Кăçалхи пĕрремĕш Пĕрлехи информаци кунĕ республикăра январĕн 17-мĕшĕнче иртрĕ. Мероприятие ирттерме округа республка тĕп хулинчен Чăваш Республикин гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ыйтăвĕсемпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕн çумĕ Александр Степанов, Олимп резервĕсен В. Егорова ячĕллĕ 1-мĕш номерлĕ спорт шкулĕн директорĕ Михаил Андреев килчĕç. Информаци ушкăнĕ Муркаш муниципалитет округ пуçлăхĕн çумĕпе Лилия Тарасовăпа пĕрле çав кун округ администрацийĕн Оринин территори пайĕнче пулчĕ, Орининти Культура çуртĕнче ял çыннисемпе тĕл пулу ирттерчĕ. Тĕл пулăва çавăн пекех округ администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн пуçлăхĕ Татьяна Павлова, Оринин территори пайĕн пуçлăхĕ Валентина Пушкова, «Газпром газораспределение Чебоксары» АО Муркашри филиалĕн директорĕ Сергей Попов, Муркашри «Сывлăх» спорт шкулĕн ертÿçи Александр Куликов хутшăнчĕç.
Апла пулин те информаци кунĕ малтанах округ администрацийĕнче граждансене йышăннинчен пуçланчĕ. Йышăнăва пынисем ял çыннсем хăйсем хутшăннипе Шомик ялĕнче шыв уçламалли тепĕр башня тăвассипе, Муркаш округĕнче электролинисене пăхса тăма ятарлă бригада йĕркелессипе, Çĕнĕ çул уявне ирттернипе çыхăннă ыйтусене хускатрĕç. Пур ыйту çине те вĕсем çав кун тулли хурав илме пултарчĕç.
Информаци кунĕнче сÿтсе явмалли тĕп темăсем шутĕнче ку хутĕнче Чăваш Республикинче кăçал Экологи культурин тата çут çанталăкпа перекетлĕ усă курассин çулталăкне ирттересси тата Чăваш Енре физкультурăпа спорта пулăшасси, сывă пурнăç йĕркине аталантарасси пулчĕç.
Орининти Культура çуртĕнчи тĕл пулура округ администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн пуçлăхĕ Татьяна Павлова палăртнă тăрăх, кăçалхи çулталăка Экологи культурин тата çут çанталăкпа перекетлĕ усă курассин çулталăкĕ тесе палăртни ăнсăртран мар. Республика экологи тасалăхĕ енĕпе Раççейре 6-мĕш вырăнта. Пĕрремĕш хут чăвашсен чи ватă юманĕ Раççейăн çулталăк йывăçĕн ятне тивĕçме пултарнă.
Экологи ыйтăвĕсене татса парассипе «Экологи» наци проекчĕ пысăк вырăн йышăнать. Округра та хамăрăн тавралăха, çут çанталăка илемлĕрех, илĕртÿллĕрех тăвассипе пысăк ĕçсем пулса пыраççĕ, тĕрлĕрен экологи мероприятийĕсем иртеççĕ.
Апрель - май уйăхĕсенче санитарипе экологи уйăхлăхĕ ирттересси йăлана кĕнĕ. Пĕлтĕр кăна уйăхлăх вăхăтĕнче округ территорийĕнче 1305 чăрăш, 30 кăвак чăрăш, 750 хыр, 70 туя, 300 çăка, 1140 хурăн, 250 юман, 100 спирей лартса хăварнă. Çак ĕçе ял çыннсем те, шкул ачисем те активлă хутшăнаççĕ.
Кивĕ хут пухассипе, территорисене тасатассипе, юхан шывсен çыранĕсене йĕркене кĕртессипе округра акцисем ирттересси йăлара. Вĕсем пĕтĕмпех пирĕн пурнăçа хăтлăрах тума пулăшаççĕ.
Экологи ыйтăвĕсемпе ĕçлессине шкулсенче кăна мар, çавăн пекех ача сачĕсенче те йĕркеленĕ. Çакă пĕтĕмпех хамăр тавралăхшăн тăрăшассин туйăмне ачаранах аталантарса пыма пулăшать.
Экологи культурин тата çут çанталăкпа перекетлĕ усă курассин çулталăкĕн символне палăртма Муркаш муниципалитет округĕнче 2023 çулхи ноябрĕн 1 - 11-мĕшĕсенче сасăлав ирттернĕ. Икĕ объектшăн сасăламалла пулнă: чăвашсен чи ватă юманĕшĕн тата «Серебряный каскад» шыв сиккишĕн. Сасăлав пĕтĕмлетĕвĕпе Экологи культурин тата çут çанталăкпа перекетлĕ усă курассин çулталăкĕн символĕ тесе округ территорийĕнче чăвашсен чи ватă юманне суйласа илнĕ.
Татьяна Павлова экологи мероприятийĕсем 2024 çулта та округ территорийĕнче малалла тăсăлассине каларĕ, пурне те вĕсене активлă хутшăнма чĕнчĕ.
Чăваш Енре физкультурăпа спорта пулăшасси, сывă пурнăç йĕркине аталантарасси пирки тĕл пулура Олимп резервĕсен В. Егорова ячĕллĕ 1-мĕш номерлĕ спорт шкулĕн директорĕ Михаил Андреев каласа кăтартрĕ.
Çĕршыв шайĕнчех хальхи вăхăтра массăллă спорта аталантарасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ, çакă патшалăх приоритечĕ пулса тăрать. Пирĕн республика та ку енпе чи ăнăçлисен шутĕнче. Официаллă стистика тăрăх, республикăра кашни иккĕмĕш çын активлă пурнăç йĕрки тытса пырать.
