Участокри уполномоченнăйсен службине йĕркеленĕренпе кăçал 100 çул çитрĕ.
Участковăй – çынсене ытти полицейскисенчен ытларах пĕлсе тăрать, унăн универсал пулма тивет. Вăл хăйне çирĕплетсе панă территорире пурăнакансемшĕн те, мĕн пулса иртнишĕн те пĕтĕмĕшле яваплă пулса тăрать. Унăн ĕçĕн тĕп енĕ – çынсене йĕркене пăсассинчен, преступлени тăвассинчен асăрхаттарасси.
Кунсăр пуçне участковăйăн территорие пурăнма куçакан çынсене, хĕç-пăшал упракансене, шалти ĕçсен пайĕнче учетра тăракансене, уйрăм çемьесемпе çынсене тимлĕхре тытмалла… Ĕç калăпăшĕ пысăк.
Муркаш тăрăхĕнче çак ĕçе 9 участковăй туса пырать. Вĕсемпе пĕрлех штатра уйрăм пуçлăхĕпе унăн çумĕ тата адмнадзор ĕçне пурнăçлакан инспектор тăрăшаççĕ.
Сăн ÿкерчĕкре куракан Дмитрий Мокеев кĕçĕн лейтенант Москакасси тата Оринин территори пайĕсемшĕн, Михаил Палеев лейтенант Ярапайкасси тата Хорнуй территори пайĕсемшĕн ответлă пулса тăраççĕ. Ольга Клопова лейтенант административлă надзор ĕçне пурнăçласа пырать.
Уйрăм пуçлăхĕ Дмитрий Григорьев полици капитанĕ ертÿçĕре 2017 çултанпа тимлет, шалти ĕçсен пайне вара вунă çул маларах ĕçе кĕнĕ. Вăл каланă тăрăх, кăçалхи виçĕ кварталта участковăйсем хăйсен служба тивĕçне пурнăçланă май 44 преступлени уçса пама пултарнă, йĕркене пăснă çынсене административлă майпа явап тыттарма 822 протокол çырнă. Уйрăмăн пуçлăхĕ участковăйсем хăйсен ĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланине палăртрĕ.
Сентябрь 2026 |
