Муркаш муниципалитет округĕнче информаци куне

Категория: Главные новости Опубликовано: 21.02.2024, 15:51 Просмотров: 810
photo 2024 02 21 17 55 10
Муркаш округĕ пĕлтĕр ÿсĕмлĕ ĕçленĕ
 
Муркаш муниципалитет округĕнче ытти чухнехинчен урăхларах йĕркепе иртрĕ. Ку хутĕнче ертÿçĕсем тĕл пулусене территори пайĕсене тухса мар, округ центрĕнче пĕрлехи тĕл пулу йĕркелерĕç. Информаци кунĕ шайĕнчех Муркаш муниципалитет округ депутачĕсен Пухăвĕн черетлĕ 29-мĕш ларăвне те анлă майпа ирттерчĕç. Ăна депутатсен Пухăвĕн председателĕ Александр Иванов ертсе пычĕ.
Информаци кунĕнчи пĕрлехи тĕл пулăва Чăваш Республикин Гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен патшалăх комитечĕн председателĕ Сергей Павлов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Александр Федотов килсе çитрĕç. Муркаш муниципалитет округĕн депутатсен Пухăвĕн депутачĕсемпе пĕрле вĕсен анлă ларăвне право сыхлав органĕсен округри пайĕсен ертÿçисем,  вырăнти предприятисемпе организацисен ертÿçисем, округ администрацийĕн пай ертÿçисем, территори пайĕсен ертÿçисем, обществăлла организацисен пайташĕсем те хутшăнчĕç.
Депутататсен информаци кунĕнчи ларăвĕ савăнăçлă самантпа пуçланчĕ. Муркаш муниципалитет округĕнчи чи пултаруллă та активлă шкул ачисене Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендине илме тивĕçни çинчен калакан свидетельство парса чысларĕç.
Хыççăн Муркаш муниципалитет округ пуçлăхĕ Алексей Матросов округăн 2023 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ çинчен доклад туса пачĕ. Вăл округăн пĕтĕмĕшле бюджечĕ пĕлтĕр 1 млрд та 200 млн тенкĕпе танлашнине палăртрĕ, çав шутран 285 млн тенкĕ – харпăр хăй тупăшĕ. 
Пуçлăх докладне итленĕ май, пĕтĕмĕшле илсен, пур отрасльпе сферăра та ÿсĕм пурри курăнать. Çапла округ территорийĕнчи тĕрлĕ предприятисем пурĕ 6 млрд та 950 млн тенкĕлĕх майлă продукци туса кăларнă тата услугăсемпе тивĕçтернĕ (унчченхи çултинчен 930 млн ытла тенкĕ нумайрах). Пĕчĕк тата вăтам бизнес субъекчĕсен тата харпăр хăй тĕллĕн ĕçлекенсен шучĕ те ÿснĕ – пурĕ 2956 çитнĕ. 2023 çул пĕтĕмлетĕвĕпе пирĕн округ чăх çăмарти туса илессипе республикăра 1-мĕш вырăнта, сĕт туса илессипе тата пахча çимĕç туса илессипе – 4-мĕш вырăнта, аш-какай туса илессипе – 5-мĕш, çĕр улми туса илессипе 6-мĕш вырăнта. 
Доклада итленĕ хыççăн Сергей Павлов та, Александр Федотов та хăйсен шухăшне пĕлтерчĕç. Вĕсем округ аталанăвĕ курăннине каларĕç, çак шайран анмалла маррине палăртрĕç, ĕç кăтартăвĕсене тытса тăма тата малашне те ÿсĕмлĕ ĕçлеме май пуррине асăнчĕç. Сергей Павлов Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев хăйĕн Çырăвĕнче тата иртнĕ кунсенче депутатсем умĕнче отчет туса пани çинче чарăнса тăчĕ. Вăл пирĕн республика юлашки çулсенче пур енĕпе те ÿсĕмлĕ аталанса пынине палăртрĕ. Хăш-пĕр кăтартусемпе Чăваш Ен Атăлçи федераци округĕнче те, Раççей шайĕнче те самаях «çÿле хăпарнă».
Анлă ларура Раççей Шалти ĕçсен министерствин «Муркаш» пайĕн пуçлăхĕ Михаил Мясников пĕлтĕрхи ĕç кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ, çивĕч самантсем çинче тата ума лартнă задачăсем çинче чарăнса тăчĕ. 
Округ администрацийĕн экономика пайĕн пуçлăхĕ Ольга Тимофеева Муркаш муниципалитет округĕн 2035 çулчченхи аталану стратегийĕн проекчĕпе паллаштарчĕ.  
АПК ветеранĕсен канашĕн ертÿçи Валерий Вязов пурнăçланă ĕçсене курса тăнăран Алексей Матросовăн докладне итлеме кăмăллă пулнине палăртрĕ. 
Ларура ытти ыйтăва та сÿтсе яврĕç. Ертÿçĕсем сĕннĕ пур проекта та депутатсем унчченхи кун комисси ларăвĕсенче тĕплĕн тишкерсе сÿтсе явнă май, сасăласа çирĕплетрĕç. Докладсене ырласа йышăнчĕç. 
 
Наталия НИКОЛАЕВА. 
 

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4