Паян - Шалти ĕçсен органĕсен сотрудникĕн кунĕ

Категория: Главные новости Опубликовано: 10.11.2023, 09:46 Просмотров: 289

1699429365368

Хăйсен тивĕçне туллин пурнăçлаççĕ

РФ Шалти ĕçсен министерствин Муркаш район пайĕн дежурнăй чаçне килекен пĕлтерÿсене йышăнса вĕсем вырăна оперативлă ушкăн вăхăтра çитессишĕн яваплă пулса тăраççĕ.

Пĕлтерÿре чрезвычайлă лару-тăру пирки калани пулсан, пĕр тăхтаса тăмасăрах муниципалитетри аварипе çăлав службисемпе çыхăнаççĕ. Наряда тухакан ушкăнпа çыхăнура тăрса вĕсен ĕçне те йĕркелесе пыраççĕ. Паллах, пур пĕлтерĕве те ертÿçĕсем патне вăхăтра çитереççĕ.

Çапла вĕсем ĕçе хăвăрт та ăста йĕркеленинчен ытти полицейскисен ĕçĕ те нумай килет. Çакă пĕтĕмпех оперативлă дежурнăйсем пирки.

Паянхи сăн ÿкерчĕкре шăпах вĕсене куратăр. Александр Ораин оперативлă дежурнăй – полицин аслă лейтенанчĕ, ĕçре вунă çул вăй хурать. Дмитрий Иванов – оперативлă дежурнăй пулăшаканĕ, вăл шалти ĕçсен пайĕнче 2017 çултанпа тăрăшать. Александр Максимов полици сержанчĕ ĕç стажне 2021 çулта кăна çырма тытăннă-ха, вăл оперативлă дежурнăй пулăшаканĕнче тимлет. Александр Николаев полици майорĕ шалти ĕçсен пайĕнче 20 çул ытла ĕнтĕ. Унччен пухнă опыт оперативлă дежурнăй должноçĕнче те пулăшнине калать вăл.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4