Паян - Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ

Категория: Главные новости Опубликовано: 23.02.2024, 09:53 Просмотров: 619
Михайлов В В
 
 
Ачаллах салтак пулма ĕмĕтленнĕ
 
 Совет çарĕсене Афганистанран кăларнă куна, нарăсăн 15-мĕшне, юлашки çулсенче Тăван çĕршыв тулашĕнче служба тивĕçне пурнăçланисен кунĕ тесе паллă тума пуçларĕç. Çав ятпа икĕ çул совет çарĕсен Германири ушкăнĕнче службăра тăнă Владимир Михайловпа (çарти сăн ÿкерчĕкре) тĕл пулу ирттертĕм. 
Юнкă территори пайĕнчи Кăпас ялĕнче хресчен çемйинче çуралса ÿснĕ арçын ача мĕн пĕчĕкрен ĕçпе туслашнă, шăллĕшĕн тата тантăшĕсемшĕн тĕслĕх пулнă. Килте ашшĕ-амăшне пулăшнипе пĕрлех тантăшĕсемпе çуллахи каникул вăхăтĕнче «Новая Юнга» хуçалăх производствинчен те юлман: утă-улăм тавăрнă-пуçтарнă, йĕтем çинче ĕçленĕ, ыттисемпе тупăшса утă çулнă, çĕр улми кăларнă. Телевизорпа спорт передачисем, салтак пурнăçне сăнлакан фильмсем пăхма юратнă арçын ача пĕчĕкрен çĕршыв хÿтĕлевçи пулма хатĕрленнĕ. Çак тĕллевпе вăл спортпа туслашнă: футбол-хоккей вылянă, гантельсем алла илнĕ, çулла – çуран тата хĕлле йĕлтĕрпе чупнă, ку енсемпе шкулти тата районти ăмăртусене те хутшăннă, призерсен шутĕнче пулнă. Яланах спортпа туслăскер 7-мĕш теçеткене ярса пуснине пăхмасăрах яшлăха упраса хăварнă, пурнăç интересне çухатман, сывă пурнăç йĕркинчен пăрăнман.
– Пирĕн ачалăхра эпир никам та спортсмен пулас тĕллевлĕ пулман, анчах килте ларман, чупасси-сикессинчен пăрăнман, пур енпе те пĕр-пĕринпе ăмăртма тăрăшаттăмăр. Çакă пире салтака юрăхлă пулма пулăшрĕ те, – сăпайлăн калаçать 1982 – 1984 çулсенче пирĕн çарсен Германири ушкăнĕнче служба тивĕçне пурнăçланă аслă сержант.
Калаçу ку тĕле çитсен Владимир Витальевич çамрăклăхра Германири пурнăçпа паллашни, унта тирпейлĕхпе культура хуçаланни çинчен сăмахларĕ. «Юрать, сывлăх çирĕп пулнипе çав инçе çĕршыва салтак пăтти çиме кайма тÿр килчĕ. Унти пурнăçа курни ман пурнăçра  уйрăм ырă йĕр хăварчĕ», – терĕ çар ветеранĕ.
ДОСААФ автошкулĕ хыççăн çар ретне тăнă каччă салтакра водительсен отделенийĕн командирĕ пулнă. Приказсене вăхăтра пурнăçланăран командирăн тав сăмахне те пĕрре мар илтнĕ. Ку ăна малашлăхпа пурăнма хавхалантарнă. Çапла вара çартан таврăннă каччă Казахстанра тата Краснодар крайĕнче уçман çерем çинче ĕçленĕ хыççăн куçăмсăр майпа аслă пĕлÿ илет. Хыççăн вăл тăван колхозра автомеханик тата инженер пулса вăй хурать. Хăй вара спортран уйрăлмасть. Тăрăшуллăскер тĕрлĕ çулта хоккей тата футбол выляссипе, пăт пуканĕ çĕклессипе район чемпионĕ тата призерĕ пулса тăрать.
Спорт ăна вĕренме чăрмантарман. Чул хулари политехника институчĕн дипломне илсен вăл районта тĕрлĕ çĕрте тĕп инженерта ĕçлет. Шупашкарти педуниверситетри физкультурăпа спорт факультетне куçăмсăр майпа вĕренсе пĕтерсен тепĕр хушă тренер ĕçĕнче те вăй хурать. Хăйĕн воспитанникĕсемпе нумай хутчен «Ылтăн шайба», «Сăран мечĕк» ăмăртусен çĕнтерÿçи тата призерĕ пулса тăрать. Атăл тăрăхĕнче иртнĕ «Сăран мечĕк» ăмăртура Владимир Витальевич воспитанникĕсем 2-мĕш вырăна тухни те пулнă. Тĕрлĕ ÿсĕмри ачасемпе тата яшсемпе хоккейла выляса тунă ÿсĕмсем те пĕрре мар. Çаксем хыçĕнче тренер тăрăшулăхĕ те пур. Çавăнпа та Владимир Витальевича «Çарпа патриотизм воспитанийĕнчи активлă ĕçшĕн» медальпе чысланине унăн воспитанникĕсем тĕрĕс тесе хак параççĕ.
Çулсем иртнине пăхмасăрах çар водителĕ, ГСВГ ветеранĕ паян та спорт ăмăртăвĕсенчен пăрăнмасть. ГСВГ ветеранĕсем хушшинчи туслăх ăмăртăвĕсенче ăна пăт пуканĕ йăтассипе те, çуран чупассипе те çитекен сахал. Аслă асаттесен ырă йăлине пăхăнса çар хыççăн мирлĕ ĕçе кÿлĕнсе Владимир Витальевич çемье çавăрнă. Мăшăрĕпе, Елена Осиповнăпа, шăкăл-шăкăл пурăнса пÿрт-çурт çавăрнă, йывăç лартнă, 2 ача çуратса ÿстернĕ. «ГСВГ ветеранĕ» медаль хуçи паянхи çамрăксене патриот воспитанийĕ парассипе вĕсемпе час-часах тĕл пулать, инçет çĕршыври салтак пурнăçĕ пирки каласа парать. «Кашни яш салтак пулса çĕршыв интересĕсене хÿтĕлеме ĕмĕтленсен, çĕршыв ят-сумĕ те, унăн вăй-хăвачĕ те ÿсĕ», – терĕ сăмахăмăра вĕçлесе паян та водительте ĕçлекен çар ветеранĕ. 
Анатолий БЕЛОВ. 

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4