Йÿçкассинче шашка турнирĕ иртрĕ

Категория: Главные новости Опубликовано: 19.02.2024, 09:12 Просмотров: 624

Dyu0Oifj bk

Кашин çулах Йÿçкасси ялĕнче нарăс уйăхĕн пĕрремĕш шăмат кунĕнче шашка турнирĕ ирттересси ырă йăлана кĕчĕ. Ăна шашкăпа спорт мастерĕн кандидатне, ултă хут Муркаш районĕн чемпионĕ пулнă Александр Александрович Ермолаева халалланă. Кăçал та вырăнти культура çуртĕнче халăх йышлă пуçтарăнчĕ. 19-мĕш хут йĕркелекен ăмăртăва çирĕм çын хутшăнчĕ – 16 ар çын тата тăватă хĕрарăм.

Кубоксемпе медальсене икĕ ушкăнра выляттарчĕç. Ку кăçалхи турнирăн пĕр çĕнĕлĕхĕ. Тепри вара хутшăнакансен географийĕ сарăлни. Муркаш тăрăхĕнчен кăна мар Шупашкар муниципаллă округĕнчен те çитрĕç тупăшăва. Спорт уявне кÿршĕсем виççĕн хутшăнчĕç. Вĕсенчен пĕри Геннадий Мочалов Чăваш Ен чемпионĕ. Александр Ермолаевпа вăл иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче шăпах шашкăлла вылянă чух паллашнă. Ăсталăхĕ пысăк пулнине палăртать вăл. Ваçкасси ялĕнчи Георгий Лукин та Сан Санчпа ăмăртура паллашнă. Çакăнтан пуçланнă туслăх çирĕпленсе кăна пынă. «Питĕ пултаруллă, анлă тавра курăмлă çын, шанчăклă тус. Кирек мĕнле лару-тăрăва та уçăмлатма пултаратчĕ. Ачисене те тĕрĕс-тĕкел ÿстернĕ. Ашшĕ пуçарса янă ăмăртăва халĕ вĕсем тытса пыраççĕ. Турнира çÿллĕ шайра йĕркелеççĕ. Мана питĕ килĕшет. Тепĕр çул та хутшăнма палăртатăп» пĕлтерчĕ Георгий Егорович.
Çурлатăринчи Алексей Ефремова вара Александр Ермолаевпа пĕр чаçре хĕсметре тăни çывăхлатнă. Вĕсем иккĕшĕ те çĕршыв чиккине хуралланă. Çĕнтерÿ кунĕнчи парадра пĕррме мар хутшăннă вĕсем.

Александр Александрович чылай çул Йÿçкасси шкулĕнче ĕçленĕ. Ачасене тĕрлĕ предметпа вĕрентнĕ. «Кивĕ пĕлӳ çуртĕнче урок тăхтавĕнче «Хĕвел» хăнăхтарăва тăватчĕ. Эпир вĕренекенсем тĕлĕнсе пăхса тăраттăмăр. Çитĕнĕкен ăрушăн вăл яланах тĕслĕх» тет Йÿçкасси ялĕнче пурăнакан Иван Владимиров.

Шашка турнирĕ ирхи вунă сехетчен пуçласа каçхи çичĕ сехетченех пычĕ. Хĕрӳ тупăшура арçынсен йышĕнче Шупашкар тăрăхĕнчи Тутаркассинчи Геннадий Мочалов çĕнтерчĕ. Орининти Александр Репин - иккĕмĕш, Анатри Панклири Валериан Трофимов - виççĕмĕш пулчĕç.

Хĕрарăмсенчен — Муркашри Алевтина Авдеева чи ăсти пулчĕ, вăл пурне те парăнатарчĕ. Орининти Наталия Дмитриева иккĕмĕш, Муркашри Анфиса Анисимова виççĕмĕш. Çĕнтерӳçĕсене кубоксемпе тата медальсемпе чысларĕç, хутшăнакансене тата уява килнисене кашнинех асăнмалах медальпе хавхалантарчĕç.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4