Хисеплӗ ентешсем, хаклӑ туссем! Пурне те Ҫӗнӗ ҫулпа чунтан-чӗререн саламлатӑп!

Категория: Главные новости Опубликовано: 31.12.2023, 10:10 Просмотров: 971

zGQkKtv9P7Eirxc0DCGO

Ҫак уяв иртнине, хальхине тата пуласлӑха ҫыхӑнтарать. Эпир ӑна чатӑмсӑр кӗтетпӗр, асамлӑ самант ҫывхарнӑ чухне пӑлханатпӑр та, савӑнатпӑр та. Хыҫа юлакан ҫулталӑка тепре тишкеретпӗр, малаллахи тӗлле-весене палӑртатпӑр.

Ҫӗнӗ ҫула кӗнӗ чух пур ҫын та ыррине, лайӑххине шанать. Ӗмӗтӗрсем пурнӑҫланччӑр, кашни ҫӗнӗ утӑм савӑнӑҫпа шанӑҫ кӳтӗр. Чи хакли вара – килес ҫул та пӗрлӗхе, тус-тӑванлӑха упрасчӗ пирӗн. Вара малашне те ҫирӗп халӑх пулӑпӑр, чӑрмавсене ҫӗнтерсе пырӑпӑр, тӑван республикӑна, ҫӗршывӑмӑра куллен аталантарса тата тӗреклӗрех тӑвӑпӑр.

Ҫӗнӗ 2024 ҫул сирӗн кил-ҫурта тӑнӑҫлӑх илсе килтӗр, ӗмӗт-шухӑшӑра тӳрре кӑлартӑр, кун-ҫулӑра хаваслӑ пулӑмсемпе илемлеттӗр.

Пурне те ҫирӗп сывлӑх, ҫитӗнӳсем, телей сунатӑп!

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Л.И. Черкесов.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4