Наци проекчĕсем - Муркаш округĕнче: «Пурăнмалли çурт-йĕр тата хула тăрăхĕ»

Категория: Главные новости Опубликовано: 26.01.2024, 09:36 Просмотров: 731

Муркаш 2

Халĕ Муркашра та, Мăн Сĕнтĕрте те хăтлăрах

Паянхи пурнăçа иртнипе танлаштарма ниепле те май çук. Ял çыннин пурнăçĕнче юлашки çулсенче питех те калăпăшлă улшăнусем пулса иртеççĕ. Çакă пĕтĕмпех пирĕн пурнăçа хăтлăрах та меллĕрех тăвассипе çыхăннă. Ку вăл ăнсăртран мар. Юлашки çулсенче ял пурнăçне çĕнетсе лайăхлатассипе çĕршыв шайĕнче те, республикăра та тĕрлĕрен программăсемпе проектсем пурнăçа кĕрсе пыраççĕ. Вĕсене май пур таран анлăрах хутшăнни май парать те пире хамăрăн пурнăç условийĕсене лайăхлатса пыма.

Сăмах – «Пурăнмалли çурт-йĕр тата хула тăрăхĕ» наци проекчĕ пирки. Шăпах унăн шайĕнче паян ял çыннисен пурнăçĕнче епле пĕлтерĕшлĕ улшăнусем пулса иртнине ниепле те курмасăр пултараймастпăр. Асăннă наци проекчĕ шайĕнче «Хăтлă хула тăрăхĕ йĕркелесси», «Пурăнмалли çурт-йĕр», «Пурăнма юрăхсăр çурт-йĕре тăнăççăн чакарса пырассине тивĕçтересси» регион проекчĕсене палăртнă. Округ администрацийĕ вĕсене анлăн хутшăнни май парать те пирĕн çурт-йĕр, пурнăç условийĕсене лайăхлатса пыма, хамăрăн пурнăçа хăтлăрах та меллĕрех тума.

Муркаш округĕ тесен пирĕн куç умне чи малтанах округ центрĕ – Муркаш ялĕ – тухать. Паллă ĕнтĕ, Муркаш вăл – пирĕн округăн сăн-сăпачĕ. Округ территорийĕнче пулса иртекен калăпăшлă улшăнусене те эпир чи малтанах Муркаш ялĕ тăрăх хаклатпăр. Юлашки çулсенче Муркаш сăн-сăпачĕ епле илемленсе улшăнса пынине вара кирек кам та асăрхатех. Акă пурте астăватпăр-ха 3 – 4 çул каялла Муркашри Çĕнтерÿ паркĕ мĕнле шайра пулнине. Паркра таса марччĕ, тенкелĕсем ванса пĕтнĕччĕ, йĕри-тавра тытнă карти çĕрĕшсе тÿне-тÿне кайнăччĕ.

Паян вара кунта – пачах урăхла ÿкерчĕк. «Пурăнмалли çурт-йĕр тата хула тăрăхĕ» наци проекчĕ шайĕнче Муркашри «Çĕнтерÿ паркĕ» обществăлла территорире иртнĕ çулсенче калăпăшлă юсав ĕçĕсем туса ирттерме май килчĕ. Юсав ĕçĕсене икĕ тапхăрпа туса ирттернĕ. Çавна валли федераци бюджетĕнчен 10 млн тенкĕ ытла уйăрнă. Халĕ кунта хĕл кунĕсенче те пуриншĕн те хăтлă, меллĕ, илемлĕ (1-мĕш сăн ÿкерчĕк).

Пĕлтĕр вара округ центрне хăтлăрах та илемлĕрех тăвассипе асăннă регион проекчĕ шайĕнче хăтлăх ĕçĕсем малалла тăсăлчĕç. Ĕçсене подряд организацийĕ – «Прогресс» АК» «Сывлăх» спорт шкулĕпе округ администрацийĕн çурчĕ умĕнче пурнăçларĕ. Унчченхи ватă йывăçсем вырăнне çĕннисене лартса хăварнă, тенкелсем туса панă. Кунпа пĕрлех «Сывлăх» спорт шкулĕпе округ администрацийĕ умĕнче çутă хунарĕсем вырнаçтарнă, территорие плитка сарнă, çуран çÿрекенсем валли çулсем тунă. Çĕрле те халĕ кунта çап-çутă, тирпейлĕ. Асăннă площадка эстетика енĕпе пĕтĕмĕшле парк зонипе пĕр çыхăнăва пĕрлешрĕ.