2014 çултан пуçласа республика тата муниципалитет спорт объекчĕсенче Сывлăх тата спорт кунĕсем иртеççĕ. Çынсем çак кунсенче спортпа сиплев услугисемпе тÿлевсĕр майпа усă курма пултараççĕ. ГТО нормативĕсене пурнăçлассипе республикăра анлă ĕç пуçарнă.
Республикăра спорт сооруженийĕсем сахал мар ĕçе кĕртме май килнĕ. Çав тĕллевпе юлашки икĕ çул хушшинче республикăна федераци бюджетĕнчен 6 млрд. тенкĕ уйăрса панă. Çакă пĕтĕмпех массăллă спорта ăнăçлă аталантарса пыма май парть.
Муркашри «Сывлăх» спорт шкулĕн директорĕ Александр Куликов информаци кунĕнчи тĕл пулура спорт шкулĕн ĕçĕ-хĕлĕ çинче чарăнчĕ. Иртнĕ çулсенче спорт шкулĕн пурлăх базине самай пуянлатма май килнĕ. Ку енĕпе округ администрацийĕ 2 млн тенкĕ уйăрса парса пулăшни пысăк тĕкĕ пулнине палăртрĕ. Кунта хăйсен ăсталăхне туптакансен çитĕнĕвĕсем вара курăмлă. Вĕсем тăтăшах республика, Раççей ăмăртăвĕсене хутшăнса пысăк çитнÿсем тума пултарни те çавна лайăх çирĕплетет.
«Газпром газораспределение Чебоксары» акционер обществин Муркашри филиалĕн директорĕ Сергей Попов çынсене газпа тивĕçтерсе тăрассипе сентябьтен вăя кĕнĕ çĕнĕлĕхсем çинчен каласа кăтартрĕ. Саккунпа килĕшÿллĕн малашне граждансем газ приборĕсене пăхса тăма асăннă организаципе кăна килĕшÿ тума тивĕç. Пĕрре тунă килĕшÿ 3 çул вăйра пулать.
Сивĕ кунсем тăраççĕ. Газ приборĕсем те кулленхи тимлĕх ыйтаççĕ. Вентиляципе тĕтĕм тухмалли каналсене таса тытас пулать. Вăхăтран-вăхăта вĕсене тĕрĕслеме манмалла мар. Йăлара газпа усă курмалли правилăсене пурин те çирĕп пăхăнмалла. Çавăн чухне кăна «кăвак çулăм» ырлăхĕ инкеклĕ пулса тухмĕ.
Оринин территори пайĕн пуçлăхĕ Валентина Пушкова Кăшарни валли шыва кĕмелли вырăн хатĕрлесе çитерни пирки каларĕ, пĕрлехи тимлĕхпе Çĕнĕ çул уявĕсене инкек-синкексĕр ирттерме май килнине асăнчĕ.
Ку тăрăхра питĕ активлă та пуçаруллă çынсем пурăнаççĕ. Пĕлтĕр пуçарулăх бюджечĕн программине хутшнса 4 ялта шыв пăрăхĕсен системине çĕнетме май килнĕ. Кунпа пĕрлех республика программине хутшăнса 3 ялта шыв уçламалли башньăсене çĕннисемпе улăштарнă, çул-йĕр фончĕн укçи-тенкипе 2 ялта çулсене юсама май çитернĕ.
Малашлăх плансем те пĕчĕк мар. Республика программине хутшăнса 4 ялта шыв уçламалли башньăсене çĕнетме проектпа смета докуменчĕсем хатĕрлесе çитернĕ ĕнтĕ. 2024 çулта пурнăçа кĕртме республика конкурсĕ витĕр тухнă пуçарулăх бюджечĕн проектсем 5. Çапла вара кăçал 2 ялта çул юсама, тепĕр 2 ялта шыв пăрăхсен сечĕсене юсаса йĕркене кĕртме тата тепĕр ялта пĕве тасатма май килĕ.
Территори пайĕнче тĕрлĕрен ăмăртусем сахал мар ирттереççĕ. Вăл шутра ветерансем хушшинче те. Культура ĕçченĕсем те активлăхпа палăраççĕ. Нумаях пулмасть Оринин халăх театрĕ 105 çул тултартнине савăнăçлăн паллă тунă.
Çавăн пекех тĕл пулура Оринин шкулĕн директорĕ Николай Щукин, «Золушка» ача сачĕн ертÿçи Нелли Иванова тухса калаçрĕç, хăйсем ертсе пыракан коллективсен ĕçĕ-хĕлĕ çинче чарăнчĕç.
Муркаш муниципалитет округ пуçлăхĕн çумĕ Лилия Тарасова информаци кунĕн ыйтăвĕсем çинче чарăнчĕ, округ администрацийĕ экологипе, массăллă спорта, сывă пурнăç йĕркине аталантарассипе çыхăннă ыйтусене яланах тимлĕхре тытнине каларĕ, районăн 80 çулхи юбилейне хатĕрленсе туса ирттерекен ĕçсем çинче чарăнчĕ.
Чăваш Республикин гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ыйтăвĕсемпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕн çумĕ Александр Степанов Оринин тăрăхĕнче чăннипех те пуçаруллă та мал ĕмĕтлĕ çынсем пурăннине асăнчĕ, муркашсене малашне те ăнăçусем сунчĕ, кунпа пĕрлех пушартан асăрханассин правилисем, юхан шывсемпе пĕвесем çинче хĕл кунĕсенче уйрăмах тимлĕ пулмалли пирки тепĕр хут аса илтерчĕ.
Владислав ШАПОШНИКОВ.
Сентябрь 2026 |
