Республикăра Пĕрлехи черетлĕ информаци кунĕ ноябрĕн 15-мĕшĕнче иртрĕ. Муркаш округне уйăхсеренхи пĕлтерĕшлĕ мероприятие ирттерме республикăран Чăваш Республикин гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ыйтăвĕсемпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Сергей Павлов килчĕ.
Сергей Павлов çав кун Муркаш муниципалитет округ пуçлăхĕпе Алексей Матросовпа пĕрле Çатракасси территори пайне çитрĕ, Кашмашри Культура çуртĕнче ял çыннисемпе тĕл пулчĕ. Тĕл пулăва Çатракасси территори пайĕн пуçлăхĕ Надежда Никитина, Муркаш район тĕп больницин тĕп врачĕ Оксана Попова, «Газпромгазораспределение Чебоксары» акционер обществин Муркашри филиалĕн директорĕ Сергей Попов хутшăнчĕç. Ял çыннисемпе йĕркеленĕ тĕл пулура Пĕрлехи информаци кунĕн темисене - патшалăх тата муниципалитет улугисен пĕрлехи порталĕн сервисĕн майĕсемпе усă курасси, Муркаш муниципалитет округĕн территорийĕнче пурнăçа кĕртекен патшалăх тата муниципалитет программисем, çынсене пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтересси пирки сÿтсе яврĕç.
Апла пулин те çав кун Пĕрлехи информаци кунĕн мероприятийĕсем малтанах граждансене Муркаш муниципалитет округ администрацийĕнче хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăннинчен пуçланчĕç. Йышăнăва пĕтĕмпе 3 çын пыма кăмăл турĕ. Вĕсем çĕр тата пурлăх ыйтăвĕсене çĕклерĕç. Пур ыйту çине те тулли хурав илме пултарчĕç.
Кашмашри Культура çуртĕнчи тĕл пулу патшалăх тата муниципалитет услугисен пĕрлехи порталĕн сервисĕн майĕсемпе усă курассин ыйтăвне хускатнинчен пуçланчĕ. Ку ыйтупа Муркаш муниципалитет округ пуçлăхĕ Алексей Матросов тĕплĕ чарăнса тăчĕ.
Хальхи вăхăтра пурнăçăн пур сферинче те çĕнĕлĕхсем анлăн пурнăçа кĕрсе пыраççĕ. Пурнăç меллĕленсе, çăмăлланса пырать. Тĕрлĕрен услуга илме халĕ малтанхи пек зявлени çырса кабинетсем тăрăх вăхăт сутса çÿреме кирлĕ мар. Интернет тата компьютер е мобильнăй устройство пулни çителĕклĕ. Патшалăх тата муниципалитет услугисен пĕрлехи порталĕн сервисĕ ку енĕпе пысăк майсем туса парать. Ку вăл - федераци патшалăх информаци системи.
Раççей Цифра министерствин даннăйĕсене пăхас пулсан, кăçалхи январĕн 9-мĕшĕ тĕлне пĕрлехи порталта çирĕплетнĕ учет çыравĕсен шучĕ 951 пинрен те иртнĕ. 2022 çулта порталпа пуçласа усă курма тытăннисем 60 пин çын ытла.
Порталта кирек кам та регистрациленме пултарать. Вăл шутра компьютер тата интернет çуккисем те. Çавна шута илсе виçĕ мелпе регистрациленме май туса панă. Чи ансатти те хăвăртти - онлайн мелĕпе банк урлă. Регистрациленме 10 минутран ытла кирлĕ пулмасть. Интернет çуккисем тата компьютерпа ĕçлеме йывăртараххисем МФЦ-на, портал услугисемпе усă куракансен ытти центрĕсене пыма пултараççĕ. Регистрациленме специалистсем пулăшĕç. Процедура 15 минут ытларах тăсăлĕ. Кунпа пĕрлех телефон номерĕпе тата электрон почтипе те порталта регистрациленме пулать.
Ку е вăл услугăна электрон мелĕпе илме май туса пани хут ĕçне чакарать, вăхăта чылай перекетлеме май парать, меллĕ, ансат, çăмăл. Улшăну, малтанхипе танлаштарсан, çĕрпе пĕлĕт хушшинчи пекех.
