Наци проекчĕсем - Муркаш округĕнче: «Культура»

Категория: Главные новости Опубликовано: 26.01.2024, 09:39 Просмотров: 725

Б 6 1

Культура пурнăçĕнче ырă улшăнусем курăмлă

Муркаш муниципалитет округĕн культура сфери пуян. Округ территорийĕнче 42 клуб, 31 библиотека, 3 музей тата ачасен искусство шкулĕ. Вĕсен ĕçĕ-хĕлĕ хамăрăн культурăна, чăваш халăхĕн йăли-йĕркине, наци хăйне евĕрлĕхне сыхласа хăварассипе тата малалла аталантарса пырассипе çыхăннă.
Палăртмалла, ялти культурăна аталантарассин ыйтăвĕсене юлашки çулсенче патшалăх шайĕнчех пысăк тимлĕх уйăраççĕ. «Культура» наци проекчĕ ĕçлеме пуçланăранпа тĕллевлĕрех ĕçлесе пыма майсем тупăнчĕç. Унăн шайĕнче «Культурная среда», «Творческие люди» тата «Цифровая культура» регион проекчĕсем пурнăçа кĕме тытăнчĕç. Наци проекчĕ шайĕнче культурăпа кану учрежденийĕсене юсассипе тата çĕнĕрен тăвассипе, вĕсене хальхи оборудованипе тивĕçтерессипе, тĕслĕх библиотекăсем йĕркелессипе, кĕнекесен фондне çĕнетессипе, специалистсем вĕрентсе хатĕрлессипе калăпăшлă ĕçсем пăхса хунă.
«Культура» наци проекчĕпе 2020 çулта Мăн Сĕнтĕрте районти пĕрремĕш тĕслĕх библиотека хута кайрĕ. Ку вăл асăннă наци проекчĕ шайĕнче округ территорийĕнче туса ирттернĕ калăпăшлă ĕçсенчен пĕрремĕшĕ пулчĕ.
2021 çулта вара Çĕнĕ çул уявĕ умĕн «Культура» наци проекчĕпе Ярапайкассинче çĕнĕ Культура çурчĕ хăйĕн алăкĕсене уçрĕ. Ку вăл – районĕпе те юлашки çулсенче никĕсрен тытăнса çĕнĕрен çĕкленĕ пĕрремĕш культура объекчĕ. 150 вырăнлă Культура çуртне тума 33 млн та 330 пин тенкĕ уйăрнă. Вăл шутран 33 млн тенкине – федераци бюджетĕнчен, ыттине – республика бюджетĕнчен.
Ярапайкассинче тата çывăхри Милютакасси, Ермак, Итакачкасси, Елача ялĕсенче 800 çын ытла пурăнать. Апла пулсан çак ялсенче пурăнакансемшĕн çĕнĕ Культура çурчĕ Çĕнĕ çул уявĕ умĕнхи чăн-чăн пысăк парне пулчĕ.
Çавна та каласа хăвармалла. Наци проекчĕ шайĕнчех тĕрлĕ шайри специалистсем çуллен вĕренÿ центрĕнче хăйсен пĕлĕвне ÿстерсе пыраççĕ.
2018 – 2023 çулсенче патшалăх пулăшăвĕпе усă курса тата вырăнти бюджетран укçа-тенкĕ уйăрнипе 11 культура учрежденийĕнче юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ, 7 учреждение модернизацилеме май килнĕ.
Культура учрежденийĕсен пурлăхпа техника бази çирĕпленсе пырать. Республика Министрсен Кабинечĕ çирĕплетнĕ «Строительство (реконструкция) и модернизация муниципальных учреждений культуры клубного типа» хушма программăпа 2022 çулта Очăкассинчи клуб çуртне тĕпрен юсама пултарнă. Юсав ĕçĕсем валли 7,4 млн тенкĕ уйăрнă. «Единая Россия» политика партийĕн «Культура малой Родины» программипе вара Ярославкăри Культура çуртĕнче модернизаци ĕçĕсем туса ирттернĕ, 505 пин тенкĕлĕх хальхи оборудовани тата сцена çипуçĕ туяннă. Пĕлтĕр «Культура малой Родины» проекта хутшăнса Апчар клубĕн çуртне юсаса çĕнетнĕ. Çавăн пекех вырăнти бюджет укçи-тенкипе 5 культура учрежденийĕн пурлăхпа техника базине пуянлатнă.
Пĕлтĕр «Культура» наци проекчĕ шайĕнче Муркашра А.Г. Николаев ячĕллĕ ача-пăча тĕслĕх библиотеки хăйĕн алăкĕсене уçрĕ. Библиотека ертÿçи Елена Налимова каласа панă тăрăх, çуллахи каникул кунĕсенче те кунта халĕ ача-пăча йышлă. Библиотека сăн-сăпачĕ тĕпрен çĕнелсе улшăнни пурне те килĕшет. Çакă мар-и-ха вăл наци проекчĕсем ял çыннисен пурнăçĕнче епле пысăк вырăн йышăннине çирĕплетекен тĕслĕх?
