Хавхалану пулсан çитĕнÿсем те пулаççĕ

Категория: Главные новости Опубликовано: 26.01.2024, 09:28 Просмотров: 802

1706079581736

Январĕн 17 – 20-мĕшĕсенче Шупашкар хулинче бокс енĕпе Чăваш Республикинче мала тухассишĕн тата чемпион пулассишĕн  пысăк ăмăрту иртрĕ.

Кăçалхипе çак бокс турнирĕ 80-мĕш хут пулчĕ. Унта хутшăнма респуликăри тĕрлĕ хулапа муниципалитет округĕнчен чи вăйлă 147 боксер пуçтарăннă. 

Муркашри «Сывлăх» спорт шкулĕн воспитанникĕсем унта уйрăмах ăнăçлă ăмăртнă. Серафим Хораськин,  Алексей Алексеев, Станислав Ясков, Артемий Алексеев, Тимур Николаевпурте хăйсен виçе категорийĕнче çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Артемие аслă яшсен ушкăнĕнче турнирăн чи лайăх боксерĕ тесе те палăртнă. Муркашсен пилĕк боксерĕ те Чăваш Республикин пĕрлештернĕ командин йышне кĕме тивĕç пулнă.

Боксерсем хăйсен тренерĕсене тата пулăшакансене тав сăмахĕ калаççĕ.

«Пире тĕрлĕ ăмăртăва тухса çÿреме май туса панăшăн, илсе çÿренĕшĕн тав тăватпăр вĕсене. Ку ăмăртура çĕнтернĕшĕн вара депутатсен Муркаш муниципалитет Пухăвĕн депутачĕ, «Вязпа» строительство комбиначĕн генеральнăй директорĕ Павел Вязов пире кашнине укçан пысăк парне парса хавхалантарчĕ. Пысăк тав ăна», – пĕлтерчĕç боксерсем.

Наталия НИКОЛАЕВА

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4