Эрнекун, ноябрĕн 24-мĕшĕнче, Муркашри Культура çуртĕнче савăнăçлă лару-тăрура Анне кунĕ ячĕпе территори пайĕсенчи хисеплĕ аннесене халалланă уяв пулчĕ

Категория: Главные новости Опубликовано: 25.11.2023, 10:01 Просмотров: 516

DSC03012

Сумлă уявпа аннесене Муркаш муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Алексей Матросовпа депутатсен Муркаш муниципалитет округ Пухăвĕн председателĕ Александр Иванов саламларĕç.

Округ администрацийĕн Тав çырăвне илме уяв сцени çине тăван тăрăхпа Тăван çĕршыв аталанăвне тÿпе хывнă аннесем тухрĕç. Вĕсем пархатарлă ĕçпе палăрса тăраççĕ, ывăл-хĕрĕсене тĕрĕс воспитани парса ÿстернĕ. Паянхи вăхăтра çĕршыва хÿтĕлесси, фронта пулăшасси, çĕнтерĕве çывхартасси пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать.

Аннесене саламласа Культура çуртĕнче чаплă концерт пулчĕ. Кашни юрри-кĕвви чун-чĕрене пăлхантарчĕ. Ачасен саламĕ вара питре йăл кулă вылянтарчĕ.
Уявпа саламлакансем татах пулчĕç. Фойере ал ĕçĕсен куравне йĕркеленĕ. Уяв аннесен кăмăлне кайрĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4