«Хам ирĕкпе фронта кайрăм»

Категория: Главные новости Опубликовано: 16.11.2023, 08:48 Просмотров: 450

Иванов Саша

Александр Иванов Чуманкасси территори пайĕнчи Çĕньял Апашра çуралса ÿснĕ. Ачаранпах чăнлăхшăн, тĕрĕслĕхшĕн тăрăшасси, çынна хисеплесси тата пулăшасси уншăн тĕп вырăнта пулнă. Шкул пĕтернĕ тĕле унăн пурнăçĕнче çĕршыва юратасси-сыхласси, обществăри йĕркелĕхшĕн тăрăшасси тĕп вырăна тухнă. Çавăнпа та салтак атти тăхăнма вăхăт çитсен, çĕршыв умĕнче арçын тивĕçне пурнăçлассинчен пăрăнасси каччăн шухăшĕнче те пулман. Сывлăх тĕлĕшĕнчен çирĕп ÿснĕскер, икĕ çул чикĕ хуралĕнче службăра тăнă. Демобилизаци йĕркипе яла таврăнсан ĕç ĕмĕрне районти шалти ĕçсен пайĕпе çыхăнтарнă. Тивĕçлĕ пĕлÿ илсе вăл чĕрĕк ĕмĕре яхăн уголовнăй шырав оперуполномоченнăйĕнче тата полицин Оринин территори пайĕн участок инспекторĕнче вăй хунă. Тухăçлă ĕçшĕн ăна тĕрлĕ Тав çырăвĕсемпе Хисеп грамотисемсĕр пуçне «За безупречную службу» медалĕн виçĕ степенĕпе те наградăланă. Кунсăр пуçне вăл Чечен Республикинчи конституци йĕркине хÿтĕлеме те хутшăннă.

Ĕçре чыс-хисепе тивĕçнĕ арçыннăн пенси çулĕ çитсен канлĕ пурăнмаллаччĕ ĕнтĕ. Анчах... 2022 çулхи нарăс уйăхĕнче Донецкпа Луганск Республикисенче, Херсонпа Запорожье облаçĕсенче ятарлă çар операцийĕ пуçлансан çар опычĕллĕ Саша та килте ларса юлайман. Çапла вара Александр Анатольевич хăй ирĕкĕпе «Атăл» батальон ретне службăна çырăнать.

– Манашкаллисем вăл вăхăтра пĕччен-иккĕн çеç пулман. Эпир Муркаш тăрăхĕнчен Çĕньял Орининти Станислав Смирновпа пĕрле çар ретне тăтăмăр. Эпир фронтри çыхăнушăн яваплăччĕ. Малти линире çапăçакансене саппасри команда пункчĕпе вăхăтра çыхăнтарса тăрасси пирĕн тĕллевччĕ. Çапла вара приказа пурнăçласа эпир тăтăшах Донецк тата Луганск Республикисем урлă иртекен фронт линийĕпе çÿрерĕмĕр. Пĕр вырăнта ларни пулман. Çавăнпа та тылран пире леçсе панă тимĕр кăмакасем, бензинпа тата газпа ĕçлекен генераторсем сивĕ каçсенче пысăк тĕкĕ паратчĕç, – куççульне шăлса илсе калаçрĕ юлташăм. Çак вăхăтра пĕр уйăх утарта пурăнни, пурте пĕрле пулса алă айĕнчи материалсемпе мунча туни, вăхăтра çарта пулманнисем çар условийĕсенче присяга тытни, çар операцийĕнче палăрнисене строй умĕнче медальсем çакни, гуманитари пулăшăвне кĕтни тата вăл килсе çитсен ăна туслă валеçни аса килчĕç пулас. 

– Мăшăрăм çăмăл мар лару-тăрура пулнине шута илсе гуманитари пулăшăвĕпе пĕррехинче хăй юратакан тăварланă хăярпа купăста, кофе, печени, сухари тата конфет парса ятăм. Посылка илни, хăй таса-сывă пулни пирки шăнкăравласа пĕлтерсен питĕ савăнтăм, – терĕ пирĕн калаçăва хутшăнса фронтовик мăшăрĕ Светлана Николаевна.

Гуманитари пулăшăвĕ çине çитсен Александр Анатольевич Таисия Блиновăпа унăн юлташ çĕвĕçисене ăшă тумтирпе, эмелсемпе тивĕçтернишĕн ăшшăн тав турĕ. Светлана Николаевна вара гуманитари пулăшăвĕ пухма шалти ĕçсен пайĕнче мăшăрĕпе пĕрле ĕçленисем те вăй çитнĕ таран пулăшнине палăртрĕ. «Вĕсем çул çинче кашни тĕл пулмассерен Саша епле пурăнни пирки кăсăкланни мана вăй паратчĕ, хам пĕччен пулманнине çирĕплететчĕ. Тавах вĕсене йывăр вăхăтра юлташне манманшăн, юнашар пулнишĕн, пулăшнишĕн», – терĕ вăл мăшăрĕ çинчен куç илмесĕр. 

Малти линирисемпе саппасри команда пунктне тăтăш çыхăнура тытасси пĕрре те çăмăл пулман. Кабель мĕн тăршшĕ туртассине кура операцине 5 çын таран тухатчĕç. Пĕр салтак çинче 12-шер килограмлă 2 катушка кабель, бронежилет, каска, автомат тата ун валли саппаслă 6 магазин патрон. Тăтăшах çаплаччĕ вĕсем заданире. «Снарядсем çурăлнă, пульăсем шăхăрса иртнĕ чух хăрамасăр пулман ĕнтĕ. Яланах куç умĕнче аннеччĕ, мăшăрччĕ, хĕрĕмпе ывăлăмччĕ, пĕрле ĕçленĕ юлташсемччĕ. Вĕсем умĕнче пит хĕретмелле ан пултăр тесе приказа ялан туллин пурнăçлассишĕн тăрăшаттăмăр», – терĕ «Жгут» фронтовик рота командирне «Пантерăна», «Грач» старшинана, отделени командирне «Шамата», ротăри 68 салтака ырăпа аса илсе. Пĕррехинче çыхăнăва вăхăтра йĕркеленĕшĕн вĕсен отделенине медальсемпе чысланă.

– Салтаксем кашни операцирех пĕр чăмăрта пулни, тылрисем вĕсене пулăшсах тăни эпир çĕнтересси пирки иккĕленÿ хăвармасть, – терĕ Александр Анатольевич уйрăлас умĕн. 

Мирлĕ пурнăç çынни фронтран таврăнсанах юлташĕсем пулăшнипе пахчара беседка ăсталанă. Апла пулсан пурнăç малаллах пырать.

Анатолий БЕЛОВ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4