Чăваш Республикинче хальхи вăхăтра порталпа усă курса 100 ытла патшалăх тата муниципалитет услугине электрон мелпе илме пулать. Муркаш муниципалитет округĕнче мĕнле услугăсем илме май пуррипе округ администрацийĕн сайтĕнче «Госуслуги, проще чем кажется» баннерта паллашма пулать. Ытларахăшĕ çĕрпе çыхăннă документсем илме, нумай ачаллă çемьесене учета тăратма, пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатмаллисен учетне тăма порталпа усă курать.
Ял çыннисемпе йĕркеленĕ тĕл пулура Муркаш округĕнче пурнăçа кĕртекен муниципалитет программисем пирки те Алексей Матросов чарăнса тăчĕ. Вăл палăртнă тăрăх, кун пек программăсем хальхи вăхăтра 23. Вĕсем пурте республика тата федераци программисемпе тачă çыхăннă. Кун пек программăсене ялти строительство комплексне аталантарассин, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх сферине модернизацилессин, ял çыннисене пурăнмалли хăтлă çурт-йĕрпе тивĕçтерессин, округ территорийĕнче хальхи хăтлă хула тăрăхĕ йĕркелессин, çынсене социаллă пулăшу мелĕсемпе туллин тивĕçтерсе тăрассин, культурăпа туризма, физкультурăпа спорта, вĕренĕве, ял хуçалăхне, экономикăна, транспорт системине, ял территорийĕсене комплекслă аталантарассин, çынсене ĕçпе тивĕçтерессин тата ытти енпе туса хатĕрленĕ.
Прграммăсем пĕтĕмпех çынсен пурнăç условийĕсене лайăхлатса пырассипе çыхăннă. Вĕсен шайĕнче хăйсен кулленхи пурнăçĕнче пулса иртекен ырă улшăнусене çынсем туяççĕ ĕнтĕ. Çуллен ял урамĕсенчи çулсене сахал мар юсаса йĕркене кĕртеççĕ, муниципалитет автомобиль çулĕсем çинче капиталлă юсав ĕçĕсем ирттереççĕ, çынсене ĕçмелли пахалăхлă шывпа тивĕçтерессипе те лару-тăру йĕркене кĕрсе пырать, социаллă инфраструктура объекчĕсене çуллен чылай юсаççĕ, нумай хваттерлĕ çуртсем патĕнчи территорисене хăтлăлатаççĕ, ытти ырă улшăну та сахал мар. Çак ĕçсем çитес çулсенче те малалла тăсăлĕç. Апла пулсан Муркаш округĕн территорийĕнче пурăнакансен пурнăç условийĕсем те лайăхлансах пырĕç.
Çынсене пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерессипе те юлашки çулсенче сахал мар ĕç туса ирттернĕ. Ку ырă улшăнусене хăйĕн сăмахĕнче Муркаш район тĕп больницин тĕп врачĕ Оксана Попова палăртрĕ. Çаксенчен ытларахăшне вара «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕ шайĕнче пурнăçа кĕртме пултарнă. Унăн тĕп задачи - çынсен сывлăхне сыхласси тата çирĕплетсе пырасси, граждансен пурнăç тăршшĕне вăрăмлатасси, пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе усă курма пултарассине лайăхлатасси.
Наци проекчĕн сывлăх сыхлавĕн пуçламăш тытăмне модернизацилессин программи шайĕнче çĕнĕрен çĕнĕ ФАП-сем хута каяççĕ, врач амбулаторийĕсемпе ФАП-сенче капиталлă юсав ĕçĕсем туса ирттереççĕ, сиплев учрежденийĕсем хальхи çĕнĕ оборудованипе, техника хатĕрĕсемпе пуянланса пыраççĕ, «Земство тухтăрĕ» тата «Земство фельдшерĕ» программăсемпе квалификациллĕ çамрăк кадрсене ĕçе явăçтарассипе калăпăшлă ĕç туса ирттереççĕ.
Чăваш Республикин гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ыйтăвĕсемпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Сергей Павлов Пĕрлехи информаци кунĕнчи ыйтусене республика шайĕнче мĕнле татса пани çинче чарăнчĕ. Патшалăх тата муниципалитет услугисен пĕрлехи порталĕ пирки асăннă май вара татах тепĕр хут палăртсах каларĕ. Çакна пĕтĕмпех çынсене меллĕрех, ансатрах тата çăмăлрах пултăр тесе пурнăçа кĕртнĕ. Апла пулсан порталăн майĕсемпе май пур таран анлăрах усă курас пулать.
