Пурин те пĕрле пулăшасчĕ
Категория: Главные новости
Опубликовано: 21.02.2024, 09:44
Просмотров: 652
– Тавах сире, пирĕн пата ку таранччен Муркашран гуманитарка килменччĕ, питĕ савăнтăмăр, ытти районсенчен илсе килнисем пулнă...
– Паян Авдеевкăна пирĕннисем унка илчĕç пулас...
– Сирĕн çав полкпа çыхăну пур-и? Пирĕн ентеш пирки пĕлсе парайратăр-ши..?
– Салам, паян пире медальсемпе наградăларĕç...
– Пирĕн УАЗсем валли саппас пайсем тупса парса ярайратăр-ши..?
– Пылчăкĕ чĕркуççи таранах, хамăр та негрсем пекех, анчах аптăрамастпăр, веçех лайăх...
– Эпир Михайловкăна çитрĕмĕр, хăвăрăн танкистсене шăнкăравласа пĕлтерĕр, часах вĕсем патĕнче пулатпăр, гуманитарка илме тухмалла пулать...
Çак сăмахсенче – волонтерсен пурнăçĕ. Ирпе-и, кăнтăрла-и, каçалапа е çĕрле – пур вăхăтра та вĕсем телефонри смс е шăнкăрав çине хуравлаççĕ. Тĕне кĕртнĕ чух çакса янă хĕресе хывмасăр çÿренĕ пекех хальхи вăхăтра вĕсем телефона та çумрах тытаççĕ, кĕсье çук пулсан алăран вĕçертмеççĕ.
Çак пысăк ырă ĕçе – ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешсене пулăшассине – Муркаш округĕнчи чылай çын харпăр хăй ирĕкĕпе туса пырать. Пирĕн округра ентешсене пулăшакан «Моргаушцы – за Победу!» волонтерсен ушкăнĕ ĕçленине нумайăшĕ пĕлет пулĕ.
Юлашки вăхăтра çак юхăмра вĕренÿ организацийĕсен коллективĕсем те пуçарулăх кăтартаççĕ. Нумаях пулмасть Муркаш шкулĕнче вĕренекенсем салтаксем валли тиесе килнĕ курупкасене вунă-вунпилĕк минут хушши йăтрĕç пулĕ. Пĕр класс ĕçлерĕ. Чăнах та, учительсемпе шкулти ытти ĕçченсем, ачасем, вĕсен ашшĕ-амăшĕсем салтаксене кирлĕ япаласемпе апат-çимĕç продукчĕсем питĕ нумай пухма пултарнă. Вĕсене хамăрăн ентешсем патне пайăн-пайăн парса яма тытăнтăмăр та ĕнтĕ.
Çак кунсенче Мăн Сĕнтĕрти «Мечта» ача садĕнче, Муркашри «Солнышко» ача садĕнче, Отарккăри «Малыш» ача садĕнче ĕçлекенсем ачасемпе тата вĕсен ашшĕ-амăшĕпе пĕрле салтаксем валли пухнă кучченеçсем илсе килчĕç. Чуманкасси, Ярапайкасси, Сыпай шкулĕсенче вĕренекенсем çырусем çырса хатĕрлерĕç. Ветерансем те музея пĕрле пухăнса ентешсем патне çыру çырчĕç.
Волонтерсен ушкăнĕн телеграмри «Моргаушцы – за Победу!» чатĕнче салтаксене пулăшу кирли пирки пĕлтернĕ хыççăнах ял çыннисем тÿрех пулăшупа васкаççĕ. Вĕсем çапăçу хирĕнчен мĕн ыйтнине кăна мар, салтаксене пĕчĕк савăнăç та пулин парнелеме тăрăшаççĕ. Çапла Кÿстерекри Лия Федоровăпа Георгий Тону, сăмахран, милĕксем те, армути те (шăшисенчен пулăшать) килсе панăччĕ. «Малтисен мунчине те сайра хутра çеç кĕме май пур пулĕ, милĕкпе те пулин савăнтарасчĕ», – терĕç.
Салтаксене вара темĕн те кирлĕ. Çавăнпа та вĕсене пулăшас текенсем хăма та, пĕчĕк газ баллонĕсем те, автомашина валли саппас пайсемпе сĕрмелли-çунтармалли материалсене хăйсем туянса парса яракансем пуррине пысăка хурса хаклатпăр. Çак икĕ уйăхра салтаксем ыйтнине тивĕçтернĕ май, тĕслĕхрен, Муркашри Алексей Тимофеев предприниматель 3 кубла метр хăма ентешсене ахалех парса ячĕ (Муркашри Хĕрлĕ площадь урамĕпе вырнаçнă база).