«Пурăнмалли çурт-йĕр тата хула тăрăхĕ» наци проекчĕ шайĕнчи «Хăтлă хула тăрăхĕ йĕркелесси» регион проекчĕ шайĕнчи хăтлăх ĕçĕсем пĕлтĕр округ центрĕнче кунпах вĕçленмерĕç-ха. Муркашри нумай хваттерлĕ çуртсем таврашĕнчи территорисенче те хăтлăх ĕçĕсене калăпăшлă туса ирттерчĕç. Октябре 50 çул урамра нумай хваттерлĕ 14-мĕш, 12-мĕш тата 10-мĕш çуртсем патĕнче Петр Краснов уйрăм предприниматель строителĕсем хăтлăх ĕçĕсем пурнăçларĕç. Тротуарсене çĕнĕрен сарчĕç, юсарĕç, бордюрсем турĕç, ытти ĕçсем пурнăçларĕç. Юсав ĕçĕсем валли 2 млн тенкĕ ытла уйăрнă.

Хыççăн вара кун пек хăтлăх ĕçĕсенех Парковая урамра та туса ирттерчĕç. Кунта «Озон» оперштаб ООО строителĕсем тăрăшрĕç, ĕçсене  1-мĕш, 3 «а» тата 3-мĕш, 5 «а» тата 5-мĕш çуртсем патĕнче пĕтĕмĕшле 7 млн ытла тенкĕлĕх пурнăçларĕç.

Асăннă общество строителĕсемех кайран Муркашри татах тепĕр объектра тăрăшрĕç. Ленин урамĕнчи нумай хваттерлĕ 28-мĕш, 26-мĕш, 30-мĕш, Хĕрлĕ тÿремри 6-мĕшпе 4-мĕш çуртсем патĕнче калăпăшлă ĕçсем пурнăçларĕç. Кунта та бордюрсем вырнаçтарнă, тротуарсем çĕнĕрен сарнă, çÿремелли çулсене анлăлатнă, çынсене ларса канма тенкелсем вырнаçтарса панă. Питĕ хăтлă та меллĕ.

Çавна та каласа хăвармалла. Асăннă наци проекчĕ шайĕнче округ центрĕнчи хăтлăх ĕçĕсем кăçал малалла тăсăлаççĕ. Çу кунĕсем çитсен кун пек хăтлăх ĕçĕсене «Сывлăх» спорт шкулĕ хыçĕнчи пĕве патĕнчи территорире туса ирттерме май килĕ. (2-мĕш сăн ÿкерчĕк). Кунта ĕçсене кăçал 6 млн ытла тенкĕлĕх туса ирттермелле пулать. Пĕр сăмахпа – Муркаш татах хăтлăланса илемленĕ, вăл округ центрĕнче пурăнакансен тата кунта килсе çÿрекенсен чун туртнă вырăнĕ пулса тăрĕ.

Пĕлтерĕшлĕ самант. «Пурăнмалли çурт-йĕр тата хула тăрăхĕ» наци проекчĕ шайĕнчи хăтлăх ĕçĕсем округ центрĕнче кăна пулса пымаççĕ. Паянхи куна унăн пысăк майĕсене ытти çĕрте те курма-туйма ĕлкĕрчĕç ĕнтĕ.

Акă Мăн Сĕнтĕрте пĕлтĕр 3,5 гектар лаптăк йышăнакан Çĕнтерÿ 40 çул тултарни ячĕллĕ парка савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Наци проекчĕн «Формирование комфортной городской среды» регион проекчĕпе кунта хăтлăх ĕçĕсене икĕ тапхăрпа 20 млн ытла тенкĕлĕх туса ирттерчĕç. Асăннă программăпах пĕлтĕр паркра ача-пăча валли вăйă комплексĕ те йĕркелеме май килчĕ. Çав тĕллевпе республика 8 млн тенкĕ уйăрнă.

«Мăнсĕнтĕрсен те халĕ хăтлă парк пур», – тесе каласа параççĕ хăйсен савăнăçне пытараймасăр Мăн Сĕнтĕр ялĕнче пурăнакансем. Вĕсен савăнăçне ăнланма пулать. Мăн Сĕнтĕр ялĕ вăл, тĕрĕссипе, иккĕмĕш район центрĕ пекех. Мăн Сĕнтĕрти Çĕнтерÿ 40 çул тултарни ячĕллĕ паркăн лаптăкĕ пĕчĕкех мар. Кунта унччен те хăтлăх ĕçĕсем çуллен тенĕ пекех туса ирттернĕ. Анчах та вырăнти бюджет укçи-тенкипе кăна калăпăшлă ĕçсем ниепле те пурнăçлама май çук. Халĕ вара кунта хăтлăх ĕçĕсене «Пурăнмалли çурт-йĕр тата хула тăрăхĕ» наци проекчĕн «Хăтлă хула тăрăхĕ йĕркелесси» регион проекчĕ шайĕнче туса ирттерме май килнĕ. Кирлĕ укçа-тенкĕн ытларах пайне федераци бюджетĕнчен уйăрнă.

Тĕрĕссипе кунти ĕçсене икĕ тапхăрпа туса ирттерчĕç. 2021 çулта паркра тротуарсем, ларса канмалли тенкелсем пулмалли вырăнсенче çутă юписемпе хунарĕсене вырнаçтарса тухнă, ытти ĕçсене пурнăçланă. Ĕçсене подрядчик – Андрей Кудрявцев ИП  2 млн тенкĕлĕх пурнăçланă.

