Ĕнер Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне Çырупа тухрĕ.
Муркаш муниципалитет округ пуçлăхĕ Алексей Матросов асăннă мероприятие хутшăнчĕ. Хăйĕн шухăшне çапла пĕлтерчĕ:
«Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев хăйĕн Çырăвĕнче республикăн 2023 çулхи аталанăвне тишкерчĕ, регион умĕнче тăракан тĕллевсем çинче чарăнчĕ.
Хăйĕн Çырăвне вăл ачасене, Тăван çĕршыва, ĕçе юратмалли тата телейлĕ ачалăх çинчен каланипе пуçларĕ. Эпир мĕн туни – пĕтĕмпех ачасен, çитĕнекен ăрăвăн пуласлăхĕшĕн.
Телейлĕ ачалăх çулталăкне пĕтĕмлетнĕ май, регион ертÿçи ачасене тивĕçлĕ шайра пĕлÿ тата воспитани пама май паракан мероприятисем çинче чарăнса тăчĕ. 2021 – 2023 çулсенче республикăра 13 çĕнĕ вĕренÿ объекчĕ туса хута янă, 145 объект юсаса çĕнетнĕ. Пирĕн муниципалитет округĕнче те Мăн Сĕнтĕрти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкула тĕпрен юсаса çĕнетрĕмĕр. Малашне тума палăртнă объектсен йышĕнче вара Олег Николаев Москакассинчи ача садне тăвассине те каласа хăварчĕ.
Телейлĕ ачалăх çулталăкĕ ятарлă çар операцийĕн темипе те çыхăнса тăрать. Паян пирĕн салтаксем Раççей пуласлăхĕшĕн, пирĕн ачасемпе мăнуксен пуласлăхĕшĕн алла хĕç-пăшал тытса çĕршыва хÿтĕлеççĕ. Эпир хамăрăн Тăван çĕршыва хÿтĕлекенсен паттăрлăхĕпе мăнаçланатпăр. Регион пуçлăхĕ пирĕн республика малти ретре çапăçакансем патне гуманитари пулăшăвĕ кÿрессипе çирĕп тыл пулса тăнине палăртрĕ. Пирĕн муниципалитет округĕ те çак пулăшăва унта çитерес ĕçе малтисен йышĕнче кÿлĕнчĕ. Çĕршывшăн йывăр вăхăтра пĕрле пулнăшăн, салтаксене пĕрле пулăшнăшăн пурне те пысăк тав.
Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин 2024 çула Çемье çулталăкĕ тесе палăртрĕ. Çемьесене тивĕçтерекен пулăшу мерисем çулсеренех хушăнса пыраççĕ. Çырура каланă тăрăх вара кăçал ачаллă çемьесене тимлĕх тата та ытларах уйăрĕç. Пур социаллă тÿлеве те индексацилеççĕ. 2023 çулта пирĕн муниципалитет округĕнчи 39 çемьене çĕнĕ çурт-йĕрпе тивĕçтертĕмĕр. Ку енпе тата та активлăрах ĕçлеме палăртатпăр.
Республикăра палăртнă Экологи çулталăкĕнче те эпир хамăр ума пысăк задачăсем лартатпăр. Тăван тавралăха тирпейлĕрех тата илемлĕрех тăвас тĕллевпе активлăрах ĕçлемелле.
Олег Николаев хăйĕн Çырăвĕнче пуçарулăх бюджечĕн программипе пурнăçа кĕртсе пыракан проектсем ял пурнăçне лайăхрах тăвассинче пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăнине каларĕ. Çакна Муркаш муниципалитет тăрăхĕнче пурăнакансем те хăйсен тĕслĕхĕпе çирĕплетсе параççĕ – ялти пурнăçа кĕске вăхăтрах хăтлăрах тума вĕсем суйласа илнĕ проектсем самай пулăшаççĕ. Шупашкар агломерацийĕн мастер-планне туса хуни вара ялти пурнăçа татах та хăтлăрах тума май парĕ.
Çырура кашни сферăна, кашни территорие аталантармалли конкретлă задачăсене палăртнă. Вĕсене пирĕн пурин те пĕрле – пĕр пысăк çемье пек пулса пурнăçа кĕртме тăрăшмалла. Пĕрле эпир пĕтĕмпех пурнăçлама пултарассине çирĕп шанатăп».
Сентябрь 2026 |
