Раççей халăх пĕрлĕхĕпе хăватлă

Категория: Главные новости Опубликовано: 04.11.2023, 08:52 Просмотров: 445
photo 2023 11 04 08 44 55
Ноябрĕн 4-мĕшĕ – Раççей историйĕнчи питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ кун. Вăл Турă Амăшĕн Хусанти турăшĕн кунĕ пулса тăрать. 2005 çултан тытăнса ăна Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ тесе уявлаççĕ. 1612 çулта Кузьма Мининпа Дмитрий Пожарский ертсе пынипе халăх Мускава Польша интервенчĕсенчен хăтарнă. Çакăн хыççăн Раççейре пăтрашăнчăк вăхăт вĕçленнĕ.
Октябрĕн 22-мĕшĕнче (Григориан календарĕпе ноябрĕн 1-мĕшĕнче) Кузьма Мининпа Дмитрий Пожарский ертсе пынипе халăх ополченийĕ Китай-хулана штурмпа илнĕ.  Поляксен Речь Посполита гарнизонĕ Кремле чакнă. Пожарский княç Китай-хулана Хусанти Турă Амăшĕн турăшĕпе кĕнĕ, çак çĕнтерĕве халалласа чиркÿ туса лартма шантарнă.
Интервентсен гарнизон командованийĕ капитуляцие алă пуснă. Хыççăнах Кремльтен Мускав боярĕсемпе ытти паллă çынсене кăларса янă. Тепĕр кунне (октябрĕн 27-мĕшĕнче) гарнизон парăннă. 1613 çулхи февраль вĕçĕнче земство соборĕ çĕнĕ патшана Романовсен династийĕн пĕрремĕш вырăс патшине Михаил Романова суйланă.
1649 çулта Алексей Михайлович патша указĕпе Хусанти Турă Амăшĕн турăшĕн кунне (Юлиан календарĕпе октябрĕн 22-мĕшĕ) патшалăх уявĕ тесе паллă тума тытăннă. Ăна виçĕ ĕмĕре яхăн 1917 çулчченех уявланă.
Вырăс православи чиркĕвĕн календарĕпе çак кун 1612 çулта Мускавпа Раççее поляксенчен ирĕке кăларнине халалласа Хусанти Турă Амăшĕн турăшĕн кунне уявлаççĕ. Юлиан календарĕпе вăл октябрĕн 22-мĕшне килет. Иртнĕ ĕмĕрсем хушшинче Юлиан тата Григориан календарĕсем хушшинчи шайлашу чылай улшăннă май, çак кун ноябрĕн 4-мĕшне куçнă. Шăпах ĕнтĕ çак куна – Юлиан календарĕпе октябрĕн 22-мĕшне, Григориан календарĕпе ноябрĕн 4-мĕшне – патшалăх уяв кунĕ тесе суйласа илнĕ.
Уявăн паянхи историйĕ пирки калас пулсан, Халăх пĕрлĕхĕн кунне официаллă патшалăх уявĕ тесе Патшалăх Думи 2004 çулхи декабрĕн 27-мĕшĕнче йышăннăранпа уявлаççĕ. Ăна халалласа çĕршывра, республикăра тĕрлĕрен анлă уяв мероприятийĕсем йĕркелесе ирттереççĕ. Пирĕн округра пурăнакансем те патшалăх уявне аслă Раççей халăхĕпе пĕрле уявлаççĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4