«Сывлăх» спорт шкулĕн боксерĕсем октябрĕн 27 – 29-мĕшĕсенче Мари Эл Республикинчи Козьмодемьянск хулинче иртнĕ регионсем хушшинчи бокс турнирне хутшăннă.
Унта Мари Эл, Тутарстан тата Чăваш Ен боксерĕсем пурĕ 137- ĕн хутшăннă. Чăваш Ен ятне «Сывлăхăн» 11 боксерĕ хÿтĕленĕ. Вĕсем каялла пысăк çитĕнÿпе таврăннă.
Хăйсен виçе категорийĕнче Артемий тата Алексей Алексеевсем, Богдан Смирнов, Серафим Хораськин, Давид Бычков, Алексей Антонов тата Егор Васильев 1-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ, Роман Любимов иккĕмĕш вырăн йышăннă.
Палăртмалла, Артемий Алексеев чи лайăх çапăçу техникишĕн уйрăм кубока тивĕçнĕ, Богдан Смирнова ятарлă парнепе хавхалантарнă.
Вĕсен тренерĕсене Сергей Черкашинпа Николай Багдасаряна Тав çырăвĕсем парса чысланă.
Сентябрь 2026 |
