Халăх пĕрлĕхĕн кунĕнче Мускавра халăхсем хушшинчи «Россия» выставка-форум уçăлать

Категория: Главные новости Опубликовано: 04.11.2023, 08:44 Просмотров: 385
photo 2023 10 27 15 40 19
Вăл нумай нациллĕ Раççей халăхĕсен пĕрлĕхне кăтартать. Раççей патшалăхĕ шăпах халăхсен пĕрлĕхĕпе хăватлă.
Çĕршывăн 89 регионĕ шутĕнче форумра Чăваш Республикин стенчĕ те пулать. Алă вĕççĕн ăсталанă 6 метр çÿллĕш тухья Чăваш Ен экспозицине илем кÿрĕ. Вăл интерактивлă лаптăк пулĕ. VR-шлем тăхăнсан пилĕк минутлăха 21-мĕш региона çитсе тухăн, Шупашкар заливĕпе, «Амазония» паркпа, Çĕнтерÿ паркĕпе, «Сувар» этнопаркпа, «Строителям безмолвных рубежей» мемориалпа тата ыттипе паллашатăн. 
Тепĕр интерактив – 3D-форматри чăваш Улăпĕ. Вăл  «Кубрат ханăн пилĕк ывăлĕ» халаппа тата Чăваш Ен аталанăвĕн паллă тапхăрĕсемпе паллаштарĕ.
Хăнасене çавăн пекех «Раççейăн тĕрленĕ картти» выставкăна йыхравлама тивĕç. Унăн ÿкерчĕкне питĕ пысăк мультимеди экранĕ çинче ВДНХ-на кĕнĕ çĕрте вырнаçтараççĕ. Экспозицисемпе выставка ĕçленĕ кунсенче ноябрĕн 4-мĕшĕнчен тытăнса апрелĕн 12-мĕшĕччен паллашма май пулать.
«Регион кунĕнче», декабрĕн 1-мĕшĕнче, ВДНХ-ра Шупашкарти çамрăк мăшăрсен чăваш йăли-йĕркипе ирттерекен туйне пăхса киленме май пулать. 
Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчи чăвашсем федераци эксперчĕсем хутшăннипе çавра сĕтел хушшинче туризма аталантарассин ыйтăвĕсене сÿтсе яваççĕ, кунсăр пуçне чылайăшĕ кĕтекен «Ентешсен форумĕ» пулать, чăвашсен паллă артисчĕсем хутшăннипе йĕркелекен культура программи те пуян.
Халăхсем хушшинчи «Россия» выставкăна çитсе курасси пирки тĕп хула мэрĕ Сергей Собянин пĕлтернĕ. «Кун пек мероприяти валли ВДНХ-сăр пуçне юрăхлă урăх вырăн тупма та йывăр: унăн курав анлăшĕ пирĕн çĕшывăн çитĕнĕвĕсемпе историллĕ çыхăннă», – тесе палăртнă вăл хăйĕн телеграм-каналĕнче. Вăл асăннă тăрăх, выставкăра хăйсен ĕç кăтартăвĕсене Раççей регионĕсем, федераци министерствисем тата патшалăхăн пысăк компанийĕсем кăтартĕç.
Хушса çавна каласа хăвармалла. Мероприяти ВДНХ-н 67 объектĕнче пĕтĕмĕшле 265 пин тăваткал метр лаптăк çинче иртет. 

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4