Паллă ĕнтĕ, Сергей Геннадьевич кунпа пĕрлех пушар хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕсем çинче те чарăнчĕ. Пушарпа кĕрешессипе республикăра лару-тăру лайăхланса пырать. Ирĕклĕ пушар дружинисем йĕркелеççĕ, пушар чаçĕсене çĕнĕ техникăпа тивĕçтереççĕ. Кун пек ятарлă техникăпа кăçал Муркаш округне те тивĕçтернĕ. Апла пулин те пушартан асăрханасси тата сыхланасси кулленхи тĕп темĕсем шутĕнчех юлаççĕ. Вут-çулăм ирĕке кайнă тĕслĕхсем çав-çавах сахал мар, çынсен пурнăçĕ татăлать, суранланакансем пулаççĕ.
Пушарсен ыйтăвĕ кăçал уйрăмах апрель - май, кайран август уйăхĕсенче çивĕчрех пулни палăрать. Сивĕ хĕл кунĕсемччен вăхăт нумаях юлмасть. Çавна май ку тапхăрта уйрăмах асăрхануллă пулмалли пирки каларĕ республикăн яваплă ĕçченĕ.
«Газпром газораспределение Чебоксары» акционер обществин Муркашри филиалĕн директорĕ Сергей Попов çынсене газпа тивĕçтерсе тăрассипе сентябьтен вăя кĕнĕ çĕнĕлĕхсем çинчен каласа кăтартрĕ. Саккунпа килĕшÿллĕн малашне граждансем газ приборĕсене пăхса тăма асăннă организаципе кăна килĕшÿ тума тивĕç. Унччен кун пек организацисем республикипе 2 - 3 те пулнă. Ытти газ организацийĕсемпе тунă килĕшÿсем январĕн 1-мĕшĕнчен пуриншĕн те саккунлă мар пулса тăраççĕ. Пĕрре тунă килĕшÿ 3 çул вăйра пулать.
Сивĕ кунсем инçе мар. Газ приборĕсем те кулленхи тимлĕх ыйтаççĕ. Вентиляципе тĕтĕм тухмалли каналсене таса тытас пулать. Вăхăтран-вăхăта вĕсене тĕрĕслеме манмалла мар. Йăлара газпа усă курмалли правилăсене пурин те çирĕп пăхăнмалла. Çавăн чухне кăна «кăвак çулăм» ырлăхĕ инкеклĕ пулса тухмĕ.
Çатракасси территори пайĕнчи Хуракасси выççăлккинче пурăнакансене ял хушшинче кĕпер тăвассин ыйтăвĕ пĕрремĕш çул мар ĕнтĕ канăç памасть. Ку хутĕнче те çĕклерĕç ку ыйтăва. Округ пуçлăхĕ Алексей Матросов администраци асăннă ыйтăва кун йĕркинчех тытни пирки каларĕ, проектпа смета документацийĕ туса хатĕрлесе ыйтăва мĕнле программăна хутшăнса татса май пуласси пирки ĕçленине асăнчĕ. Кунпа пĕрлех Кашмаш ялĕ тăрăх çул çÿрессине хăрушлăхсăртарах тăвассин, хăш-пĕр çул участокĕсене юсаса йĕркене кĕртессин тата ытти ыйтусене хускатакансем те тĕл пулура тивĕçлĕ хурав илме пултарчĕç.
Владислав ШАПОШНИКОВ.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ
Олег Николаев:
«Пĕтĕмĕшле темăсене сÿтсе явнипе пĕрлех конкретлă муниципалитета тата унта пурăнакансене пырса тивекен ыйтусене те тишкерес пулать. Ку вăл пĕтĕмĕшле пĕр тема кăна мар, сăмахран, экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕн пĕтĕмлетĕвĕсем, кунпа пĕрлех вырăнти проблематика та, вăл шутра региона ертсе пыракан центр даннăйĕсене тĕпе хурса, граждансем ыйтнипе палăртаканни. Кашни территорирех хăйсен проблемисем, эпир вĕсене татса парăпăр».
Сентябрь 2026 |