Тепĕр çулне хăтлăх ĕçĕсем малалла тăсăлчĕç. Мăн Сĕнтĕр территори пайĕн пуçлăхĕ Наталья Мареева палăртнă тăрăх, уйăрса панă укçа-тенкĕпе пĕтĕмĕшпех усă курнă. Çапла вара ĕçсене обществăлла территорире – Ленин урамĕнче вырнаçнă Çĕнтерÿ 40 çул тултарни ячĕллĕ паркра подрядчик ООО «Краснов» 16,8 млн тенкĕлĕх туса ирттернĕ. Ачасем хăйсем валли туса панă ятарлă площадкăра вăхăта ирттернĕ чухне вĕсен ашшĕ-амăшĕн тренажер площадкинче хул-çурăма çемçетме май пур. Паркрах волейболла выляма сарса хытарнă ятарлă площадка та йĕркеленĕ. Питĕ меллĕ.

Тĕрлĕрен мероприятисем ирттерме унччен паркра ятарлă сцена пулман. Халĕ вара çине витнĕ сцена та пур. Çакăншăн уйрăмах Мăн Сĕнтĕрти Культура çуртĕнче ĕçлекенсем кăмăллă. «Вырăнти артистсемшĕн кунта халĕ çуллахи шăрăх та, çумăр çуни те пăтăрмахлă мар», – теççĕ вĕсем.

Паркра унччен тенкелсем çителĕклĕ пулман. Халĕ вĕсен шутне те ÿстернĕ, хăтлă та меллĕ çĕнĕ тенкелсем пурин валли те пур.

Хăтлăланса çĕнелнĕ парка унчченхипе танлаштараймăн. Паркра канма та, вăхăта сывлăхшăн усăллă ирттерме те майсем туса панă. Кăнтăрла кăна мар, каçхине те халĕ кунта уçă сывлăшра пулма, уçăлса çÿреме кăмăллă. Ял çыннисем çакăн пек ырлăха тивĕçлипе хаклаççĕ (3-мĕш сăн ÿкерчĕк).

Наци проекчĕ патшалăх пулăшăвĕпе усă курса хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатакансемшĕн те пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать. Мĕншĕн тесен унăн шайĕнче «Пурăнмалли çурт-йĕр» регион проекчĕ пурнăçа кĕрет. Çапла вара патшалăх пулăшăвĕпе усă курса кашни çулах округ территорийĕнчи вуншар çамрăк çемье, нумай ачаллă çемье, тăлăх ача, ял специалисчĕ хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатать. Вĕсем хушшинче хваттер туянакансем те, ялта харпăр хăйĕн пурăнмалли çуртне çĕклекенсем те пур. Кăçал та кун пеккисем сахалах мар. 2024 çулта хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма патшалăх пулăшăвĕпе 16 çамрăк çемьене, 12 тăлăх ачана тата тепĕр ял специалистне тивĕçтерме пăхнă. Патшалăх пулăшăвĕн сумми 39 млн тенкĕпе танлашать.

Каршлăхра ишĕлчĕк çурт-йĕрте пурăнакансем те «Пурăнмалли çурт-йĕр тата хула тăрăхĕ» наци проекчĕн уссине хăйсем çинче туйма пултарчĕç ĕнтĕ. Кунти икĕ çемье «Пурăнма юрăхсăр çурт-йĕре тăнăççăн чакарса пырассине тивĕçтересси» регион проекчĕ шайĕнче çак кунсенче патшалăхран çĕнĕ хваттерсем илме пултарчĕç. Çемьесем Мăн Сĕнтĕрти çĕнĕ çуртри хăтлă хваттерсене пурăнма куçаççĕ.

Кăçалах вара Муркаш округĕнче ишĕлчĕк çурт-йĕрте пурăнакан татах 16 çемье çĕнĕ çурт-йĕре пурăнма куçĕ. Вĕсем Муркашри Парковая урамра хута яма хатĕрленекен нумай хваттерлĕ çĕнĕ çуртри хăтлă хваттерсен уççисене тивĕçĕç.

Елена МАКСИМОВА,

Муркаш муниципалитет округĕн ветерансен канашĕн председателĕ:

 – Муркашра çакăн пек хăтлă Çĕнтерÿ паркĕ пурри епле аван. Ку вăл – кану вырăнĕ кăна мар. Çитĕнекен ăрăва патриот воспитанийĕ парассипе те унăн пĕлтерĕшĕпе вырăнĕ пысăк. Паян паркра Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çапăçса вилнĕ салтаксене асăнса лартнă палăкпа юнашарах Геройсен аллейи пур. Юлашки çулсенче унта чикĕ хуралĕн, ВДВ салтакĕсене тата ыттисене асăнса палăксем уçрĕç. Ку парк вăл – пирĕн истори. Историе вара пирĕнтен кашниех пĕлме тивĕç. 

Владислав ШАПОШНИКОВ хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4