Январĕн 12-мĕшĕ - РФ прокуратура ĕçченĕн кунĕ
Категория: Главные новости
Опубликовано: 12.01.2024, 08:59
Просмотров: 756
Вĕсен ĕçĕ пĕлтерĕшлĕ, яваплă
Раççей Федераци Президенчĕн 1995 çулхи декабрĕн 29-мĕшĕнчи указне тĕпе хурса çулсеренех январĕн 12-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Прокуратура ĕçченĕн кунне паллă тăваççĕ. Çак куна суйласа илни ахаль мар, 1722 çулхине Пĕрремĕш Петĕр патша тĕрĕслев ирттерекен пĕрремĕш органа шăпах та январĕн 12-мĕшĕнче çирĕплетнĕ. Çĕнĕ орган умне патша йĕркесĕрлĕхе, саккуна пăснине тупса палăртас тата ăна пĕтерес, унпа кĕрешес задача лартнă. Раççейри пĕрремĕш генерал прокурор Павел Ягужинский граф пулнă. Патша генерал прокурора хăйĕн куçĕпе танлаштарнă.
Муркаш районĕн пĕрремĕш прокурорне 1964 çулхи майăн 4-мĕшĕнче Андрей Павлова çирĕплетнĕ. Чăваш Ен прокуратуринче вăл 1955 çулта ĕçлеме пуçланă. Малтанхи вăхăтра прокуратура валли уйрăм çурт пулманран вĕсене тĕрлĕ вырăнта ĕçлеме тивнĕ.
1972 – 1985 çулсенче çÿлерех асăннă тивĕçе В. Ефимов пурнăçланă. Унччен вăл Вăрмар районĕн прокуратуринче тăрăшнă. Хыççăн ăна Чăваш АССР прокуратурине ĕçлеме куçарнă. А. Павлова тата В. Ефимова СССР тĕп прокурорĕн Хисеп грамотипе чысланă.
Хыççăнхи вунă çулти ĕçе район прокуратуринче Виталий Илюхин йĕркелесе пынă. Чăваш Республикин прокуратурин органĕсенче вăл вăтăр çул ытла тăрăшнă. Район прокурорĕнче каярах П. Васильев, Раççей Федерацийĕн прокуратурин хисеплĕ ĕçченĕ С. Фирсов, С. Павлов ĕçленĕ. 2019 çулхи февралĕн 1-мĕшĕнченпе район прокурорĕнче юстицин аслă советникĕ Валерий Шоркин тăрăшрĕ.
Сăн ÿкерчĕкре район прокуратурин паянхи коллективне куратăр. Ăна унччен те прокуратура органĕнче чылай çул тимленĕ юстицин аслă советникĕ Алексей Галахов ертсе пырать. Алексей Лисицин – прокурор çумĕ, Сергей Гришин – прокурорăн аслă пулăшуçи, Дарья Сормулатовăпа Елена Закамская – прокурор пулăшуçисем.
– Район прокуратури округ территорийĕнче ĕçлекенсем тата пурăнакансем Раççей Федерацийĕн, Чăваш Республикин саккунĕсене пăхăннине тĕрĕслессипе çивĕч ĕçлет. Сотрудниксем массăллă информаци хатĕрĕсенчи, Интернет сетĕнчи информацисене куллен тишкереççĕ, вĕсенче йĕркене пăснă фактсем пирки çырнине тупса палăртма тăрăшаççĕ.
Район прокуратури граждансенчен, предпринимательство субъекчĕсенчен тата ыттисенчен саккунлăх тĕлĕшпе ыйтусем йышăнать. Çав хушăрах çакна та палăртса хăварас килет, прокуратура надзор органĕ шутланать, çавна май саккунсене пуç пулса тăма май парать. Енчен те право йĕркине сыхлакан органсен, округри влаç органĕсен ĕçĕ тивĕçтермест тесе шухăшлаççĕ пулсан, ыйтăва прокуратурăна çитерме юрать.
Çакна палăртни те вырăнлă пулĕ, ыйтăва е çăхава Чăваш Республикин прокуратури хăйĕнчен аяларахри пусăмри прокуратура ĕçĕпе тивĕçсĕр пулсан кăна йышăнать. Апла пулсан граждансен е юридици сăпачĕсен округ шайĕнчи ыйтăвне малтан округра тишкермелле, – терĕ район прокурорĕ Алексей Галахов.
Роза ИЛЛАРИОНОВА.
Добавить комментарий