Елена Налимова çавна та палăртать. Библиотекăра тĕрлĕрен «Планетăсем» йĕркеленĕ, пĕтĕмпе вĕсем 5. «Шанчăк планети», «Çăлтăр çулĕ» выставка зони, функци вулавĕн «Пĕлÿ планети» зони, «Пĕчĕк принц планети» уçлăх, нумай функциллĕ «Ăнăçу планети» аталану зони.
«Шанчăк планетинче» çул çитмен ачасемпе тренингсем ирттереççĕ. Библиотекăна пĕлтĕр килсе çитнĕ 1 млн тенкĕлĕх 2043 экземпляр кĕнеке хушшинче ачасен психологийĕпе çырнă кĕнекесем те çук мар. «Культура» наци проекчĕ шайĕнче вара тĕслĕх библиотека йĕркелеме муркашсене пĕтĕмпе 5 млн тенкĕ уйăрса панă.
Библиотекарьсем каласа панă тăрăх, ачасем «Çăлтăр çулĕ» выставка зонинче сахал мар вăхăт ирттереççĕ. Кунтах икĕ геройăн – икĕ хут Совет Союзĕн Геройĕн Андриян Николаев летчик-космонавтăн тата Социализмла Ĕç Геройĕн Евтихий Андреевăн сăн ÿкерчĕкĕсем пур. Вăхăтлăх кунта вĕсем космонавт та пулма пултараççĕ: форма та, фотозона та пур. Елена Ивановна шухăшĕпе ачасем вĕсен тĕслĕхĕпе хăйсен умĕнчи тĕллевĕсене пурнăçлама вĕренеççĕ.
Курса тĕлĕнмелли библиотекăн ытти «Планетисенче» те сахал мар. Кунта корпуслă тата çемçе сĕтел-пукан, тĕрлĕ оборудовани вырнаçтарнă. Планетари, телескоп, виртуаллă чăнлăх куçлăхĕ, графика планшечĕсем, ноутбуксем, ЖК-телевизор, цифра фотоаппарачĕ, видеокамера, микрофонсем, веб-камера, музыка центрĕ, оргтехника, сĕтел çи вĕренÿ вăййисем, теттесем, бизиборд, «Космонавт», «Пĕчĕк принц», «Хунарçă» тантамарескăсем, интерактивлă сĕтелсем, интерактивлă урай – çаксем пĕтĕмпех ачасен ăс-тăнне аталантарма пулăшаççĕ.
Çак вăхăта библиотека вулавçисем 2 пине яхăн. Мускав хулинчи ачасем те пулса курнă библиотекăра. Вĕсене те кунта питĕ килĕшнĕ. Тĕслĕх библиотека Муркаш тăрăхĕнчи ачасем валли чăн-чăн парне пулса тăрать.
Кăçал та культура енĕпе юсав ĕçĕсем туса ирттерме палăртнă. Акă Турайри Культура çуртне тĕпрен юсама 18,4 миллион тенкĕ уйăрнă. Юсав ĕçĕсене Чăваш Республикин культура аталанăвĕн программин «Строительство (реконструкция) и модернизация муниципальных учреждений культуры клубного типа» хушма программи шайĕнче туса ирттерĕç.
Çавăн пекех Муркашри ача-пăча библиотекин çурчĕн умне юсама, ытти юсавпа хăтлăх ĕçĕсем туса ирттерме те округ бюджетĕнче укçа-тенкĕ пăхса хăварнă.
Çапла, ялти культура учрежденийĕсене юсаса хăтлăлатас, вĕсен пурлăхпа техника базине пуянлатса пырас тĕлĕшпе округра çуллен сахал мар ĕç туса ирттереççĕ. Çĕршывра Раççей Президенчĕн указне тĕпе хурса 2019 çултанпа пурнăçа кĕрекен «Культура» наци проекчĕ, унăн шайĕнче туса хатĕрленĕ регион проекчĕсемпе программисем ку тĕлĕшпе пысăк тĕкĕ пулса тăраççĕ.
 
Эвелина ЕРШОВА,
Муркаш шкулĕн 8-мĕш класс вĕренекенĕ:
 – Эпĕ вулама юрататăп, библиотекăна эрнере икĕ кун çÿретĕп. Кунта интереслĕ кĕнекесем питĕ нумай. Кĕнекесем вуланипе, хаçат-журналпа паллашнипе пĕрлех пирĕншĕн интересли библиотекăра татах сахал мар. Кунта тăтăшах тĕрлĕ мероприяти ирттереççĕ. Кусем вĕсем выставкăсем, викторинăсем, литература лармавĕсем. Интереслĕ çынсемпе, писательсемпе те тĕл пулусем тăтăшах пулаççĕ. 
Библиотекăра мана килĕшет: стильлĕ, хальхи йышши, космоспа çыхăннă. Кун пекки урăх ниçта та çук! Тантăшпа пĕрле эпир Волонтерсен шкулне çырăнтăмăр. Ку шкул библиотекăра ĕçлет. Унта эпир мастер-классем ирттеретпĕр, тĕрлĕ мероприятисене хутшăнатпăр, пĕтĕмпех çĕннине вĕренетпĕр.
 
Владислав ШАПОШНИКОВ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4