтра республикăра хăмла туса илесси çине тимлĕрех пăхма тытăннине, малалла та ăна ĕрчетессипе ÿсĕмлĕ ĕçлеме палăртнине каларĕ.

Ял çыннисем округри ял хуçалăх предпиятийĕсен шăпипе тата аталанăвĕпе кăсăкланчĕç. Ку ыйту çине Алексей Матросов хуравларĕ. Апашсем кÿршĕре «Куснар» тата «Ударник» хуçалăхсем çĕнĕ хăватпа ĕçлеме тытăннăшăн савăннине пĕлтерчĕç. Предприятисем ĕçлени округăн пĕтĕмĕшле экономикипе социаллă аталанăвĕ çине те ырă витĕм кÿнине палăртса каларĕç.

Хăйсем пурăнакан вырăнта канăç паман ыйтусем те пур апашсен. Çапла чуманкассисем хăш-пĕр вырăнта электричество тункатисем тайăлса кайнине, çакă хăрушлăх кăларса тăратанине каларĕç. Ку ыйтупа ертÿçĕсем «Россети» пĕрлешĕве тухма пулăшассине пĕлтерчĕç.

Апашсем хальхи вăхăтра ялти çулсем йăшса пынăран вĕсене хырса тухмалли пирки те ыйту çĕклерĕç. Территори пай пуçлăхĕ Николай Белов вырăнти çулсене тасатса тăракан подрядчика ирпе шăпах çакна тума ыйтнине пĕлтерчĕ.

Çулсем пирки калаçнă май, терриори пайĕсенче çулсене тытса тăма çул-йĕр фончĕн калăпăшĕ пĕчĕк пулнине каларĕç. Ку пур территори пайĕнче те çаплах. Çавăнпа та подрядчиксене тупма та çăмăл мар. Уйăрса паракан укçа сумми улшăнмасть, ĕç тарифĕсем вара ÿсех пыраççĕ. Сергей Павлов ку ыйтăва Шупашкара «илсе каясса» пĕлтерчĕ. Алексей Матросов хăй те çак ыйтупа нумай пулмасть çул-йĕр мининстрĕпе калаçнине каларĕ. Ыйту пурне те канăç памасть пулсан, ăна татса парас шанчăк пур-ха.

Чуманкассисем кадрсем çитмен ыйтăва та хускатрĕç. Культура учрежденийĕсене, шкулсене специалистсем ĕçлеме килменни чăнах та çивĕч ыйту пулнине палăртрĕç. Алексей Матросов ку тĕлĕшпе те округ администрацийĕ тĕллевлĕ ĕçленине каласа пачĕ. Студентсене тĕллевлĕ вĕрентессинчен пуçласа çамрăксен федераци шайĕнчи тĕрлĕ программăпа усă курма май пурри çинчен тĕслĕхсемпе ăнлантарса пачĕ.

Ял çыннисен ытти ыйтăвсем те хуравсăр юлмарĕç.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4