Пире тăтăшах пулăшса пыракан Станислав Токтаровпа Павел Вязова тав сăмахĕ калатпăр. Çынлăх, йĕркелĕх, ответлăх тенине вĕсем чăнах та хăйсен ĕçĕпе çирĕплетсе параççĕ. Вĕсем пысăк пулăшу панипех январь-февраль уйăхĕсенче кăна хаклă йышши техника оборудованийĕ туянса ентешсем патне çитерсе патăмăр. Вăл шутра – тепловизор прицелĕсем те, дронпа ĕçлемелли хатĕрсем те. Вĕсем вара йÿнĕ мар, анчах та салтаксен пурнăçне çăлса хăварма пулăшаççĕ. «Тепловизор пулмасан сĕм çĕрле нимĕн те кураймастăн, çавăнпа та «Моргаушцы – за Победу!» ушкăна тав сăмахĕ калатпăр. Эсир туянса пулăшнă оборудованисем пире чăнах та питĕ кирлĕ», – çапла çыраççĕ е калаççĕ ентешсем хăйсен видеороликĕсенче тата смс хыпарĕсенче.
Салтаксене пулăшас ĕçе хутшăнакан ял çыннисене пурне те тав сăмахĕ калатпăр: эсир пулăшнăран ĕнтĕ автомашинăсем валли саппас пайсем, çунтармалли-сĕрмелли материалсем, маскировка сеткисем, блиндажсем тума строительство материалĕсем, бензинпа ĕçлекен пăчкăсем тата ыттине те салтаксем валли туянса çитерсе паратпăр. Салтаксем патне гуманитари пулăшăвне çитерсе паракан волонтерсене, паллах, питĕ пысăк тав. Вĕсем ентешсене гуманитари пулăшăвĕпе тивĕçтерес сыпăкăн питĕ ответлă ĕçне пурнăçлаççĕ.
«Моргаушцы – за Победу!» волонтерсен ушкăнĕнчи хĕрарăмсен ырă йăли пирки те каласа хăвармалла: эпир кунтан тÿррĕнех хăйсен чаçĕ тăнă вырăна каякансене шăнтса хатĕрленĕ хуран кукли тата ăшаланă кукăль парса яратпăр. Çапла ку таранччен Ваçкасси, Хорнуй, Уйкас Турай ялĕсенчи хĕрарăмсем çупса хатĕрленĕ кукăльсене пирĕн салтаксем патне ăсатнă. Çакна çирĕплетекен сăн ÿкерчĕксем те, видеороликсем те ярса панăччĕ ентешсем. Иртнĕ эрнере кăна-ха Луганск Республикинче тăракан çар чаçĕнчи ентешсем патне Çулав тата Шарпаш ялĕсенчен кукăль парса ячĕç. Тав сăмахĕ те кĕттермерĕ – ентешсем видеоролик ярса пачĕç.
Хамăрăн ентешсем валли туяннă техника оборудованине тата пур çын тăрăшнипе хатĕрленĕ посылкăсене алăран алла çитерсе парассине йĕркеленĕ ĕнтĕ. Çакна асăннă ушкăнăн чатĕнче курса тăма май пур. Çар чаçĕсенчен Тав сăмахĕсем килни те пирĕн пулăшу унта кирлине çирĕплетсе парать.
Çулталăк пуçланнăранпа «Моргаушцы – за Победу!» волонтерсен ушкăнне тĕрлĕ çар чаçĕнчи ентешсем пурĕ пилĕк çĕртен пулăшу ыйтса тухрĕç. Виçĕ вырăна пулăшу çитертĕмĕр, тăваттăмĕшне шăпах çак кунсенче парса яратпăр. Пиллĕкмĕш ыйтăва тивĕçтерессипе халĕ малалла тăрăшатпăр. Пулăшас текенсем айккинче юлмасса, пирĕн ушкăна хутшăнасса шанатпăр. Халăх пĕрле пулсан çеç пулăшăва вăхăтра йĕркелеме тата салтаксен ыйтăвне тивĕçтерме май пур. Пулăшас текенсем муркашсен асăннă чатне хутшăнма тата 8-905-345-41-01 номерпе шăнкăравлама пултараççĕ.
Наталия НИКОЛАЕВА.
Сăн ÿкерчĕксенче:
отпуска килнĕ ентешрен посылка парса ятăмăр;
Добавить комментарий